АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИЧĔ РАЙОНТАН ПУХĂНСА КАЛАÇРĔÇ

21 января 2009 г.

Кăрлач уйăхĕнче Чăваш Республикин Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ял тăрăхĕсен палатисен президиумĕн анлă ларăвĕсене ирттерме палăртнă. Пĕрремĕш ларăвĕ çак уйăхăн 14-мĕшĕнче, Сăр зонине кĕрекен Элĕк, Улатăр, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Етĕрне районĕсен, иртрĕ. Иртнĕ эрнекун Кăнтăр-Хĕвел тухăç зонинчи Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсен представителĕсем Канаш район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пухăнчĕç. Лару ĕçне Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕçĕсене тăвакан директорĕ В.Максимов, Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Орлов, Канаш тата Йĕпреç районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Софроновпа А.Петров, палатăн Кăнтăр Хĕвел анăç зонинчи членĕсем, Канаш районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва кĕске сăмах каласа В.Софронов уçрĕ. Малалла В.Максимов сăмах илчĕ. Вăл Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн виççĕмĕш съездне хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров 2007 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пулса иртнĕ иккĕмĕш съездра палăртнă задачăсем пурнăçа мĕнле кĕрсе пыни çинчен калаçрĕ. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен стратегиллĕ ĕçĕ-хĕлĕнче приоритетлă çул-йĕр палăртасси, пĕрлешÿсен бизнесне тата кадрсен резервне пĕтĕçтерес тĕллевпе суту-илÿ палатисем тăвас ыйтусем мĕнле пурнăçланса пыни, старостăсен институчĕ, урам, картиш, çурт комитечĕсем епле аталанни, вĕсен ĕçĕсене мĕнле йĕркелесе тăни çинче чарăнса тăчĕ.

Ларура «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх организацийĕсен пĕтĕмĕшле принципĕсем» Саккуна ĕçлеттерес енĕпе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕç, вĕсене татса памалли майсене тишкерчĕç, палăртрĕç. Çавăн пекех пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ертсе пыракан компанисем тата юлташлăхсем йĕркелес, ĕçмелли шывпа, урамсене электроçутăпа тивĕçтерес, çÿп-çапа, каяшсене турттарса тухас, гидротехника сооруженийĕсене ĕçлеттерес, вилнĕ пĕччен граждансене, кам пулнине палăртма май килмен граждансене тирпейлесе пытарас, 2008 – 2010 çулсем валли пушар хăрушсăрлăхĕн программине хатĕрлес, нотариус ĕçĕсене тĕрĕс туса пырас, хытă сийлĕ тата сарман çулсене йĕркене кĕртсе тăрас, çĕр лаптăкĕсене регистрацилесе пурлăха куçарас, культура, вĕрентÿ, сывлăх учрежденийĕсене пăхса, юсаса тăрас, вĕсен пурлăх базисене ÿстерес ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Çывăх вăхăтрах татса пама йывăр ыйтусене республика министрĕсем патне çитерес терĕç. Муниципалитетăн чи лайăх служащийĕсене палăртмалли, вĕсене хавхалантармалли йĕркесене çирĕплетрĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен пĕлĕвĕсене ÿстермелли курссем малашне те ĕçлĕç, вĕренме ярассинче чăрмавсем, сăлтавсем пулмалла маррине асăнса хăварчĕç.

Анлă лару Чăваш Республикин Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕçĕсене тăвакан директорĕ В.Максимов, Президент Администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Орлов, Канаш тата Йĕпреç районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Софроновпа А.Петров залран панă ыйтусене хуравланипе вĕçленчĕ.

Ĕнер çакăн пек лару Красноармейски районĕнче Тĕп зонăна кĕрекен Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенчи ял тăрăхĕсем пуçлăхĕсемпе иртрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика