23 января 2009 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ларусем ирттермелли залĕнче кунти сотрудниксен пĕтĕмлетÿ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ С.Белоусов полковник, хулапа район прокурорĕ Я.Сергеев, министерствăн экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен управлени пуçлăхĕн çумĕ Н.Казаков полковник хутшăнчĕç.
Районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Егоров полковник иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Ти-вĕçлĕ мерăсем йышăннипе районта оперативлă лару-тăрăва контроллесе тăрассине упраса хăварма тата палăртнă позитивлă тенденцие аталантарма май килнĕ. Планпа палăртнă мероприятисене пурне те пурнăçланă. Уйрăмах асăрхаттару ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем профилактика ĕçĕсене ял тăрăхĕсен профилактика канашĕсемпе, халăх дружинисен членĕсемпе тачă çыхăнса тунă. 2008 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕнче «2009-2012 çулсем валли право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттармалли комплекслă мерăсем» тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртме план хатĕрленĕ.
2008 çулта, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, регистрациленĕ преступленисен хисепĕ 14, 2 процент пĕчĕкленнĕ. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем 17 процент шутланаççĕ. Уйрăмах йывăр преступленисене пурне те уçса панă, йывăррисене – 88, 1 процент.
Вĕлерме хăтланнă тата çын вĕлернĕ тăхăр факта уçса панă. Çичĕ хутчен пĕле тăрах çыннăн сывлăхне хăрушлăха кĕртсе ÿкернĕ, инкек тÿснисем пурте пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Çаратни 13 хутчен пулнă, хурахла тапăнни – 3 тĕслĕх.
«Шырав» операци вăхăтĕнче дознани, следстви органĕсенчен, судран тарса çÿрекен 50 çынран 37-ĕшне тытнă. Виçĕ вилене кам пулнине пĕлеймен, хыпарсăр çухалнисенчен пĕрне тупайман. Çулталăк хушшинче вăрланă 86 тĕслĕхе уçса панă. Кĕсье телефонĕсен 73 процентне шыраса тупма пултарнă.
Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ профилактика эффективлăхне ÿстерес енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнать пулин те, çемьери харкашăва пула преступлени туни чылай йывăрлăх кăларса тăратать. Пĕтĕмпе çак енĕпе кăçал 129 преступлени тунă. Час-часах харкашакан 240 çемьене шута илнĕ, 161 çынна административлă явап тыттарнă, 106 преступлени палăртнă. 360 суту-илÿ объектне тĕрĕсленĕ, йĕркене пăснă 207 тĕслĕх тупнă. Ÿс-ĕрпе усал ĕç тăвасси 11, 1 процент чакнă.
Вăрлассипе, автомототранспорт хăваласа каяссипе эффективлă кĕрешес тĕллевпе районта çĕрлехи вăхăтра 2 оперативлă шырав ушкăнĕ ĕçлет. 2008 çулта «Шырав» ушкăнсем тĕрлĕ преступлени тунă 70 çынна тытса чарнă, 43-ĕшне уçса панă. Çĕрлехи нарядсен хисепне ÿстернĕ. Кунсерен засадăпа заслон, оперативлă профилактика тата оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттереççĕ. Милици нарячĕсене ытларах тăтăш преступлени пулакан ялсене яраççĕ. Ял хуçалăх организацийĕсен сĕт-çу фермисене, машинăпа трактор паркĕсене, пурлăх упранакан объектсене, культура учрежденийĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ.
Çул çинчи хăрушсăрлăха тытса тăрас енĕпе лăпкă мар. Иртнĕ çул 73 авари пулнă. Пĕтĕмпе çул-йĕр правилисене 8522 хутчен пăснă, виçĕм çул 3341 пулнăччĕ. Руль умне ÿсĕрле ларнă 224 водителе айăпланă.
Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: уйрăмах йывăр преступленисен хисепĕ ÿснĕ, унччен преступлени тунă çынсем каллех преступлени çулĕ çине тăрасси пысăкланнă. Наркотиксен саккунсăр çаврăмĕпе кĕрешессин эффективлăхĕ çите-лĕксĕр. Кунта виçĕ преступлени палăртнă. Экономика преступленийĕсемпе кĕрешессинче хăш-пĕр çитменлĕхсем пур-ха.
Личнăй состав хушшинче дисциплинăна тата саккунлăха çирĕплетесси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Служба дисциплинине сĕмсĕррĕн пăснăшăн 3 сотрудника ĕçрен кăларнă, 28-ĕшне явап тыттарнă.
Ларура В.Дмитриев, В.Васильев, Е.Мурзин, Н.Арсентьев, А.Родионов хăйсем ертсе пыракан подразделенисен иртнĕ çулта тунă ĕçсен кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов районăн юлашки çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономики мĕнле аталанса пыни çинчен каласа пачĕ, милици сотрудникĕсене йĕркелĕх хуралĕнче ăнăçу сунчĕ.
Ларăва республикăн шалти ĕçсен министрĕн çумĕ С.Белоусов пĕтĕм-летрĕ. Вăл районăн шалти ĕçсен пайĕн ĕçне вăтам паллăпа хакларĕ.
В.СНЕЖКОВ.