АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУНТАН ЮРАТСА, ЯЛ ĔÇЧЕННЕ САВСА

06 ноября 2009 г.

Çакăн пек ятпа иртрĕ районта ял хуçалăх ĕçченĕсене халалланă уяв

Юпа уйăхĕн юлашки кунĕнче ирхине тăххăр иртсен Уçырмари культура çурчĕн картишне пысăках мар автобуссем, газельсем, тĕрлĕ маркăллă çăмăл машинăсем пыра-пыра чарăнчĕç. Унта ларса килнĕ çынсене фойере районти ял хуçалăх предприятийĕсен продукцийĕсен ярмăркки, çăкăр-булка изделийĕсен, ачасем ăсталанă япаласен «Çут çанталăк парнисем» куравĕсем кĕтсе илчĕç. Юлашки çулсенче аталанса вăй илсе пыракан Киров ячĕллĕ, «Путь Ленина» ял хуçалăх производство кооперативĕсен, «Сеспельское», «Хучель», «Нектар», «Цивиль», «Канаш» тата «Победит» тулли мар яваплă пĕрлĕхсен экономика кăтартăвĕсемпе паллашма пулать. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн директорĕ В.Ефимов фотоаппаратпа туслă ачасен сăн ÿкерчĕкĕсен конкурсне «Маншăн асра юлнă самантсем» темăпа йĕркеленĕ. Ăна Çамрăксен тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă. Çамрăк фотографсен ĕçĕсенчен хатĕрленĕ стенд умĕнче çын татăлма пĕлмерĕ. Чăх-чĕп фабрикин продукчĕсен куравĕ умĕнче те чарăнса тăракансем нумаййăн пулчĕç. Куравсене ялти шкулта пуçламăш классенче ăс пухакан вĕтĕр-шакăр та пырса курчĕ. Вĕсене ÿнер шкулĕн преподавателĕ Н.Александрова ертсе килнĕ.

Уяв программине ертсе пыракан А.Николаевпа О.Микушина пухăннă халăха зала йыхăрчĕç. Часах культура çурчĕ илемлĕ юрăпа тулчĕ. Кашни номерех ăшшăн йышăнса хыттăн алă çупса тав турĕç. Сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тухрĕ. Вăл ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе саламланă хыççăн савăнăçлă пуху уçăлни çинчен пĕлтерчĕ.

– Паян эпир çĕр ĕçченне чыслама пуçтарăннă. Ăна чунне парса ĕçленĕшĕн, вăй-халне шеллеменшĕн тав тăватпăр. Патшалăх ял çыннисене тимлĕх уйăрни, вĕсене йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пыни ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсенче палăрать, – терĕ Владислав Васильевич.

Канаш çĕрĕн ĕçченĕсене саламлама Чăваш Республикин çыхăну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн председателĕн çумĕ А.Сидоренко, «Россельхозбанк» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕн çумĕ Т.Терентьева, «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Полукарова, район пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, «Чăваштоппром» патшалăх унитари предприятийĕн гендиректорĕ Ю. Алексеев, «Россельхозбанк» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Канаш уйрăмĕнчи директорĕн ĕçĕсене туса пыракан Т.Волков, «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов тата ытти хисеплĕ хăнасем килнĕ. Кашниех вĕсем хăйсен саламне парнесемпе çирĕплетрĕç.

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн «Канашский» ăратлă чăх-чĕп ĕрчетекен завод» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн (халăхра ăна чăх-чĕп фабрики пулнипе пĕлеççĕ) генеральнăй директорĕн çумне В.Алексеева Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви Тав çырăвĕ ярса панă. «Путь Ленина» ял хуçалăх кооперативĕн трактористне А.Александрова, комплекслă бригадăн бригадирне Р.Ивановăна, «Агат» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн инженер-электрикне В.Артемьева, Киров ячĕллĕ ЯХПКан водительне Н.Иванова тата хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхне В.Малова хамăр республикăн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.

Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енти филиалĕн директорĕн çумĕ Т.Терентьева Киров ячĕллĕ тата «Путь Ленина» ял хуçалăх кооперативĕсен председателĕсене Н.Андреевпа А.Романова, «Хучель» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн ертÿçине В.Александрова банкпа ĕçлĕ çыхăну тытса тăнăшăн диплом тата парне парса тав турĕ.

