АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШĂРÇАЛАНЧĔÇ ИЛЕМЛĔ СĂМАХ ÇАВРĂМĔСЕМ

16 января 2009 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче» Çырура культурăпа вĕрентÿ ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă.

«Ваттисем каланă: «Çынсăр çын пурăнаймасть». Пирĕн вĕрентекенсемпе шкулсем паян вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне, тăвансене, юлташсене пĕрлештерекен общество тата культура пурнăçĕн чи тухăçлă, интереслĕ тата усăллă центрĕсем пулса тăма пултараççĕ тата тивĕç те. Юлашки вăхăтра йĕркеленĕ пурлăх никĕсĕ çакна тума май парать. Кашни шкул район тата республика шайĕнчи ăмăртусене тăтăшах хутшăнакан футбол, волейбол, хоккей, баскетбол, командисене йĕркелеме пултарать. Çакна илемлĕх пултарулăхĕпе техника пултарулăхĕ, социаллă пуçарусем пирки те каламалла.

Çавăн пекех Культура министерствипе Вĕрентÿ министерстви пĕрле кашни çулах раштав каникулĕнче Чăваш Енре поэзи турнирне, сăвăçсен Раштаври ăмăртăвĕсем пек, ирттерни усăллă тесе шутлатăп. Ан тив, халăхăн ытларах пайĕ хăйне илемлĕ сăмах çаврăмĕсем шăрçаласа, вăхăта усăсăр, ним тĕллевсĕр, çитменнине эрех ĕçсе тата преступленисем туса мар, палăртма пултаратăр. Поэзи çĕнĕрен массăллă чĕрĕлсе тăрса халăх искусствин чи юратнă тĕсĕсенчен пĕри пулса тăма тивĕç. Культурăн тарăнран та тарăн тымарĕсене шута илсен, пирĕн çавăн валли мĕн пур майсем пур. Пикенмелле çеç», – тенĕ Çырура.

Çакна тĕпе хурса район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ «Раштав вулавĕсем» литература конкурсĕ йĕркелерĕ. Унăн тĕллевĕ – чăваш поэзине юратакан ачасен вулавне, сăвă çырас ăсталăхне аталантарасси, ачасене тăван чĕлхемĕре хисеплеме вĕрентесси.

Хĕллехи каникулăн пĕр кунĕнче Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче пуçласа районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăс пухакан ачасен сăвă çырас, юрлас тата илемлĕх пултарулăхне халалласа раштав мероприятийĕсем ирттерчĕç. Уяв ячĕпе 30 шкултан килнĕ 31 педагогпа 157 вĕренекене вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев, йĕркелÿпе методика ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ С.Иванова саламларĕç, çĕнĕ çулта çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕç. Канаш хулинчи чиркĕвĕн иерейĕ Александр Христос çуралнă куна мĕнле уявлани çинчен каласа пачĕ, пиллерĕ.

Мероприяти çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пуçланчĕ. Çакна парнелекенĕсем – Вырăскас Пикших, Шаккăл тата Сухайкасси шкулĕсен çамрăк артисчĕсем. Вĕсем «Чĕр чунсем елкăна епле çăлса хăварни» экологи юмахĕ лартса пачĕç, «Ырă кăмăллă пирĕшти» тата «Раштав çăлтăрĕ» спектакльсем кăтартрĕç.

Хĕрĕх пилĕк вĕренекен «Раштав вулавĕсем» конкурса хутшăнчĕç. Вĕсен пултарулăхне «Чăваш поэчĕсен сăввисене чи лайăх вулакан» тата «Хăй çырнă хайлава чи лайăх вулакан» номинацисемпе хакларĕç. Ытти ачасем пултарулăх лабораторийĕнче ĕçлерĕç. Вĕсем Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн технологи тата музыка учителĕсем Т. Елисеевапа Н.Иванова ертсе пынипе тетте-пирĕштисем ăсталарĕç, раштав юррисем юрлама вĕренчĕç.

Вĕрентÿ управленийĕн методистĕнчен Е.Ивановаран, Сиккасси, Вырăскас Пикших, Пайкилт, Чакаç, Сухайкасси вăтам шкулĕсен вĕрентÿçисенчен Е.Александроваран, Т.Алексееваран, И.Васильеваран, Л. Петроваран, В.Ивановаран тата Вырăскас Пикших вăтам шкул директорĕнчен В.Ефимовран тăракан ĕç йĕркелÿ комитетне «Раштав вулавĕсем» литература конкурсĕн маттурĕсене палăртмашкăн çăмăлах пулмарĕ. Вĕсем жюри тивĕçĕсене пурнăçласа ачасен пултарулăхне икĕ ÿсĕмпе хакласа 1, 2, 3 – мĕш вырăнсем палăртрĕç: 5-8-мĕш тата 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче.

Чăваш поэчĕсен сăввисене чи лайăх вулакансем çаксем: Наташăпа Кристина Ивановасем (Вырăскас Пикших вăтам шкулĕ), Т.Иванова (Çĕнĕ Чалкасси), А.Федоров (Ăвăспÿрт Кипеч), А. Смолов (Катек), Ю.Петрова (Чакаç). Иккĕмĕш вырăна Л.Гаврилова (Вăтапуç), А.Антоновапа К.Лисицина (Вăрăмпуç), А.Прокопьева (Атнаш), С.Петров (Шăхасан), Д.Миронов (Шуркасси) йышăнчĕç, виççĕмĕшне – О.Иванова (Пайкилт), А.Коняшкина (Янкăлч), М.Миронова (Энтрияль), Е.Терентьева (Çĕнĕ Чалкасси). Катекри К.Дмитриева, Сиккассинчи Ю.Чебукова хăйсем çырнă сăввисене вуласа çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Сухайкассинчи Е.Гавриловапа А.Прокопьева пултарулăхĕсене иккĕмĕш вырăн парса хакларĕç. Вăтакас Татмăшри А.Патшина, Энтриялĕнчи А.Денисова, Пайкилтри И.Иванова виççĕ-мĕш пулчĕç.

«Раштав вулавĕсене» вĕрентÿ управленийĕн методисчĕсем Е.Ивановапа М.Сергеева йĕркелесе хатĕрленĕ. Конкурс сăвă вулама, çырма ăста ачасем сахал маррине палăртрĕ. Тен, кам пĕлет, вĕсенчен хăш-пĕрисем Çеçпĕл Мишши, Георгий Ефимов, Светлана Асамат, Лидия Сарине пек паллă сăвăçсем пулĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика