06 ноября 2009 г.
Карăклă ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Петрова Нью-Йоркра иртнĕ сумлă марафонра пĕлтĕрхи çитĕнĕве иккĕмĕш вырăн йышăнса çирĕплетнĕ. Вăл 41-мĕш километра çитиччен малта пынă. Юлашки километрта унран 10000 метра чупса икĕ хутчен олимп чемпионĕ пулнă Эфиопи çăмăл атлечĕ Дерарту Тулу иртсе кайнă. Çанталăкĕ сулхăнрах (Ç12 C) тата çиллĕ пулнă пулин те юбилейлă 40-мĕш марафона 42 пин спортсмен хутшăннă. Йăлана кĕнĕ тăрăх старта чи малтан хĕрарăмсен чи вăйлă ушкăнĕ тухнă. Вĕсен хушшинче пирĕн Люда та пулнă. Ăмăртăва Чăваш Енĕн тепĕр атлечĕ Татьяна Петрова та хутшăнма тивĕçнĕ, анчах та чире пула унăн дистанцирен тухма тивнĕ.
Марафон çĕнтерÿçи – Дерарту Тулу. Унăн вăхăчĕ – 2:28:52. Людмила Петровăн кăтартăвĕ – 2:29:00. Франци спортсменки Кристель Донэй финиша виççĕмĕш çитнĕ. Нью-Йорк марафонĕнче виçĕ хутчен мала тухнă акăлчан атлечĕн Пола Рэдклиффăн тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ.
Людмила Петрова çак марафона саккăрмĕш хут хутшăннă. 2000 çулта вăл çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ.
– Пĕлетĕр-и, юлашки вăхăтра кашни марафон умĕн хама çапла калатăп: «Çакна хутшăнатăп та чарăнатăп. Лайăх чупса тухсан вара шухăшăма улăштаратăп – тата тепре хамăн вăйăма тĕрĕслесе пăхас килсе каять. Нью-Йорк марафонĕ хыççăн спортпа сыв пуллашас кăмăл çук-ха ман. Менеджер тепĕр старта ăçта йĕркелесси çинчен пĕлтернинчен те нумай килет. Халĕ вара Флоридăна канма каятăп. Унта мана Иннăпа Александра хĕрĕмсем кĕтеççĕ», – тенĕ 41 çулти Людмила Петрова спорт информацийĕн «Весь спорт» агентствине.
В.АЧЧА.