– Сирĕн çитĕнÿ – пирĕн çитĕнÿ. Тивĕçлипех мухтанатпăр эпир сирĕнпе. Шупашкарта Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче çак уйăхăн 21-мĕш кунĕнче «Канашсем» ентешлĕх уяв ирттерет. Унта çĕр ĕçĕнче палăрнисене, апат-çимĕç хатĕрлекенсене чыслĕç. Пурне те сире керменĕн пысăк залне йыхравлатăп, – терĕ А.Кибеч.

Анатолий Ильич Уçырмари тĕслĕх библиотекин вулавçисене ырлăх тата вăрăм ĕмĕр сунса хăйĕн «Крещенские морозы» кĕнекине парнелерĕ. Кĕнекере сакăр повесть. Д.Михайлова заведующи паллă çыравçăна уçырмасен ячĕпе ăшшăн тав турĕ. «Хыпар» хаçатăн экономика пайĕн редакторĕ В.Григорьев сцена çине пахча çимĕç вăрлăхĕсем хатĕрлекен предприятин гендиректорне В.Николаева, Киров ячĕллĕ, «Родина» тата «Мотор» ял хуçалăх кооперативĕсен председателĕсене Н.Андреева, П.Мукина тата Д.Петровăна, чăх-чĕп фабрикин директорне И.Суранова, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорне Б.Семенова, «Мотор» агрофирма пуçлăхне П.Арсентьева, «Победит», «Хучель», «Родник», «Цивиль», «Родина» тулли мар яваплă пĕрлĕхсен ертÿçисене Д.Семенова, В. Александрова, С.Трофимова, В. Ефимова чĕнсе кăларчĕ. Вĕсене «Хыпар» издательство çурчĕпе тачă çыхăну тытнăшăн тата чăваш халăх хаçатне кашни çулах çырăнтарма пуçаруллă хутшăннăшăн Тав хучĕ парса хавхалантарчĕ. Чи активлине, Киров ячĕллĕ хуçалăх ертÿçине Н.Андреева вара, «Хыпар» хаçат тесе çырнă авторучка лекрĕ. Паллах, çак пуçлăхсем район пурнăçне тĕплĕнрех «Канаш енре» çеç çутатса тăнине шута илсе çак интереслĕ хаçат хăйсем патĕнче ĕçлекенсен килĕсене те пырса тăччăр тесе тăрăшаççех ĕнтĕ.

«Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов республика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне, «Победит», «Волга», «Родник» пĕрлĕхсене ертсе пыракан Н.Андреева, Д.Семенова, К.Никонорова, С.Трофимова партин республикăри уйрăмĕн Тав хучĕсене пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен экономикин управленийĕн пуçлăхĕ Э.Александров районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тăхăр уйăхри кăтартăвĕсем тăрăх доклад туса пачĕ, малашне тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Экономика кăтартăвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăна Киров ячĕллĕ кооператив йышăннă, иккĕмĕш вырăнта – чăх-чĕп фабрикинче ĕçлекенсем, виççĕмĕшĕнче – хучелсем. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, агропромышленность комлексне аталантарас ĕçе сисĕмлĕ тÿпе хывнăшăн тата ял хуçалăхĕн тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсен ушкăнне район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Вĕсем – «Цивиль» пĕрлĕх водителĕсем М. Александровпа Ю.Васильев, «Канаш» пĕрлĕх доярки Н.Мартынова тата водителĕ П.Матвеев, «Агрофирма «Мотор» пĕрлĕх тракторисчĕ А.Андреев, «Сеспельское» пĕрлĕх механизаторĕсем Э.Вахтеровпа В.Тимофеев, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем А.Владимировпа И.Лукиянов, «Хучель» пĕрлĕх доярки З.Григорьева, «Агат» пĕрлĕх рабочийĕ С.Григорьева тата выльăх пăхаканĕ А.Панкратов, «Мотор» ЯХПК бухгалтерĕсем Н.Даниловăпа Г.Кириллова, Раççей ял хуçалăх центрĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А. Денисов, Крупская ячĕллĕ ЯХПК кооперативĕн бухгалтерĕ Е. Ефимова, чăх-чĕп фабрикин кадрсемпе ĕçлекен инспекторĕ В. Иванова, «Нектар» пĕрлĕх механизаторĕ А. Михайлов, Киров ячĕллĕ ЯХПК бригадирĕ В. Константинов, сĕт-çу комплексĕн заведующийĕ В.Тихонова, «Родина» ял хуçалăх кооперативĕн сурăх пăхаканĕ Н.Моисеева, «АСК «Канаш» пĕрлĕх бухгалтерĕ Р.Никитина, «Исток» пĕрлĕхĕн склад заведующийĕ М.Никифорова, «Пинер» пĕрлĕхĕн дояркисем И.Трофимовăпа М.Филиппова, «Путь Ленина» ЯХПК тракторисчĕ В.Трофимов, Тăрăнти ветеринари участокĕн заведующийĕ Н.Николаева, пахча çимĕç вăрлăхĕсем хатĕрлекен предприятин электрик-механикĕ Е.Платонов.

