АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔТĔМПЕХ ПИРУСА ПУЛА…

06 ноября 2009 г.

Ĕçкĕпе иртĕхни, пируспа туслă пулни юлашки вăхăтра пушарсен тĕп сăлтавĕсенчен пĕрисем пулса тăраççĕ. Сухайкассинче пурăнакан Василий Яковлев килĕнче пушар тухни çинчен унăн кÿршисем пĕлтернĕ. Пушар подразделенийĕсем çитнĕ çĕре пÿрт ăшчикки сĕрĕмпе тулса ларнă, çуннă шăршă, çулăм çурт тăррине сиенлетес хăрушлăх тухса тăнă.

Пушара сÿнтернĕ вăхăтра пÿрте кĕмелли алăк тĕлĕнче çын виллине тупнă. Сухайкассисем ăна хăйсен ялĕ пулнине палăртнă. Вут-кăварта пурăнмалли çуртăн шалти стенисем, мачча сиенленнĕ, кил хуçин пурнăçĕ татăлнă.

Çав кунах Ухман ялĕнче пĕр çурта вут хыпса илнĕ. Инкек пулнă вăхăтра çуртра никам та пурăнман, кил хуçи арçынĕ Мускавра пулнă. Пушар сăлтавĕсене палăртма следстви тĕпчев ирттерет.

Хисеплĕ ентешсем, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса пурăнсан хăвăра та, çывăх çыннăрсене те канлĕ пулĕ. Асра тытăр: вут-çулăм йăнăша каçармасть!

В.МИХАЙЛОВ, Канаш хулипе районĕн пушар хăрушсăрлăх службин аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика