06 ноября 2009 г.
Сиккасси, Шелттем, Вăрăмпуç тата Вăтапуç ял тăрăхĕсенче Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунĕ иртнĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ В.Степанов, структурăллă подразделенисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата специалисчĕсем хутшăннă. Район представителĕсем культура, сывлăх тата вĕрентÿ учрежденийĕсен, çыхăну уйрăмĕсен, магазинсен ĕçĕсемпе паллашнă.
А.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕнче чылайăшне кунти столовăйăн хатĕрĕсем кăмăла кайман. Вĕсем малашне усă курма юрăхлă мар иккен. Сиккасси ял тăрăхĕн территорийĕсенчи лавккасене те, çавăн пекех вĕсен картишĕсене те йĕркене кĕртмелле.
Мероприятине хутшăннисен шухăшĕпе çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ объектсем хĕле хатĕрпе пĕрех. Вĕрентÿ учрежденийĕсене комплектласа çитернĕ, спорт, тренажер залĕсем, стадионсем пур. Район администрацийĕн пуçлăхĕ тата больницăн тĕп врачĕ фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсемпе калаçнă чухне ерекен чирсем нумайланса пыни сисĕннĕ. Çавăнпа та прививкăсем тăвассине вăйлатмалла. Тĕпрен илсен ФАПсенче лару-тăру начарах мар.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне пĕтĕмлетсе канашлу ирттернĕ. Кунта лайăххине те, начаррине те, çитменлĕхсене те палăртнă. Канашлура пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, финанспа çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.