АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУНА ÇЫВĂХ СĂНАРСЕМ

21 января 2009 г.

Мĕнле кăна талантлă çын тухман пулĕ пирĕн районтан. Паллă педагогсемпе врачсен, спортсменсен, ăсчахсен, артистсен шучĕ те çук. Вĕсенчен кашнийĕ тава тивĕçлĕ ятсене тăрăшуллă ĕçпе çĕнсе илнĕ.

Иртнĕ юнкун Чăваш Республикин халăх артисчĕ В. Александров хăй çуралса ÿснĕ тăван Энтриялĕнче пултарулăх каçне йĕркелерĕ. Тĕрĕсрех каласан, артист 50 çул тултарнине ял-йышпа, тăванĕсемпе пĕрле паллă турĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене райадминистраци тата Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем В.Софроновпа М.Антонов, ял çыннисем, вырăнти илемлĕ пултарулăх коллективĕ тарават кĕтсе илчĕç.

Вĕсем юбиляра ăшшăн саламласа пысăк çитĕнÿсем тума ырă сунчĕç. Вячеслав Викентьевича çавăн пекех ялти шкул директорĕ А.Гурьев, класс руководителĕ пулнă А.Михайлова, пĕр тăванĕсем, ял-йыш саламларĕç. Вĕсем хăйсен ялĕнчен çакăн пек талантлă, чапа тухнă çынсем пурришĕн мăнаçланнине, вĕсемпе мухтаннине палăртрĕç.

Театр сцени çинче мĕн тĕрлĕ кăна роль калăпласа куракан умне кăларман-ши вăл; «Праски инке хĕр парать» камитре – Алеша, «Лăпкă Донра» – Листницкий, «Хура çăкăрта» – Тухтар, «Çутă шыв хĕрринче» – Георгий, «Арлезианкăра» – Фредери, «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» спектакльте – Ванюш, «Вун çиччĕре çунать чĕре» – Игорь Васильевич ташăçă, «Салтак юратăвĕнче» – Верьялов, «Пĕрне-пĕри юратсан» – Çемен. Юлашки çулсенче вылянă рольсем уйрăмах куракансен чунĕсене çывăх: Алексей («Чунсене чĕпĕтет çил-тăман»), Баян («Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ»), Артем («Гражданла брак»), Сидор («Çитăр качаки») сăнарсем.

Спектакль вăл – ĕмĕрсем хушши куракансемпе пултаруллă артистсене сцена çинче пулса иртекен ĕçсене пĕрле хумханса, тÿссе ирттерме май паракан асамлă курăм. Çын хăйĕн пурнăçĕнче пĕрре кăна спектакль курчĕ пулсан, малашне вăл çĕнĕ драмăна е комедие курмасăр хăвармастех. Ялсенчи клубсене Шупашкар артисчĕсем спектакль лартма килсен халăх яланах лăк тулли пуçтарăнать.

Энтриялĕнче те çаплах пулчĕ иртнĕ юнкун. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Вячеслав Александровăн ентешĕсене «Юратсан юрлас килет» камитпе савăнтарчĕç. Икĕ ăру юратăвĕ çинчен ку спектакль. Ваççапа Лиза пур-çукшăн хирĕçсе каяççĕ. Нумай хуйхă-суйхă тÿссе ирттернĕ хыççăн тин юрату тата телей мĕн иккенне ăнланса илеççĕ.

Спектакле Андриян Павлов режиссер лартнă, художникĕ – Юрий Матросов, композиторĕ – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Жуков. Артистăн ăсталăхĕ, илемлĕ сасси куракан чунне тыткăнлать. Вăл вылякан рольсенче куракан хăйне асăрхать. Энтрияльсем артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика