АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СИВĔ МАР, ВĔРИ САН ЧУНУ!

14 января 2009 г.

Санăн сăн-сăпату яланах куç умĕнче тăрать. Эпĕ ăна пачах та шырамастăп, çав ÿкерчĕкшĕн пуçа та ватмастăп, анчах та эсĕ манăн умра. Уçăлмашкăн тула тухатăп-и, е чун кÿтнипе хĕллехи вăрманпа киленсе çÿретĕп-и, каçхине тÿпери çăлтăрсене шутланă тапхăрта-и – эсĕ ман çума пырса ларса сивĕ аллупа пĕтĕм кĕлеткене шăнтса яратăн. Хăлхаран ачаш сăмахсем пăшăлтататăн, чунăма вăркаттаратăн. Эсĕ сивĕ. Хамăн вĕри чунăмпа сана мĕнле ăшăтас тесен те, тăварлă куççуль тумламĕсем чĕрÿ çине лексен те, пылак тутасемпе сан питÿ патне сĕртенсен те – хытса кайнă пăр татки кăна эсĕ! Хама çунтаракан хĕрлĕ çулăм ытамĕпе пăчăртасан та, кĕлеткÿ ирĕлсе кайсан та, шалта «çын» текенни тупăнмĕ сан. Тен, эсĕ хăвăн чуну пек манăн таса чунăма та варласа, таптаса пĕтересшĕн; Е манăн хÿтлĕхре çынлăхăн юлашки туйăмĕсене шыраса тупасшăн-и; Пĕлместĕп. Сар мăйăр çине хурт тапăннă евĕр сан ăш-чиккунта пĕр чĕрĕ вырăн та тăрса юлман, хурт сана пĕтĕмпех кăшласа ярса пĕтернĕ, йÿçĕтсе хăварнă. Тьфу!

Кай ман патăмран, çухал куç умĕнчен. Канлĕх парнеле мана, асаплантарма вара урăххине шыра. Лепĕш евĕр шурă юр пĕрчисем сăмса çине вĕçсе анчĕç. Сив мерченлĕхĕпе çутатса илчĕç те вăш кăна ирĕлсе кайрĕç. Пирĕн пурнăç та çав юр пĕрчисем евĕр, çуталса илет те ĕмĕрлĕх сÿнсе ларать. Хăшĕ-пĕрисем ирĕлеççĕ, теприсем вара ăшă туйăмсăрах яланлăхах хытса лараççĕ.

Инçех те мар ачасем шавласа кăпăшка юртан Хĕл мучипе Юр пикене ăсталаççĕ. Кулса-савăнса сăмса вырăнне Хĕл мучине кишĕр чиксе хучĕç, аллине шăпăр тыттарнă, пуçĕ тăррине витре хăпартса хучĕç. Юр пикене те кÿрĕнтермен, унăн пуçĕ тăрринче усă курнă сăрă савăчĕ, сăмси – хĕрлĕ палантан. Хăйсен ĕçĕ çине пăхса чылайччен килĕнчĕç ачасем, Марук хыпаланса таçта кайса килчĕ те Юр пике аллине чăрăш туратти тыттарчĕ.

Çак ĕçе пăхса тăрса шăнса кÿтнĕрен хăвăртрах ăшă пÿрте васкарăм. Сасартăк хыçалта темĕнле шăв-шав илтĕнсе кайрĕ. Çаврăнса пăхрăм та чĕрем чутах çурăлса каятчĕ. Аслă класра вĕренекен кÿршĕри Ваççа çав кĕлеткесене ватса пĕтернĕ те килĕ еннелле çил пек вĕçтерет. Яланах çапла-ши вăл; Хитре япала çумне усал вăй туртăнать, пурнăçĕ те вĕсен тĕлĕнмелле кĕске. Çак пулăма эпĕ кун пек хăварма пултараймарăм, ăшă алсиш тăхăнтăм та Юр пикепе Хĕл мучине вилĕмрен хăтарма васкарăм. Хĕл мучине ура çине тăратсан тепĕр урамран эсĕ ман пата çывхарнине асăрхарăм. Сана курмăш туса хамăн ĕçе малалла тăсрăм. Тепĕр самантран юр чăмакки ăсталарăн та ман ума пырса тăтăн. Сăмах чĕнмесĕрех эпир Юр пикене те çĕнĕ пурнăç парнелерĕмĕр. Симĕс чăрăш туратти патне туртăнтăм, çав самантра эсĕ те йĕплĕ йывăç патнелле аллуна тăсрăн. Пуçсемпе хытах çапăнтăмăр эпир çак самантра. Эсĕ те хăвăн пуçна аллупа ярса тытрăн. Çак ÿкерчĕке курсан иксĕмĕр те ирĕксĕрех кулса ятăмăр. Лапка-лапка юр çума пуçларĕ. «Хытах ыраттарчĕ-им, пепкеçĕм?», – пăшăлтатни илтĕнчĕ. «Каçар ыраттарнишĕн, çепĕç чунна та шутламасăр хамах ыраттартăм пулĕ, каçар. Эпĕ сана питĕ юрататăп. Анчах та Чечен вăрçине хутшăннă хыççăн питĕ улшăнтăм эпĕ, санпа çеç хама чăн-чăн çын пек туя пуçларăм. Сыватрăн эсĕ мана», – терĕн те сивĕ юрпа хĕрсе çитнĕ çара аллуна ман патăма тăсрăн. Аллусем чăн та çулăмпа çунса тăнă евĕрех вĕри. Сивĕ мар, вĕри сан чуну!

В.НИКИТИНА, ЧПУ студентки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика