АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂН–ЧĂН ПОЛКОВНИК

01 января 2009 г.

Нумаях пулмасть Канашра Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем – Чăваш Енрен тухнă çынсем» регионти организацинче тăракансен ушкăнĕ пулни çинчен пирĕн хаçат çырнăччĕ ĕнтĕ. Вĕсен хушшинче В. Ильин полковник та пурччĕ. Сакăр вунна çывхаракан ашшĕ Михаил Ильич, Çĕнĕ Ачча ялĕнче çут тĕнчене килнĕскер, больницăна выртмаллах чирлесе ÿкнĕ пирки эрнене яхăн тăван Шăхасанта пурăнчĕ. Çак вăхăтра вăл РОСТОн (ДОСААФăн) Канашри автошкулĕнче пулма вăхăт тупрĕ. Унта Вячеслав Михайлович автошкулти преподавательсен коллективĕпе, курсантсемпе курса калаçрĕ, вĕренÿ класĕсемпе паллашрĕ, вĕрентÿ хатĕрĕсемпе интересленчĕ, пултарнă таран пулăшма сăмах пачĕ. Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкул та ăна ăшшăн кĕтсе илчĕ. В. Ильин çак шкулта, Вольск хулинчи Ленинла комсомол ячĕллĕ Тылăн аслă çар училищинче вĕреннĕ çулсене аса илчĕ. Ачасене спортпа туслă пулма, тăрăшса вĕренме ыйтрĕ.

1979 çулта лейтенантăн вĕр çĕнĕ пакунĕсене çакнă В.Ильина Инçет Хĕвел тухăç çар округĕн Камчатка çурма утравĕнчи чаçе янă. Унта виçĕ çул службăра тăнă хыççăн Омск хулине куçарнă. 1986-1989 çулсенче Ленинградра (халĕ Санкт-Петербург) Тылпа транспортăн çар академийĕнче вĕреннĕ. 1989 çултанпа – Мускав çар округĕн тылĕн штабĕн пайĕн пуçлăхĕ. 1991 çулхи çурла уйăхĕнче тата 1993 çулта юпа уйăхĕнче Раççейĕн ирĕклĕхне тата конституци стройне хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. 1999 çултан пуçласа Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе ирттерекен Парадсене апат-çимĕçпе тата унта хутшăнакан çар подразделенийĕсене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерессине йĕркелекенсенчен пĕри. Чечняра 1995, 1996, 1999, 2001 çулсенче командировкăсенче пулнă, вăрçă ĕçĕсен ветеранĕ. 1999 çулхи чÿк уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш Президенчĕн Указĕпе В.Ильин полковника «Çарти тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă.

Вячеслав Михайловичăн мăшăрĕ, Надежда Фоминична, Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра – наркотиксене тата психотроплă япаласене контроллесе тăрас енĕпе ĕçлекен служба подполковникĕ. Хĕрĕ, Ирина, вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Управленин патшалăх университетĕнчи тĕнче экономикин факультечĕн студенчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика