АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЛШĂНУСЕМ КĔРТРĔÇ

01 января 2009 г.

Раштавăн 24-мĕшĕнче район депутачĕсен 2008 çулхи юлашки ларăвне ирттерчĕç. Лару пуçланас умĕн Пуху председателĕ И.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов депутатсене тата ларăва чĕннисене Çĕнĕ çулпа тата Христос çуралнă кунпа саламларĕç. Чи савăнăçлă уявсем ячĕпе ăшă сăмахсем каланă хыççăн лару ĕçе пуçăнчĕ.

Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн муниципаллă пурлăхсемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ А.Егоров виçĕ ыйтупа тухса калаçрĕ. Сăмах кунта районăн муниципаллă пурлăхĕ шутланакан куçăмсăр объектсемпе усă курнăшăн аренда тÿлевĕн ставкисене улăштарасси, район депутачĕсен Пухăвĕн 2005 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Районăн муниципаллă пурлăхĕн пушă ларакан çурчĕсене арендăна памалли йĕркесен положенине çирĕплетесси çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси, 2009 çулта пурлăха приватизацилемелли планăн (Программăн) прогнозĕ çинчен пычĕ. Депутатсем çав улшăнусене тата Программăна пĕр саслăн йышăнчĕç.

Районăн шалти ĕçсен пайĕ 2009-2012 çулсем валли право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттармалли тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Унпа милицин участоксенчи уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕ Е.Мурзин майор паллаштарчĕ. Çак Программа паянхи кунтан вăя кĕрĕ.

Районăн 2008 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси – тăтăш пулăм. Хальхинче çаплах пулчĕ. Çакăн çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Лару улшăну кĕртессине сасăласа çирĕплетрĕ.

Ачасем ăс-тăн, сывлăх енчен тĕрĕс-тĕкел ÿсчĕр тесе правительство нумай ырă йышăну тăвать. Вĕсене пурнăçа кĕртесси чи малтан шкулсенчен, вĕрентÿ управленийĕсемпе пайĕсенчен килет. Çакна тĕпе хурса районти вĕрентÿ управленийĕ «Районти ачасемпе çул çитмен çамрăксен канăвне, сывлăхне çирĕплетессине, пушă вăхăтне 2009-2011 çулсенче усăллă ирттерессине йĕркелесси» программăна депутатсене çирĕплетме тăратнă. Программăпа управлени пуçлăхĕн çумĕ А.Максимов паллаштарчĕ.

Пуçарулăх ушкăнĕ депутатсен пухăвне Кайăкьялĕнче çуралса ÿснĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторне, Чăваш патшалăх университечĕн профессорне, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне Н.Григорьева «Районăн хисеплĕ гражданинĕ» ят пама ыйтса çырнă хут тăратнă. Положени тăрăх çак хисеплĕ ята çулталăкра икĕ çынран ытла памалла мар. Николай Григорьевич виççĕмĕш пулĕччĕ. Çавăнпа та пуçарулăх ушкăнĕн çырăвне 2009 çулхи ларусенчен пĕринче пăхса тухас терĕç. Н.Григорьев ăсчах, сиплевçĕ тата ăсчах çак чыса чăннипех тивĕç. Кун пирки никам та иккĕленмĕ.

Канаш райповĕ пĕрлехи налука, К2 коэффициент ятлине, тÿлессине урăхлатма ыйтса çырнă ыйтăва та 2009 çулхи ларусенчен пĕрин кун йĕркине кĕртме палăртса хăварчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика