21 января 2009 г.
Акă тата тепĕр çул хыçа юлчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем ăна мĕнле вĕçлерĕç-ха; Паллах, кунта çитменлĕхĕ те, лайăххи те пур. Вĕсем çинчен район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп специалист экспертне С.Васильева каласа кăтартма ыйтрăмăр.
– Пĕлтĕр районта 819 тонна (чĕрĕ виçепе) аш-какай хатĕрленĕ. 2007 çулта 767, 6 тонна пулнă. Ку кăтарту 106, 7 процентпа танлашать, ÿсĕм – 51, 3 проц. Анчах та кăтартусем хальхинче те выльăх-чĕрлĕх шутне чакарнипе ÿсме пултарнă. Çав вăхăтрах районта выльăх йышне чакармасăр кăтартуллă ĕçлесе пыракансем те пур. Кунта «Нектар», Киров ячĕллĕ, «ВолАнд» хуçалăхсене тата Канашри чăх-чĕп фабрикине палăртса хăварас килет. Чăх-чĕп фабрикинче, сăмах май, районта туса илнĕ мĕн пур аш-какайăн 27 процентне пурнăçлама пултарнă, е, урăхла каласан, 225 тонна.
Пĕтĕмпе 4772, 2 тонна (2007 çулта 5040, 9 тонна) сĕт суса илнĕ. Ку виçĕм çулхи шайпа илсен 95 процентпа танлашать. Сĕт сăвассипе районта лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пыракансем çук мар, паллах, «Цивиль», «Нектар», «Восход», «Родина», «Родник», «Сормовский» хуçалăхсенче сăвăм виçине палăрмаллах ÿстерме пултарнă. Иртнĕ çулта кашни ĕнерен вăтамран 3069 килограмм сĕт суса илнĕ. 2007 çулта 3020 килограмм пулнă, ÿсĕм – 2 процент. Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри ĕне ферминче (4083 кг), «Пинерте» (4042 кг), «Родникра» (3836 кг), «Цивильте» (3720 кг), «Восходра» (3514 кг) сĕт туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрни палăрать. Енчен те выльăхсене кирлĕ условисем туса парсан пирĕн фермăсенчи ĕнесем те çулталăкра 4000 кг кая мар сĕт антарма пултараççĕ. Иртнĕ çулта районти сакăр хуçалăхра 3500 кг ытларах сĕт суса илме пултарнă. Унччен маларах çак кăтарту патне тăватă хуçалăх çеç çитме пултарнăччĕ. Малта пыракансен паха опытне ăша хывса ыттисен те юлмалла мар.
«Исток» тата «Восход» хуçалăхсем халăхран сĕт пуçтарассипе аван ĕçлесе пыраççĕ. Кунта çитĕнÿ тăвас тата тупăш илес текенсем ăнтăлни куçкĕретех. Паянхи йывăр пурнăç условийĕсенче уççи-хуппине шырамасан часах «путма» та пулать.
– Сергей Павлович, выльăх-чĕрлĕх йышĕ пирки мĕн калама пултаратăр;
– Тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр пулин те мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ çулран çул чаксах пырать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ – 4000 пуç, виçĕм çул 4109 пуç пулнă (97, 3 проц.). Крупская ячĕллĕ (37 пуç), «Урюм» (58), «Хучель» (41), «Победит» (31), «Агат» (35) хуçалăхсенче выльăхсен йышне палăрмаллах чакарнă. «Пинер» пĕрлĕх ĕнесен йышне ÿстерме ăратлă 200 пушмак пăру илсе килнĕ пулин те, вĕсем пăруласа пĕтернĕ, выльăх йышĕ ÿсни пур пĕр сисĕнмест.
Ĕнесен шучĕ кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 1628 пуçпа танлашнă, виçĕм çул 1562 пуç пулнă, ÿсĕм – 66 ĕне. Çакна ăратлă пушмак пăрусем туянса килнипе сăлтавламалла. Ĕнесем Киров ячĕллĕ (50 пуç), «Хучель» (10), «Канаш» (10), «Агат» (20) хуçалăхсенче уйрăмах сахалланса юлнă.
Районта 544 сысна юлнă, унччен маларах 1831 пуçчĕ. Анчах та сыснасен йышĕ ÿсес шанăç та пур. Тырă хакĕ питех пысăках мар, аш-какай çине вара хакĕ ÿссех пырать. Тырра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ витĕр кăларса мĕншĕн тупăш илес мар, чылайăшĕ çак чăнлăха ăша хывмасть курăнать. Кун пирки кашни канашлурах ыйту çĕкленĕччĕ, малашлăхра çак енĕпе хусканусем пуласса шанас килет.
Районта пăрусем суткара вăтамран 442 грамм ÿт хушаççĕ, 2007 çулта 408 грамм пулнă. «Пинерте», Киров ячĕллĕ ЯХПКра, «Нектарта», «Путь Ленина» ЯХПКра, «Родинăра», «Агатра» пăрусем суткара яланхиллех 500 ытла грамм ÿт хушса пыраççĕ.
Сысна çурисен ку кăтарту 235 граммпа танлашать (2007 çулта – 211 гр.). Ку енĕпе «Цивиль», «Исток» тата «ВолАнд» пĕрлĕхсем аван ĕçлесе пыраççĕ.
Районта пĕтĕмпе 1894 пăру илнĕ, ку пĕлтĕрхи шайран 83 пуç ытларах. «Путь Ленина», «Нектар», «Мотор», «Родник» хуçалăхсенче çак кăтарту чи пысăкки. Çĕр ĕне пуçне вăтамран 86 пăру илнĕ (84 пулнă). 100 ĕне пуçне 100 пăру «Цивиль», «Нектар», «Мотор», «Исток», «Родник» тата «Агат» илме пултарнă.
Районта 100 ĕне пуçне кĕтĕве 38 пушмак пăру кĕртнĕ, 2007 çулта 19 пуç пулнă. Ку ÿсĕм «Пинер» пĕрлĕх пушмак пăрусем илсе килнипе çыхăннă. Кĕтĕве çĕнĕтессипе «Цивиль», «Мотор», «Урюм», «Исток», "Родник", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче кăтартуллă ĕçленĕ, вĕсем 100 ĕне пуçне 30 ытла пушмак пăру кĕртнĕ.
100 ял хуçалăх угодийĕ çине районта вăтамран 270, 3 ц сĕт туса илнĕ (2007 çулта – 255, 5 ц). Ку енĕпе Киров ячĕллĕ (832, 3 ц), «Восход» (578, 1 ц), «Урюм» (340, 7 ц) аван ĕçлесе пынă. Аш-какай туса илесси 46, 4 ц (38, 9 ц) танлашнă.
Хĕл кунĕсенче выльăхсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла, тутлăхлă апат çитермелле, таса шывпа тивĕçтермелле. Пăрулланă тата пăруллама хатĕрленекен ĕнесене уçăлтарма илсе тухмалла, ай сарăмне таса тытмалла. Юрпа усă курса фермăсем çывăхне утă-улăм турттарса хăварма ĕлкĕрмелле. Çавăн пекех сĕт пахалăхĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.
А.МЯСНИКОВ калаçнă.