16 января 2009 г.
Район администрацийĕн службисен, пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен пĕрремĕш анлă ларăвĕ кивĕ çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕнче иртрĕ. Унта сакăр ыйту пăхса тухрĕç. Тĕпрен илсен иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.
Иртнĕ çул 432 çĕр лаптăкне регистрациленĕ, вĕсем 5948 гектар йышăнаççĕ. Ял тăрăхĕсем документпа çирĕплетмен çĕрсене район хăй çине илет. Регистраци тăвасси малалла пырать. Çĕрпе çеç мар, автоçулсемпе те, урамсен лаптăкĕсемпе те. Çакăн çинчен район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн В.Павлов каласа пачĕ. Çĕре арендăна илнишĕн тÿлесси хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче пĕр вырăнтан халĕ те хускалманни çинче чарăнса тăчĕ.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе район администрацийĕ тунă килĕшĕвĕн кăтартăвĕсем мĕнле пурнăçланса пынипе бухгалтери учечĕпе отчетлăхăн секторĕн тĕп специалисчĕ Н.Семенова паллаштарчĕ. Аш-какай туса илесси кирлĕ пек пулса пыманни куç кĕрет. Сăлтавĕ паллă – районта ĕне выльăхсен хисепĕ çулсерен чакать. Пĕлтĕр район 28 пин тонна тĕш-тырă туса илнĕ. Кăçал вара 36 пин тонна пухса кĕртмелле. Çак тĕллеве пурнăçлама пĕртте çăмăл мар. Тасатса, тирпейлесе кĕлете кĕртнĕ тырра вырнаçтарма, сутма эппин, чăрмавсемлĕ пулни йывăрлăхсем кăларса тăратать.
Юлашки вăхăтра çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексем, уйрăмах дизтопливо, сисĕнмеллех йÿнел-чĕç. Çак самантпа усă курса вĕсене туянса юлма майсем шыраса тупни вырăнлă. Удобренисен хакĕсем те аялалла анчĕç.
Сысна çитĕнтерни тупăшлă пула пуçларĕ. Унăн какайĕ чылай хакланчĕ. Выльăх апачĕ вара йÿнелчĕ. Çавăнпа та сыснасен йышне пысăклатма, туянса юлма васкамалла.
Федераллă налук службин Канаш хулипе районĕн инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Алексеева район бюджечĕ 2008 çулта мĕнле тулса пынин кăтартăвĕсем çинчен тухса калаçрĕ. Пĕлтĕр районти предприятисемпе организацисенчен 114 миллион та 522 пин тенкĕлĕх налук пуçтарнă. Çакă вăл виçĕм çулхинчен 14 процент нумайрах. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен администрацийĕсем налук службине кирлĕ сведенисене вăхăтра тăратмаççĕ, пачах ярса паманнисем те пур. Надежда Георгиевна электронлă почтăпа усă курассине лайăхлатма ыйтрĕ, çакăншăн яваплă çынсенчен çирĕпрех ыйтмаллине аса илтерчĕ. Кунсăр пуçне вăл Налук кодексĕнчи çĕнĕлĕхсемпе улшăнусене ăнлантарса пачĕ.
Милицин участокри уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕ Е.Мурзин районăн шалти ĕçсен пайĕн иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен патшалăх пушар сăнавĕн инспекцийĕн пуçлăхĕ Ф.Смирнов пушар сăлтавĕсене тишкерсе тухрĕ. Инкексен ытларах пайĕ ÿсĕрпе пулнă. Çак енĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен тимлĕрех ĕçлемелле: калаçусем, тĕрĕслевсем ирттермелле.
Ларура ĕçсĕр тăрса юлнисене профвĕрентĕве явăçтарас ыйтăва та хускатрĕç. Канаш хулипе районĕнчи халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен Центр директорĕ Б.Семенов каланă тăрăх, вăй питти çынсем – 25450 çын, кăрлачăн 13-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 294-ĕшне шута илнĕ. Ĕçсĕр граждансене çĕнĕ професси алла илме пулăшасси малти вырăнта.
Çак çынсене халăха ĕçе вырнаçтаракан служба органĕсем професси илмешкĕн, квалификацине ÿстермешкĕн вĕренме яраççĕ: професси (специальность), кирлĕ професси квалификацийĕ çуккисене, унчченхи профессипе ĕç тума пултарайманнисене тата ытти те. Вĕрентÿ центрĕсем – Шупашкар тата Канаш хулисенче, Кÿкеç поселокĕнче тата Чăваш Республикин тулашĕнче. Чи малтан ĕçсĕр тăрса юлнă инвалидсене, ултă уйăх хыççăн ĕç тупайманнисене, салтакран килнисене, çар службине вĕçленисенчен арăмĕсене е упăшкисене, пĕтĕ-мĕшле вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнисене, çавăн пекех халиччен ĕçлемен, ĕç шыракан, професси илеймен граждансене яраççĕ. Паянхи кун тĕлне Центр çакăн пек специальноçсемпе профессисем илмешкĕн пулăшма хатĕр: механизаторсем, трактористсем, комбайнерсем, фермерсем, чĕр-тавар хатĕрлекенсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, котельнăйсен операторĕсем, электрогазосварщиксем, слесарь-юсавçăсем, коммерци ĕçĕнчи менеджерсем, водительсем тата ытти те.
Эрне вĕçĕнче «Работа в России» сайт уçăлĕ. Унта РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хăвна валли ĕç суйласа илме пулать. Сайтра регионсенчен ĕç вăйĕ тата ĕç укçи мĕн чухлĕ пулнине пĕлтернине вырнаçтараççĕ. Халĕ унта 740 пин ваканси палăртнă. Резюме ярсан хуравне хăвăртах илĕн.
Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансене коммуналлă пулăшусемшĕн укçа памалли йĕркепе паллаштарчĕ. Тĕплĕнрех пĕлес текенсем валли «Тÿрĕ лини» ĕçлет, номерĕ – 4-17-88.
«Канаш районĕнчи техника инвентаризацийĕн бюровĕ» муниципаллă предприяти юрисчĕ В.Иванов пурăнмалли çуртсене приватизацилемелли йĕркепе паллаштарчĕ, çуртсем валли техника паспорчĕсем хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Кăçалхи кăрлачăн уйăхĕнчен пуçласа уйрăм ведомствăсен çурчĕсене (сăмахран, чукун çул хĕрринчи казармăсене, вăрман хуçалăхĕн çурчĕсене) ял тăрăхĕсене панă. Чылайăшĕн ордерсем çук. Çавăнпа та хваттер хуçисен, халиччен приватизаци туса ĕлкĕрейменнисен, ордерсем çук пулсан, кăçалтан çакна тума питĕ кансĕр. Приватизаци тума вара ордер, тара илме тунă килĕшÿ кирлĕ. Çавăнпа та Виталий Валерьевича нумай ыйту пачĕç.
Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ.
В.АЧЧА.