06 ноября 2009 г.
Аслăялта пурăнакан Михайлова хуçалăхĕнче ирхине 5 сехет те 10 минутра пушар тухнă. Канаш хулинчи пушар хуралĕн пульчĕ çине çакăн çинчен 5 сехет те 18 минутра хыпарланă. Хулари тата районти пушар машинĕсем инкек пулнă вырăна тухса кайнă. Пушар хуралĕн подразделенийĕсем вырăна çитнĕ тĕле пурăнмалли çурта, хуралтăсене çулăм хыпса илнĕ. Вут-çулăм юнашарти çуртсем çине куçас хăрушлăх тухса тăнă.
Кил хуçин ывăлĕ каланă тăрăх, инкек пулнă кун унăн амăшĕ укçа илнĕ пулнă. Пенси укçине виçĕ кун «çунă». Шăллĕ ÿсĕр çÿренине арçын çав кун темиçе те курнă. Çитменнине шăллĕ пÿртрех пирус туртнă. Çак хуçалăхра «хĕрлĕ автан» пĕр хут кăна алхасман. Тĕрлĕ çулсенче пушар хуралĕн сотрудникĕсем Михайловсен хуçалăхне вут аллинчен çăлса хăварнă. Кăçал вара тимсĕр çынсен пурнăçне те шеллемен. Пурăнмалли çурт, кил картинчи хуралтăсем, сарай вутра кĕлленнĕ. 78 çулти кил хуçи хĕрарăмĕпе унăн 43 çулти ывăлĕ çунса вилнĕ, 50 пин тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ.
А.СЕРГЕЕВ, Канаш хулипе районĕн пушар хăрушсăрлăх службин аслă инспекторĕ.