АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕН ÇИТĔНĔВĔСЕМ КУРĂМЛĂ

14 января 2009 г.

Районти предмет олимпиадисене активлă хутшăнчĕç Раççей Геройĕ Н.Гаврилов ячĕпе хисепленекен Янкăлч вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем. Хăйсен ăс-хакăлне кура 14 диплом çĕнсе илчĕç. Чи малтанах 9-мĕш класра вĕренекен Олеся Нурлатова экономика предмечĕпе ирттернĕ олимпиадăра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çак класри Венера Владимирова та историпе виççĕмĕш вырăнта. 10-мĕш класс вĕренекенĕ Роза Иванова вара обществознани предмечĕпе иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Çак хĕрачасене олимпиадăна хатĕрленĕ истори учителĕ В.Сергеева хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать.

Технологи предметне те юратса вĕренеççĕ ачасем. Çавăнпа çулсерен çак предметпа пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Кăçал та 9-мĕш класра вĕренекен Алиса Григорьева – пĕрремĕш, 10-мĕш класри Алина Сотникова, 11-мĕш класра пĕлÿ пухакан Таня Николаевапа Илья Александров виççĕ-мĕш вырăнсенче. З.Петровапа В.Михайлов учительсем ачасене олимпиадăна тăрăшса хатĕрлерĕç.

Хими предмечĕпе Кристина Павлова (9-мĕш класс) – иккĕмĕш, Роман Петров (10-мĕш класс) виççĕмĕш вырăнсенче. 8-мĕш класс вĕренекенĕ Владислав Васильев вара биологи олимпиадинче çĕнтерÿçĕ пулчĕ, экологипе виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Математика учителĕн Л.Архипован ĕçне те палăртмалла. Унăн вĕренекенĕ Станислав Васильев (8-мĕш класс) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентекен М.Петрован çитĕнĕвĕ те пысăк. Тăван чĕлхе предмечĕн олимпиадинче Алиса Григорьева мала тухрĕ.

Кĕçĕн класра вĕренекенсем те аслисенчен юлмаççĕ. 4-мĕш класра вĕренекен Лена Семенован чăваш чĕлхипе районта иккĕмĕш кăтарту, Регина Кириллова чăваш литературипе пĕрремĕш пулчĕ. Хĕрачасем хăйсен тавçăрулăхĕпе, пултарулăхĕпе А.Петрова вĕрентекене савăнтарчĕç.

Янкăлч шкулĕнче вĕренекенсем тăватă предметпа район чысне республикăра хÿтĕлĕç. Çĕнтерÿçĕсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, пысăк çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

С.ВАСИЛЬЕВА, шкул директорĕн вĕренÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика