АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛА КУРСАНТСЕМ КИЛЧĔÇ

14 января 2009 г.

Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Федорович Гаврилов ячĕллĕ Янкăлчри вăтам шкулта çарпа патриотизм воспитанийĕ çине пысăк вырăн уйăраççĕ. Нумаях пулмасть пĕлÿ çуртне çарпа тĕрлĕ аслă вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекен курсантсем тĕл пулăва пуçтарăнчĕç. Унччен маларах вĕсем пурте Янкăлч шкулĕнче пĕлÿ илнĕ пулнă.

Александр Петровпа Артур Васильев Сызраньти сывлăш çар летчикĕсене хатĕрлекен аслă вĕрентÿ шкулĕнче пĕлĕ-вĕсене ÿстереççĕ, Андрей Васильев – çар тухтăрĕсене хатĕрлекен Санкт-Петербургри академире, Игорь Владимиров Санкт-Петербургри инженерипе техника çар университетĕнче вĕренет. Хăйсем вĕрентсе кăларнă çамрăксене курсан вĕрентекенсем савăнмаллипех савăнчĕç, шкул ачисем вара вĕсем çине ăмсанса пăхса ларчĕç.

Курсантсем çар аслă вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕме тата унта ĕлкĕрсе пыма çăмăл маррине, сывлăха пур енлĕ çирĕплетес тесен спортпа яланах туслă пулмаллине палăртрĕç. Тăван çĕршыва хÿтĕлекен паттăрла профессие алла илес тесен вара пулас çар çыннисене мĕн ачаранах хатĕрлемелле. Янкăлч шкулĕнче вĕрентекенсем ку енĕпе пысăк тÿпе хываççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсем те куç умĕнчех.

Сăмах май, çак шкултан тĕнчипе паллă Раççей Федерацийĕн Геройне Николай Федорович Гаврилова вĕрентсе кăларнă, халĕ çак пĕлÿ çурчĕ унăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Н.Гаврилов тăван шкула чунтан кăмăллать, пушă вăхăт тупăнсассăнах унта çитсе килме тăрăшать. Шкулта музей ĕçлет, пĕлÿ çурчĕн картишĕнче Геройăн хаклă парни вертолет постомент çинче мăнаçлăн саркаланса ларать.

Пирĕн шкулта район историйĕнче пуçласа 2007 çулта кадетсен класне йĕркелесе янă. Вĕсем пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тăтăшах савăнтараççĕ. Паянхи куна кадетсем республика шайĕнчи тăхăр дипломпа икĕ кубок çĕнсе илме пултарчĕç. Шкул ачисем тата вĕрентекенсем тăрăшнипе 2008 çулта тĕрлĕ енлĕ кăтартусемпе пирĕн шкул Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илме пултарчĕ. Çак пысăк çитĕнÿ 1 миллион тенкĕ укçапа танлашать. Халĕ çак укçапа шкул ачисем валли тĕрлĕрен вĕренÿ хатĕрĕсем туяннă.

Пирĕн шкулта ачасене тĕрĕс воспитани парассипе тата професси енĕпе тĕрĕс утăмсем тума пулăшассипе эффективлă методсемпе ĕçлесе пы-раççĕ. Хальхи вăхăтра çарпа аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсен хисепĕ 22 çынна çитрĕ. Çитес вăхăтра çак йыш тата та хушăнасса шанса тăратпăр.

Н.ЕГОРОВ, шкул директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика