АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂК ТĔПЧЕВÇĔСЕМ – ĂСЛĂЛĂХ ПУЛАСЛĂХĔ

23 января 2009 г.

ВЫРĂСКАС ПИКШИХ вăтам шкулĕнче «Эпĕ кунта çуралнă, пурăнатăп, тăван тăрăх çут çанталăкне упратăп» ятпа районта иртнĕ вĕрентÿпе экологи конкурсĕн юлашки тапхăрĕ вĕçленчĕ. Ку тапхăра 9 шкултан 19 ачан проектне йышăннă. Ачасем хăйсен тĕпчев ĕçĕсене хÿтĕлерĕç, вĕсен проекчĕсем пурнăçра пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕç.

Конкурс тăватă номинаципе иртрĕ: «Пирĕн кил – Çĕр», «Флора тата Фауна», «Çĕре упраса хăварар», «Ирĕклĕ тема». Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче вĕренекенсем чи хастаррисем пулчĕç, вĕсем хăйсен ĕçĕсене виçĕ номинацире хÿтĕлерĕç. Жюрие 5-мĕш класра вĕренекен Наталья Иванован (ÿкерчĕкре) ĕçĕ питĕ килĕшрĕ. Наташа «Усă курнă пластмас кĕленчесене ĕçе ярассине мĕнле татса памалла» темăпа тухса калаçрĕ. «Çĕре упраса хăварар» номинацире I вырăн йышăнчĕ. Сăмах май, Наташа – конкурса хутшăннисенчен чи çамрăкки. 11-мĕш класа çитнĕ тĕле, тен, унăн ĕçĕсемпе предприятисемпе организацисен ертÿçисем те кăсăкланма пуçлĕç. «Флора тата Фауна» номинацире 8-мĕш класра вĕренекен Александра Голина çĕн-терчĕ. «Пÿлĕмре ÿсекен чечексен фитонцид пахалăхне тĕпчесси» темăпа паллаштарчĕ. Саша – Пĕтĕм тĕнчери «Çут çанталăк – вĕçсĕр пуянлăх, вăл пуриншĕн те пĕрре» тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕн лауреачĕ. Çавăн пекех 8-мĕш класри Ксения Ефимова, Василий Софоров, Ирина Иванова тĕрлĕ номинацисенче приз-лă вырăнсене йышăнчĕç. Ачасене конкурса биологипе экологи учителĕ Р.Тимофеева хатĕрленĕ.

Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн 8-мĕш класс вĕренекенĕсем биологипе хими учителĕ С.Васильева ертсе пынипе Янкăлч ялĕнчи ĕçмелли шывсене тĕпченĕ. Вĕсен ĕçĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене паллаштарсан питĕ аван пулмалла.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Анастасия Евгеньеван (ăслăлăх ертÿçи – биологи учителĕ И.Ильина) тĕпчев ĕçне те чи лайăххисенчен пĕри тесе палăртнă. Настя автотранспорт тавралăха мĕнле витĕм кÿнине тишкернĕ.

Биологи учителĕ М.Михайлова вĕрентекен Юлия Чебуковапа Михаил Вазинге (Сиккасси вăтам шкулĕ) ял тăрăхĕнче культурăпа кану паркĕ йĕркелес тата ăна тирпей-илем кÿрес ыйтупа хатĕрленĕ проекта хÿтĕлерĕç. Уçырма вăтам шкулĕнчи Марина Григорьевапа Ирина Волкова калчасене теплицăри условисенче çитĕнтерес ыйтупа çыхăннă вăрттăнлăхсене аван пĕлеççĕ, ыттисене сĕнÿ-канашсемпе пулăшма пултараççĕ.

Акă еплерех ăслă та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ пирĕн шкулсенче. Çамрăк ăру пуласлăхпа кăсăкланнине кăтартса пачĕ конкурс.

В.ТИМОФЕЕВ, биологипе хими тата экологи учителĕсен районти ассоциацийĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика