23 января 2009 г.
Кăрлачăн 12-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен Янкăлч вăтам шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекен ачасен эрнелĕхĕ пулса иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕсем пуçламăш класс вĕрентекенĕсем А.Петрова, Н.Феофанова тата А.Силодорова аслă вожатăй пулчĕç. Ачасене кăсăклантаракан, пĕлÿ паракан мĕнле кăна класс тулашĕнчи мероприятисем пулса иртмерĕç-ши çак тапхăрта! «Сывă-и, Спортланди çĕршывĕ!», «Юмахсен тĕн-чинче» викторина, «Тупмалли юмахсен каçĕ», «Шутла, пуç ват, тавçăрса ил» математика конкурсĕ, «Кашни ÿкерчĕкрех хĕвел» ÿкерчĕксен куравĕ, «Пирĕн класпа паллашăр» стена хаçачĕсен конкурсĕ.
Кашни мероприятие тăрăшса хатĕрленчĕç шĕвĕр-ккесемпе вĕсен ертÿçисем. Нумай интереслĕ япала çинчен пĕлчĕç ачасем, хăйсен тавçăрулăхне аталантарчĕç, тимлĕхне, тавра курăмне ÿстерчĕç, çине тăрсах тупăшрĕç, туслăха çирĕплетрĕç.
Шкул музейĕнче те пулса ĕлкĕрчĕç. К.Иванова вĕренекенсене çĕнĕ экспонатсемпе паллаштарчĕ, музей ĕçĕ çинчен ăнланмалла каласа парса ачасене кăсăклантарса ячĕ.
Кунсăр пуçне кашни шăматкун пулакан йăлана кĕнĕ санитари сехетĕнче ялти фельдшерпа тĕл пулу иртрĕ. Л.Краснова кĕçĕн класс вĕренекенĕсене грипп чирĕ, унран мĕнле сыхланмалли, чирлесен мĕн тумалли, сывлăха мĕнле пиçĕхтермелли çинчен каласа кăтартрĕ. Ачасем тимлесе итлерĕç ăна, тĕл пулăва килме хапăл тунăшăн ял тухтăрне тав турĕç, малашне татах та тĕл пулас кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.
Кăрлачăн 19-мĕшĕнче вара юмахри евĕр илемлетнĕ зала пуçламăш класс ачисен пултарулăхне курма пĕтĕм шкул пуçтарăнчĕ. Кунта хĕле халалласа «Ырă сунса кĕтетпĕр, Хĕл-аннеçĕм!» ятпа литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕç пĕчĕк артистсем. Эх, шăрантарчĕç хĕле мухтакан сăвăсемпе юрăсене, илем-лĕ ташăсемпе тата вăйă картисемпе савăнтарчĕç. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ шкула хăйсен тĕпренчĕкĕсене курма килнĕ. Уяв пурне те килĕшрĕ.
Юлашкинчен, эрнелĕхе пĕтĕмлетсе, шкул администрацийĕ кашни класа (кĕçĕн классене) парнесем парса савăнтарчĕ. Çакăн пек эрнелĕхсем ирттерни шкул пурнăçĕнче питĕ кирлĕ те усăллă пулнине палăртса хăварчĕ.
Н.ФЕОФАНОВА, Янкăлч шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.