АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ДИПЛОМАТСЕМ ПУЛСА ТАВРĂНЧĔÇ

01 января 2009 г.

Пирĕн тăрăхра пурăнакан вăтам çулсенчи çынсем Ираида Вдовина юрăçа лайăх астăваççĕ пулĕ тетĕп. Вăл чăваш халăх юрри-кĕввине ăста юрлама пултаракан юрăç пулнă, хăй те юрăсем çырнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70-мĕш çулĕсенче радиопа вăл юрланине час-часах илтме пулатчĕ. И.Г.Вдовина Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкейре, Атăл хĕрринчи илемлĕ вырăнта ларакан ялта çуралса ÿснĕ. Юрăсен кĕввисене астуса юлма, ташă çеммисене тавçăрса илме вăл пĕчĕкренех хăнăхса пынă.

Ираида Григорьевна пурнăçĕ чăваш музыкишĕн халăх юррисене нумай пухнипе, вĕсене халăхра анлă сарнипе палăрса тăрать. Республикăри Халăх пултарулăхĕн çурчĕ регионсем хушшинче чăваш халăх юррисене юрлакансен Ираида Вдовина ячĕллĕ «Ай, юрлар-и!» конкурсне виççĕмĕш хут ирттерчĕ. Уяв Ф.П.Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищин залĕнче иртрĕ. Унта пирĕн районтан Çеçпĕлти культура çуртĕнче ĕçлекен Нина Сергеевапа çак йĕркесен авторĕ В.Дмитриев хутшăнма пултартăмăр. Иксĕмĕре те унта хутшăннăшăн Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чысларĕç.

Нина Аркадьевна пултарулăх ушкăнне чылайранпа çÿрет пулин те кун пек конкурса пуçласа хутшăнчĕ. Апла пулин те сцена çинче, жюри членĕсем умĕнче хăйне лайăх тытрĕ, программăри юрăсене аван юрларĕ. Услови тăрăх, кашни конкурсантăн икĕ юрă юрламалла: пĕрремĕш – хамăр районта юрлакан чăваш халăх юрри (инструментсăр); иккĕмĕш – вырăнти композитор çырнă юрă. Малтан Н.Сергеева «Улма йывăç лартсан», кайран В.Кузнецовăн «Тăвансем, юрлар-ха!» юрăсене шăрантарчĕ. Жюрире вара çав тери паллă çынсем пулчĕç: председателĕ – искусствоведени докторĕ М.Кондратьев профессор, членĕсем – А.Васильев композитор, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, республикăри юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Ю.Васильев, А.Осипов музыковед, С.Асамат поэтесса тата ыттисем. Конкурса мĕн пурĕ 36 юрăç хутшăнчĕ.

Парнесем панă вăхăтра пурте сцена çине хăпартăмăр. Юлашкинчен Ираида Вдовинан пĕр хĕрĕ (вĕсем залра виççĕнччĕ) амăшне çапла хисеп тунăшăн пурне те тав турĕ, пĕтĕм йышпа И.Вдовина юратнă «Пирĕн пата пырса кур» юрра юрларăмăр.

В.ДМИТРИЕВ, ЧР Музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика