АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИ КУНАХ ÇУЛ ÇИНЧЕ

16 января 2009 г.

Эпир кулленхи пĕр евĕрлĕ лăпкă пурнăçа тахçанах хăнăхнă. Анчах та преступниксем йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсене канлĕ пурăнма памаççĕ. Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем яланах малти линире. Вĕсем районти çулсем çинче йĕркелĕхе асăрхаса тăраççĕ, автотранспорт вăррисене тытса чараççĕ. Çуллахи шăрăхра та, хĕллехи çил-тăманра та, юрлă-çумăрлă çанталăкра та хăйсен служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Районти çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсем кашни уйăхрах «Ачасем», «Хăвăртлăх», «Çуран çÿрекен çын», «Чукун çул переезчĕ» (вĕсем районта – 12), «Хăрушă груз», «Маршрутлă такси» операцисем ирттереççĕ. Шкулсенче çул-йĕр правилисене пĕлекенсен конкурсне тăтăшах йĕркелеççĕ. «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене те кашни çулах хутшăнаççĕ, ачасен пĕлĕвне тĕрĕс-леççĕ.

Пирĕн ГИБДД уйрăмĕ пăхса тăракан çулсен тăршшĕ 358 километр. Вĕсенчен федераци пĕлтерĕшлĕ «Çĕрпÿ-Ульяновск» çул 43 км, республика пĕлтерĕшли – 64 км, вырăнти çулсем – 251 км.

2008 çулта район территорийĕнче 73 (2007 çулта – 95) авари пулнă. Инкекре 15 (26) çын пурнăçĕ татăлнă, 91 (113) çын сусăрланнă. Малтанхи çулхипе танлаштарсан çулсем çинче пулнă инкексен шучĕ чакнă. Аварисене çакăн пек ушкăнлама пулать: машинăсем пĕр-пĕринпе çапăнни – 18 факт, çаврăнса ÿкни тата çул хĕррине чăмни – 13, çын çине пырса кĕни – 25, велосипедиста çапса хăварни – 1, чăрмавсем çине кĕрсе кайни – 4. Ачасем хутшăннипе 2008 çулта район территорийĕнче 5 инкек пулнă, вĕсенче пĕр ача вилнĕ, пилĕк ача аманнă. Аварисем ытларах транспорт хăвăртлăхĕ куçăм условийĕпе пĕр килменнипе, хирĕç килекен çул çине тухса кайнипе, çуран çÿрекен çынсем çул-йĕр правилисене пăснипе, ачасене турттармалли правилăсене пăхăнманнипе, транспортпа ÿсĕрле çул çине тухнипе пулаççĕ.

Иртнĕ çул районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем 8522 (2007 çулта – 3331) çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă. Вĕсенчен: ÿсĕрле çула тухнăшăн – 224 (237) çынна, хăвăртлăх режимне ÿстернĕшĕн – 2837 (609) водителе штраф тÿлеттернĕ. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн çуран çÿрекен 369 çынна явап тыттарнă, 43 водителе административлă майпа арестленĕ.

Служба тивĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçланăшăн В.Васильев, Л.Васильева, В.Анисимов, В.Никитин, В.Михайлов, М.Юнусов, Р.Константинов, В. Иванов сотрудниксене районти шалти ĕçсен пайĕ, Чăваш Енри ГИБДД управленийĕ пĕрре мар преми парса хавхалантарнă.

О.МИКУШИН, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика