01 января 2009 г.
«Ватти пур та – латти пур», – тет халăх каларăшĕ. Ку чăнах та çаплах. Аслă ăру çыннисем мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ те, хăйсен ачисене ĕçлеме вĕрентсе ÿстернĕ. Мăнукĕсене те ĕçчен курасшăн вĕсем. Ватă çын, пурнăç тути-масине çителĕклех астивсе курнăскер, çемьере, тăван-пĕлĕшпе, кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнмаллине аса илтерсех тăрать. Ватăсем пуррипе илемлĕ те ĕнтĕ çамрăк ăрушăн çак çутă тĕнче.
Яманкасси ялĕнче пурăнакан Татьяна Гавриловна Гаврилова пурнăçăн тумхахлă çулĕпе пĕр ĕмĕр утса хура-шурра та, йÿççи-пылаккине те çителĕклех тутанса курнă.
Т.Гаврилова 1909 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче Сиккасси ялĕнче çуралнă. «Тур шыв аннă чухне çуралнă эпĕ», – тет Татюк аппа. (Çĕнĕ стильпе кăрлачăн 19-мĕшĕ шăпах кăрлачăн 6-мĕшĕпе пĕр килет). Çемьере тăватă ача çитĕннĕ вĕсем – виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Самани йывăррине пăхмасăрах тăватă класс вĕренме пултарнă вăл. «Шкулĕ сăртра ларатчĕ, халĕ вырăнне йĕркеллех ас тумастăп та», – тет кинемей.
Ватлăх ăс-тăна шĕветет теççĕ те, Татюк аппа иртнине халĕ те лайăх астăвать.
– Хам пурнăçăмра мĕн курнине, тÿссе ирттернине мĕнле манăн-ха; 1921 çулхи хаяр выçлăх çулĕнче уткăшкар, шĕшкĕ, хурăн кăчкисене пуçтарса çăкăр пĕçерсе çинĕ. Ĕне пурри кăна çăлса хăварнă. Çак çул пирĕн ялта, Сиккассинче, пулса иртнĕ пăлхава та кăштах астăватăп, эпĕ ун чухне 12 çулти хĕрача пулнă. Колхоз тунă вăхăта та манман. Пирĕн икĕ ĕне пулнă та, пĕрне колхоза патăмăр», – аса илет иртнĕ ĕмĕрти кун-çул тапхăрĕсене.
Татюк аппа ашшĕнчен çамрăклах тăлăха юлнă. Хĕр ача вун икĕ çулта чухне вĕсен ашшĕ вилнĕ. Кил пуçĕсĕр пурăнма йывăрри каламасăрах паллă, мĕн пур ĕç-пуçа тума амăшне ачисем пулăшнă. Татюк аппа каланă тăрăх, вĕсем аппăшĕпе, Аннапа, сурăхсене килте иккĕшех пуснă. Сăмах май, Татьяна Гавриловнапа пĕр тăвансем те вăрăм кун-çуллă пулнă. Тутар çĕрĕнчи Сăрьелне качча кайнă Анна 90 çултан иртсен, Маякра пурăннă Марье 70 çултан иртсен вилнĕ.
1938 çулта Татюк аппа Яманкассине Кузьма Иванович Иванова качча килнĕ. Куçма тетепе Татюк аппан виçĕ ача пулнă. Шел те, аслă ачи пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. 1940 çулта хĕрача Лена çуралнă, 1943 çулта Иван кун çути курнă.
– Вăрçă пуçлансан, 1941 çулта, Куçма фронта тухса кайрĕ. Эпĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлтăм. 1942 çул вĕçĕнче йывăр аманса яла таврăнчĕ те суранĕ тÿрленсе çитсен – каллех вăрçа. Тепĕр çулхине ывăл Иван çуралчĕ. Ун чухне ача çуратсан та больницăра нумай тытман, виççĕмĕш куннех кăларчĕç. Колхозра ĕçлекенсем çитмен пирки ывăла çуратса килсен пиллĕкмĕш кунне ĕçе кайрăм. Ним тума та çук, ачасене тăрантармалла. Ун чухне ĕçлекенсене çăкăра виçсе панă, ĕçлеменнисене лекмен. Йывăр çын чухне те пар лашапа суха тума çÿреттĕм.
Пĕрре çапла кĕлте турттарма кайсан пуслăх çыхнă чухне ÿксе йывăр амантăм. Ыратать тесе кутăна персе ларман. Фронтри салтаксем валли алса-нуски çыхнă. Унтан тата 1942 çулта пирĕн тăрăхра выçлăх алхасрĕ. Мĕнле кăна нуша тÿсме тивмерĕ-ши; – ассăн сывласа илет иртнисене аса илнĕ май Татюк аппа.
Упăшки вăрçăран 1945 çулта таврăннă. «Атте ал чăмăркки пысăкăш сахăр катăкĕ илсе килнине лайăх астăватăп», – тет Татюк кинемей хĕрĕ Лена аппа. Нумай çул Доронин ячĕпе хисепленекен колхозра (ун чухне Яманкассинчи колхоз çавăн ятлă пулнă) бригадирта ĕçленĕ Кузьма Иванович. Татьяна Гавриловна мĕн çамрăкран пуçласа тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз ĕçĕнче вăй хунă. 70 çул тултарсан тин ĕçе тухма пăрахнă вăл.
– Вăрçă вăхăтĕнче колхозра лашасем сахалланса юлчĕç те вăкăрсене кÿлсе вăрман касма каяттăмăр. Касса йăвантарнă йывăçсене çырмаран вăкăрсемпе сĕтĕрттерсе улăхтарнă. Тырă вырнă, çум çумланă. Ун чухне колхозăн мĕн чухлĕ çĕр пулнă! Алă вĕççĕн сухаланă, акнă, вырса пухнă, пучах пуçтарнă, авăн çапса тырă тĕшĕленĕ. Пур ĕçе те вăхăтра туса ĕлкĕрнĕ, – хуллен калаçать ватă çын.
Пысăк хуçалăх, кермен пек çурт Ивановсен. Картиш тулли выльăх усраççĕ. Çĕр çулти Татюк аппа хăйĕн çулĕсене пăхмасăрах халĕ те кăштăртатать кил-тĕрĕшре.
– Халĕ çанталăк сивĕтнипе урама кăлармастпăр-ха аннене. Шăнса чирлесрен хăратпăр. Март уйăхĕ çитсен тула тухса кăштăртатма пуçлать акă. Çулла картишне те хăех шăлать. Пĕр вĕçĕм пахчара çум çумлать. «Эпĕ вилсен çум çумлакан та пулмасть ĕнтĕ», – тесе ÿпкелешсе те илкелет хăй. Юр çук-ха урамра, юр çунă пулсан ăна пÿртре лартаймастăн. Часрах тумланса тухать картишне. Халĕ те эпĕ выльăхсем патĕнче чухне темиçе тухса пăхать алкумне. Кун та, çĕр те иртмест тет. Пĕрмай ĕçлемелле, вара вăхăт иртни сисĕнмест уншăн. Куçĕ лайăх курать, хăлхи илтет. Йĕп куçне çип хăех тирет. Пĕр кун хам куриччен нуски саплама пикеннĕ. Хаçатсене тытса çавăркаласа пăхать, пĕлтĕр йывăр чирленĕ хыççăн халĕ пит вуласах каймасть. Мунчара та хăй тĕллĕнех çăвăнать. Кăçал кĕркунне хам Канашран таврăннă çĕре пахчари кăшмана кăларса, тасатса купаласа хунă.
Çак çула çитсе анне эрех те, сăра ĕçсе курман. Пĕрре больницăра выртман. Сĕт, тăпăрчă юратать. Вăрăм кун-çул вăрттăнлăхĕ ĕçе юратнинче пулĕ тетĕп. Вăл ĕçленинчен хам та хытă тĕлĕнетĕп, – тет Лена аппа. – Пирĕн аттен малтанхи арăмĕ ача çуратсан нумай та пурăнайман, вилнĕ. Анне Яманкассине качча килнĕ чухне Римма аппа тăватă çулти ача пулнă. Анне ăна хăй чун панă ача пек пăхса ÿстерчĕ. Пĕчĕк чухне, астăватăп-ха, итлемесен пире часра хăтăрса илетчĕ, Риммана нимĕн те каламастчĕ. «Вăл пĕчĕк, ăна вăрçма юрамасть», – тетчĕ. Халĕ те пĕр-икĕ кун килмесен: «Мĕншĕн халь те килмерĕ-ха;» – тесе кулянма пуçлать. Ывăлĕ Иван, атте вилсен питĕ хытă кулянчĕ анне. Сывлăхĕ хавшаса каять пулĕ тесе шутсăр хăранăччĕ. Пĕрмай ĕçлени пулăшрĕ пулĕ ăна хуйха-суйха тÿссе ирттерме...
«Çĕр çулти карчăк пурне те ăçтан астутăр; Хальччен йÿтенĕ ĕнтĕ вăл. Кунта ÿстерсе çырнă-ха», – тесе шухăшлакан та пулĕ. Çук, пĕрре те ÿстерсе çырмарăм. Хам ача чухне Татюк аппана аннесемпе пĕрле ĕçе çÿренĕ вăхăтра курнă та, унтанпа вăхăт чылай иртрĕ çав, урăх тĕл пулман. Килне пырсан хам кам хĕрĕ пулнине каларăм та аннене те, аттене те çийĕнчех аса илчĕ. Кинемей ватă пулсан та шутсăр типтерлĕ, сăпайлă. Сăн-питрен те, кĕлеткипе те илемлĕ. «Питĕ лайăх хĕрарăмччĕ, арçын пекех вăйлă ĕçлетчĕ», – теççĕ ун пирки кÿршĕри ватăсем. Тăнпа калаçать. Хĕлле кил картишĕнче ĕç çуккишĕн пăшăрханса калаçать. «Вăхăта ахаль ларса мĕнле ирттерес-ха;» – тет.
Хĕрĕсемпе кĕрÿшĕ юратса пăхаççĕ Татьяна Гавриловнана. 10 мăнукĕ, мăнукĕсен ачисем, тăван-пĕлĕшĕ, кÿршисем уяв кĕрекинче саламлĕç. Эпир те çав саламсен çумне хушăнса сумлă та хисеплĕ ватта килĕр-çуртăрта яланах ăшă, чунăрта хăтлă пултăр, ачăрсен, мăнукăрсен уссине малашне те туйса тăмалла пултăр тетпĕр. Çамрăк ăрăва питĕ кирлĕ эсир.
И.ВЛАДИМИРОВА.