Çамрăксене ял хуçалăх продукцийĕсем тухăçлă туса илме, çемьери ырă йăласене сыхласа хăварма хавхалантарас тĕллевпе «Çамрăк çемьесен чи лайăх хуçалăхĕ» конкурса кăçал пуçласа ирттернĕ. Нумаях пулмасть ăна пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне чĕннĕ. Вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Павлова вĕсен ятне-шывне халăх патне çитерчĕ. «Çамрăк çемье хуçалăхĕн чи лайăх архитектури, хăтлăхĕ тата ешĕл тумĕ» номинацире чи маттуррисем Пратьякас Енĕш ялĕнче пурăнакан Дмитриевсен çемйи пулчĕ: Алексей тата Алина. Энтрияль тăрăхĕнчи Эдуардпа Оксана Волковсем тухăçлă ял хуçалăх продукчĕ туса илнĕ. Асхвари Дмитрий тата Ирина Васильевсем – харпăр хушма хуçалăха тирпей-илем кĕртес тесе чи хытă ĕçлекеннисем. Аччари Владимирпа Людмила Пантелеймоновсем çемьен ырă йăлисене малалла тăсаççĕ тата ачисене ĕçпе воспитани парас тесе нумай тăрăшаççĕ. Андрей тата Дина Николаевсем Пайкилт тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Вĕсен çемйи çирĕп те ĕçчен, çемье историне чыслăн упраççĕ. Конкурс номинацийĕсен çĕнтерÿçисене район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç, хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.

«Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов ÿсен-тăрансене тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлас енĕпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн Киров ячĕллĕ, «Мотор», «Хучель», «Канаш» хуçалăхсен ертÿçисене тав тунине пĕлтерсе асăнмалăх дипломсем пачĕ. Районти почтамт пуçлăхĕ В.Андриянов та хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе хастар ĕçлекен Н.Андреев валли, вăл Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативне ертсе пырать, пысăк картина йăтса килнĕ. Парнине Виталий Михайлович пĕтĕм халăх умĕнче Николай Степанович ячĕпе ырă та ăшă сăмахсем каласа пачĕ, малашне те çапла килĕштерсе ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Кирек мĕнле уявра та малти вырăнта юрă-кĕвĕ. Канашсен кăмăлĕсене çĕклекенни вара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрă» ансамбль пулчĕ.

– Хамăрпа пĕрле сире валли чăн-чăн чăваш юррисем илсе килтĕмĕр. Уяв ячĕпе, хаклă ĕçченсем! – терĕ паллă юрăç.

Ансамбльте пирĕн ентеш, чăваш эстрадин çăлтăрĕ, Пĕршенер ывăлĕ М.Федоров та пур. Ентешĕсене вăл темиçе юрăпа, чалăш шÿтсем каласа, юптару вуласа савăнтарчĕ. Залра ларакансем В. Христофоровпа юлташĕсене ура çине тăрса, хыттăн алă çупса тав турĕç, Канаш тăрăхне час-час килме ыйтрĕç.

Уява килнисем фойере пылак шывсем, сиплĕ шĕвексем, кукăльсем тата ытти тутлă çимĕçсем туянма пултарчĕç. Кашнин кăмăлне тивĕçтерес тесе райпо ĕçченĕсем самаях тăрăшни куç кĕрет.

Ял ĕçченĕсен уявне хутшăннă агропромышленность организацийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем, ĕççире палăрнă механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес, сĕт-çу туса илес ĕçсенче пысăк çитĕнÿ тунă çынсем, ĕç ветеранĕсем сĕтел хушшине ларса пылак чей ĕçрĕç, тутлă кукăль çирĕç, ĕç опычĕпе паллашрĕç. Ăшă сăмахсем нумай пулчĕç. Пĕр-пĕрне телей те ăнăçу, вăрăм кун-çул, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика