АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУЛТАРМА МУСКАВРАН КИЛЧĔ

21 января 2009 г.

Иртнĕ кĕçнерникун Канаш çĕрĕ çинче кино юратакансемшĕн пысăк уяв иртрĕ тесен пĕртте йăнăш пулас çук. Вĕсем патĕнче хăнара çĕршывĕпе паллă актер, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ С.Садальский пулчĕ. Вăл Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче учительсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. 1953 çулта Канаш хулине куçса килнĕ. Çичĕ çултан Стас 10-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн алăкне пуçласа уçса кĕнĕ, парта хушшине ларнă.

1961 çулта Садальскисем Воронеж çыннисем пулса тăнă. Кунта Стасăн юратнă амăшĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Çамрăк ачана вырăнти интерната вырнаçтарнă. Артист пулас ĕмĕт ăна Ярославле илсе çитернĕ. Кунти театр училищинче вĕреннĕ хушăрах мотор заводĕнче вăй хунă. Çулталăкран Мускаври театр искусствин патшалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн Мускаври «Современник» театрта ĕçлеме тытăннă. Киносенче те вылянă пултаруллă актер. Кулăшла рольсене шанса панă ăна. Вăл ÿкерĕннĕ паллăрах фильмсем: «Место встречи изменить нельзя», «О бедном гусаре замолвите слово», «Две стрелы», «Небеса обетованные» тата ытти те.

Журналистикăра та Станислав Юрьевич çирĕп утăмсем тăвать. «Экспресс-газета» хаçатра «Скандал хыпарĕсем» рубрикăна тытса пырать. Унăн «Король скандала» кĕнеки кун çути курнă. Ăна вулакансем юратса йышăннă.

Халăх юратакан актера чукун çул вокзалĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Станислав Юрьевич хула администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Полукаровапа тата хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕпе М.Бурлаковпа, хула активĕпе тĕл пулчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура ăна Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕн ятне çирĕплетекен ĕнентерÿ хучĕ пачĕç тата кăкăрĕ урлă хĕрлĕ хăю çакрĕç. Хăна ăшă йышăнушăн, чыс тунăшăн, хисеплĕ ят панăшăн пуç тайса тав турĕ, хитре кăна рамкăна вырнаçтарнă портретне автограф çырса Валентина Ивановнана парнелерĕ.

С.Садальский хăйне шыва кĕртнĕ чиркÿре пулчĕ, турăшсем парнелесе хăварчĕ. Çакăн хыççăн вăл хăй вĕреннĕ 10-мĕш номерлĕ вăтам шкула кĕчĕ. Картишĕнче ăна ачасем пыл хурчĕсем пек сăрса илчĕç – кашниех асăнмалăх автограф илме тăрăшрĕ. Шкул алăкĕ умĕнче паллă ентешĕмĕре çăкăр-тăварпа, пĕчĕк алтăра тултарнă чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Станислав Юрьевич шкулта вĕреннĕ çулсене, çамрăклăхне, студент пурнăçне, хăйне актер ăсталăхне алла илме пулăшнă паллă артисткăна Ольга Андровскаяна аса илчĕ, хăй вĕреннĕ класа çитсе курчĕ, шкул директорĕпе Н.Кокоревпа, учительсемпе калаçрĕ. Ачасене тем те интереслентерчĕ. Кашнин ыйтăвне хуравлама тăрăшрĕ хаклă хăна, хăш-пĕрисене шÿтпе ответленипе пысăк зал хаваслă кулăпа тулчĕ. Ниепле те ăна ярасшăн мар, аран-аран хăпма пултарчĕ Садальский шавлă йышран. Вĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ.

Тавра пĕлÿ музейне кĕрсе курма та кăмăл турĕ мухтавлă ентешĕмĕр. Чăваш наци тумĕсем тăхăннă сотрудниксем Мускавран килнĕ хăнана çăкăр-тăварпа, сăрапа сăйларĕç. С.Садальский килнĕ тĕле кунта унăн пурнăçĕпе пултарулăх çулне халалланă курава «Пирĕн хуламăрăн мухтавĕ» ятпа хатĕрленĕ. Вăл музее хăй тивĕç пулнă «Тăван çĕршыв çăлтăрĕ», Михайло Ломоносов орденĕсене, сăн ÿкерчĕксем, дипломсем, грамотăсем, афишăсем тата ытти япаласем парнелерĕ. Чи пысăк парне вара ăшă шÿт пулчĕ, вĕсем кашнин кăмăл-туйăмне çĕк-лерĕç.

– Килсех тăрăп сирĕн пата, тăван хулана, тепрехинче театрти ĕçтешсемпе спектакль лартса парăпăр. Хальлĕхе сывă пулăр! – терĕ Станислав Юрьевич Шупашкар – Мускав пуйăсăн вакунне ларнă чух.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика