АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ-ЙЫШ ĂНА ХИСЕПЛЕТ

06 ноября 2009 г.

Асхва ял поселенине тăватă ял кĕрет. Ял тăрăхĕнче 3700 çын пурăнать. Кăçалхи тăхăр уйăхра кунта 17 преступлени шута илнĕ. Обществăлла йĕркелĕхе пăснăшăн 205 граждана административлă йĕркепе явап тыттарнă, çав шутра услам илес тĕллевпе килте эрех туса сутнăшăн – 8 çынна, кил-çуртра харкашу çĕкленĕшĕн – 15 çынна, обществăллă вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн – 156 çынна.

2004 çулхи ноябрĕн çак административлă участокра Андрей Егоров (ÿкерчĕкре) милици майорĕ участковăй пулса ĕçлет. Андрей Владимирович шалти ĕçсен пайĕнче 1994 çултанпа тăрăшать. Аслă пĕлÿллĕ сотрудник хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа, юратса пурнăçлать. Граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă чухне вĕсен сĕнĕвĕсене те шута илет. Кирек мĕнле йывăр ыйтăва та çийĕнчех татса пама пултарать, пуçланă ĕçе вĕçне çитерет.

О.МИКУШИН, районти милицин участковăйсен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика