23 января 2009 г.
Январĕн 22-мĕшĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕ Геннадий Димитриевич Димитриев 80 çул тултарчĕ. Халăха çутта кăларас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Г.Димитриев Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕн ячĕсене тивĕçнĕ.
Вăл Çĕнĕ Мами ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти çичĕ класлă шкул хыççăн Шăхасанти вăтам шкулта вĕреннĕ. Çуллахи вăхăтра колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Вĕренсе пĕтерсен вăл ака тунă, тырă акнă, вырса пуçтарнă, авăн çапнă, вăрман каснă, ялти комсомол организацийĕнче пропагандист пулса ĕçленĕ. 1947-48 çулсенче Шăхасан çар комиссариатĕнче тăрăшнă, 1948-49 çулсенче Шăхасан вăтам шкулĕнче ачасене вĕ-рентнĕ.
1949 çулта Канашра Учительсен институтне уçсан вăл математикăпа физика факультетне вĕренме кĕнĕ. Институтра «пиллĕк» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пынă, 1951 çулта хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ, физика тата математика учителĕ пулса тăнă. Ăна ĕçлеме тăван ялти шкула янă. Ĕçленĕ вăхăтра ачасене тĕрĕс воспитани парас тесе тăрăшнă, шкулта комсомол ячейкине йĕркелесе янă, физикăпа математика кружокĕсене ертсе пынă. Кружокра детекторлă радиоприемниксем тунă, унпа Мускавран, Шупашкартан паракан хыпарсене итленĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕсене çĕнĕ хыпарсене каласа панă. Пропагандист пулса ялти çамрăксемпе ĕçленĕ. Ял пурнăçĕнче те самаях тăрăшса ĕçленĕ: тĕрлĕ темăпа калаçусем ирттернĕ, спектакльсем лартнă.
1952-1953 çулсенче ВЛКСМ Шăхасан райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă. 1953 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа пĕр çул математикăпа физика учителĕ пулса ĕçленĕ, тепĕр çулхине Геннадий Димитриевича Çĕнĕ Мами шкулĕн директорĕ пулма уйăрса лартнă. Вара мĕн пенсие тухичченех Çĕнĕ Мами сакăр çул вĕренмелли, Пайкилтри вăтам шкулсен директорĕнче тăрăшнă. Каярахпа Пайкилт тата Шăхасан шкулĕсенче ачасене математикăна вĕрентнĕ.
Çак кунсенче эпĕ Пайкилт вăтам шкулĕнче пултăм, учительсемпе калаçрăм. Кунта ĕçлекенсенчен нумайăшĕ çак шкултан пĕлÿ илсе тухнă, вĕсене Геннадий Димитриевич вĕрентнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан вĕсем – Вера Ермолаевна, Алина Владимировна, Таисия Степановна, Антонина Ивановна, Н.И.Иванов, Ирина Николаевна тата ыттисем те – педколледжра, пединститутра вĕренсе учитель специальноçне алла илнĕ те тăван шкула ĕçлеме таврăннă.
Вĕсем каланисене итлесе директор çумĕ Алина Владимировна Грачева çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ: «Пире Геннадий Димитриевич физикăна, математикăна вĕрентнĕ. Эпир питĕ тăрăшса вĕреннĕ, урок иртнине те сисместĕмĕр. Мĕншĕн тесен темăна ăнлантарнисĕр пуçне тĕп материалсемпе хутăш тавçăрмалли ĕçсем паратчĕ. Киле панă ĕçсене те тăрăшса тунă. Геннадий Димитриевич урокĕсене эпир уяв евĕр кĕтнĕ тата класа йĕркеленĕ: партăсем çине урокра кирлĕ хатĕрсене майласа хунă, учитель сĕтелĕ çинче те пĕтĕмпех хатĕр пулнă. Урокра пушă вăхăт пулман, пурте ĕçленĕ! Вăл пирĕнпе ĕçленине кура ачасенчен нумайăшĕ учитель пулас ĕмĕтпе пурăнатчĕ. Шкул хыççăн эпир педучилищĕне, пединститута вĕренме кайрăмăр, яла дипломлă специалистсем пулса таврăнтăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухне эпир физикăпа математика кружокĕсене çÿренĕ, шкулти, районти, республикăри олимпиадăсенче тарăн пĕлÿ кăтартнă, яланах 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Шкулта физкультура, НВП, ОБЖ урокĕсене те лайăх ирттернĕ, ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшнă.
Пире Геннадий Димитриевич лайăх вĕрентнĕ, çавăнпа та хамăр ĕçлеме пуçласан унăн урокĕсене тăтăшах аса илнĕ. Пире, çамрăк специалистсене, урок ирттермелли меслетсемпе майсем çинчен каласа ăнлантаратчĕ, хăйĕн урокĕсене итлеме илсе каятчĕ, урок вĕçленсен тишкерÿ тăваттăмăр.
Канаша е Шупашкара кайсан директор яланах тĕрлĕ предметпа методика кăтартăвĕсем илсе килетчĕ те пире салатса паратчĕ, темиçе кун иртсен вара кĕнекери материалсемпе мĕнле усă курнине ыйтатчĕ, хушусем паратчĕ. Пирĕн директор çав кĕнекесене хăш вăхăтра вуласа тухма ĕлкĕрнĕ-ши тесе шухăшлаттăмăр.
Пирĕн уроксене пырса итленĕ хыççăн яланах урок пахалăхне ÿстермелли майсем çинчен каласа кăтартатчĕ, сĕнÿсем паратчĕ, пирĕн шухăша ыйтса пĕлетчĕ. Геннадий Димитриевич пирĕншĕн учительсен учителĕ пулнă». Çак сăмахсене шкул директорĕ Владислав Гаврилович Ильин та çирĕплетрĕ.
Пайкилтри вăтам шкула Г.Димитриев тутарнă, вăлах пĕрремĕш директор пулнă. Шкулта ĕçлесе пенсие тухнă А.Я.Ильина, П.Н.Николаев педагогсем те ĕçтешĕ çинчен ыррине çеç калаççĕ.
«Геннадий Димитриевич 10 çул Канаш райсовечĕн халăха вĕрентес ĕç комитетне ертсе пынă. Канаш район ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Ф.И.Ильин: «Геннадий Димитриевич ертсе пыракан комитет лайăх ĕçлерĕ, пирĕн ĕçе пысăк пулăшу кÿчĕ», – тенĕ. Ачасен ашшĕсемпе амăшĕсен комитечĕн ĕçне шкулта йĕркелесе янă, комитет членĕсене шкул пурнăçне явăçтарнă», – тет А.Я.Ильина.
"Эпĕ Геннадий Димитриевичпа Çĕнĕ Мами ялĕнче пĕрле выляса ÿснĕ. Вăл манран аслăрах пулнă, 6 çул тултарсан шкула кайнă. «5» паллăпа кăна вĕреннĕ. Пĕрле вĕренекенсене яланах пулăшнă, активист пулнă.
Вăл Çĕнĕ Мами шкулĕн директорĕ тата Пайкилтри вăтам шкулта директор пулса ĕçленĕ вăхăтра эпĕ директор çумĕ пулса тăрăшрăм. Мана вăл ĕçлеме вĕрентрĕ, пулăшрĕ, уншăн ăна пысăк тав.
Эпĕ педучилище вĕренсе пĕтернĕ, юрлама, музыка инструменчĕсемпе калама кăмăллаттăм. Шкулта «струннăй оркестр» тума сĕнтĕм, хамах ертсе пыма килĕшрĕм. Директор ман шухăша ырларĕ. Кĕске вăхăтрах музыка инструменчĕсем туянтăмăр. Пирĕн оркестр районти, республикăри ăмăртусенче яланах малта, ытти шкулшăн тĕслĕх пулнă".
Хальхи вăхăтра педагог пенсире, апла пулин те ял пурнăçне хастар хутшăнать. Урампа иртсе пынă чух шкул ачисем, ялти çамрăксем, ватă çынсем сывлăх сунаççĕ, мĕншĕн тесен вăл ваттисемпе пĕрле вĕреннĕ, çамрăксене хăй вĕрентнĕ.
Геннадий Димитриевич ÿснĕ, вĕреннĕ, ĕçлеме пуçланă вăхăтра пурнăç йывăр пулнă. Ашшĕ, Димитрий Артемьевич Артемьев, Çĕнĕ Мами ялĕнче çуралса ÿснĕ. Канашри МТСра тракториста вĕренсе тухнă, 1930 çулта Шăхасанти МТСра тракторист пулса ĕçлеме пуçланă. Пултаруллă тракториста часах трактористсен бригадин ертÿçи пулма лартнă. 1940 çулта лайăх ĕçленĕшĕн Мускава ял хуçалăх выставкине янă, унта медаль панă. Мирлĕ пурнăçа 1941 çулта пуçланнă вăрçă улăштарнă. Д.Артемьевăн «броня» пулнă пулин те, вăл хăй ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. 1942 çулта ун пирки «хыпарсăр çухалнă» текен хут килнĕ. 20 çул иртсен çеç вăл Италире партизан отрядĕнче Падуя хули патĕнче çапăçса вилни çинчен пĕлнĕ.
Амăшĕ, Пелагея Никитична Артемьева, Çĕнĕ Мами ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пăлакипе Димитрий мăшăрланса пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Димитрий вăрçа тухса кайнă чухне арăмне çапла халалласа хăварнă: «Ачасене йĕркеллĕ ÿстер, ĕçе вĕрент, вĕренме явăçтар. Апачĕ начартарах пулсан та, тин пĕçернĕ вĕри апат çитер», – тенĕ. Упăшки каланине пурнăçланă Пăлаки. Ывăлĕсем пурте институтсенче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ, пархатарлă ĕçĕсемпе хисепе тивĕçнĕ. Геннадий педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ, Чăваш Республикин, РФ тава тивĕçлĕ учителĕ; Николай вăрман хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, инженер-механик, ЧР тава тивĕçлĕ изобретателĕ; Михаил – физикăпа математика учителĕ, СССР тата РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ; Василий – агроном, профессор, наукăсен докторĕ, институт директорĕ пулнă; Алексей – провизор, медицина наукисен докторĕ, профессор, академик, институт преподавателĕ.
Геннадий Димитриевичăн мăшăрĕ Мария Петровна та учитель. Вĕсем тăватă ача – Коля, Роза, Зина, Михаил – çуратса ÿстернĕ. Ачисем те вĕреннĕ çынсем. Ватăсем хальхи вăхăтра мăнукĕсене пăхаççĕ, вĕренме пулăшаççĕ.
Г.Димитриев вĕрентнĕ ачасенчен нумайăшĕ аслă пĕлÿ илнĕ, техникумсенче, училищĕсенче вĕреннĕ. «Цивиль» хуçалăхра ĕçлекенсем – пурте унăн вĕренекенĕсем.
Геннадий Димитриевича шкулта пĕрле ĕçленĕ учительсен, вăл пĕлÿ панă ачасен, Çĕнĕ Мами ялĕнчи çынсен, тăванĕсен, ачасен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе 80 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
М.ДМИТРИЕВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.