06 ноября 2009 г.
Район администрацийĕн уйăхсерен иртекен анлă планеркинче паянхи пурнăçра кашни кун тенĕ пек тĕл пулакан çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç. Планеркăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ирттерчĕ.
Канаш хулипе районĕнчи пушар хăрушсăрлăх службин пуçлăхĕ Ф.Смирнов паян кунччен пурнăçланă мероприятисем, служба ĕçĕ-хĕлĕнчи йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 47 хутчен вут-кăвар алхаснă, 7 çын пурнăçĕ татăлнă. Районти вĕрентÿ управленийĕ шкулсенче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе профилактика ĕçĕсем ирттересси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ Федор Алексеевич. Кăçал, телее, пушарта ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пулман, ан та пултăрччĕ.
Хучел, Сиккасси, Пайкилт, Ухман, Вăтакас Кипеч, Вăрăмпуç ял поселенийĕсенче «хĕрлĕ автан» нумайрах «авăтнă». Шелттем, Сухайкасси, Кăшнаруй, Вăтакас Кипеч, Хучел ял поселенийĕсенче пушарта çынсем вилнĕ.
Вут-кăвар кирек хăш вăхăтра та пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, хĕллехи тапхăрта пушшех те. Ф.Смирнов ялсен пуçлăхĕсене хĕллехи вăхăтра урамсене юртан тасатса тăма ыйтса каларĕ. Тĕп урамсене çеç мар, пурне те тимлĕх уйăрмалла. Хĕллехи вăхăтра çул çук пирки машинăпа кĕме май килменнипе пушарта кил-çурт тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕл пулать.
Ялсенче тăнăçсăр çемьесем те пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕсем ĕçкĕпе иртĕхеççĕ, пирус туртнă чухне асăрхануллă пулмаллине аса та илмеççĕ. Ÿсĕр çын пирус туртнă вăхăтрах çывăрса кайма пултарать. Çавăнпа та ĕçкĕллĕ çемьесене кÿршисен пăхкаласа тăмалла: пушар тухасран та, кил хуçисем сĕрĕмпе чыхăнса вилесрен те сыхланмалла. Кун пек тĕслĕхсем кашни ялтах пур тесен те тĕрĕсех-тĕр.
Ноябрĕн 12-13-мĕшĕ-сенче районта çут çанталăкран тата техника аталанăвĕнчен килекен сăлтавсене пула чрезвычайлă лару-тăру хăрушлăхĕ сиксе тухсан граждан оборони тата пĕрлехи патшалăх тытăмĕн районти тата объектсенчи сыпăкĕсем епле ĕçленине тĕрĕслеме 205-мĕш ПМС, кăнтăр электричество сечĕсен, Уçырма ял поселенийĕн территорийĕсенче командăпа штаб вĕренĕвĕсене ирттереççĕ. Вĕренÿ саманчĕсем пĕрре те таçтан шухăшласа кăларнăскерсем мар. Вĕсене фантастика фильмĕсенчен илмен. Вĕсем чăннипех пурнăçра сиксе тухма пултараканнисем. Турă кăна сыхлатăр темелле. Тĕрлĕ авари йĕрĕсене хăвăрт тирпейлеме хăнăхни питĕ кирлĕ ĕç. Çавăнпа та ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен, районти уйрăмах паллă учреждени-предприяти ертÿçисен вĕренĕве уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла, хăйсен вырăнне çумĕсене е пĕр-пĕр специалиста ямалла мар. Кашни вырăнта граждан оборонишĕн явап тытакан пĕрремĕш çын – пуçлăх. Чрезвычайлă лару-тăрăва сирекен, аварисенчен хăтаракан мероприятисене пирĕн районта яланах аван шайра ирттернине палăртаканччĕ Республикăри чрезвычайлă лару-тăру комитечĕпе министерство ертÿçисем, çакна шута илсе ку хутĕнче те йĕркеллĕ пуласса шанса каларĕ чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ А.Моисеев. Вут тухсан тин çăл чавмаççĕ тенĕ ваттисем. Шыв ялан алă айĕнче пултăр тесен малтан хатĕрленмелле. Инкек-синкекрен те ялан хатĕр тăмалла. Вĕренÿ умĕн ноябрĕн 6-мĕшĕнче ку тĕлĕшпе тренировка иртет.
РФ Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн специалисчĕ С.Васильева 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенси саккунне кĕрекен улшăнусем çинчен ăнлантарчĕ. Ку ыйтупа пирĕн хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче пысăк материал пулĕ. Унта пенси пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан кĕтекен хушма тÿлевсем, валоризаци, халичченхи, хальхи тата пулас пенси çинчен питĕ ăнланмалла, тĕплĕн çырса кăтартнă.
Тавралăха хĕллехи сăн çапрĕ. Çанталăк палăрмаллах сивĕтрĕ. Çак тапхăрта гриппа чирлес хăрушлăх пысăкланать. Массăллă информаци хатĕрĕсенче – уйрăмах радиопа телевидени – «сысна грипĕ», вăл хăш региона çитни, унпа миçе çын чирлени çинчен куллен пĕлтереççĕ. Ку енĕпе лару-тăрăва ытлашши çивĕчлетме кирлĕ мар. H1N1 – грипп чирĕн пĕр тĕсĕ. «Гриппа чирлесен ăна ура çинче ирттермелле мар, çакă сывлăха вăйлах хавшатать. Харпăр хăй тĕллĕн те сиплеменме юрамасть. Малтан врачпа канашламалла. Вăл кирлĕ эмелсем сĕнсен çеç сиплеве пуçăнмалла. Организма çирĕплетни, лайăх апатланни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, эпидеми вăхăтĕнче маска тăхăнни чир-чĕртен сыхланма пулăшĕç», – терĕ Роспотребнадзорăн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.Липатов. Грипп анлă сарăлнă тапхăрта вăраха кайнă чирсемпе аптăракан, ватă çынсене уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ.
Районпа хулари халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов каникул вăхăтĕнче шкул ачисен укçа ĕçлесе илме майсем пурри çинчен каларĕ. Волонтерсен юхăмĕ вăй илсе пынă май тăнăçсăр, тулли мар çемьесенчи ачасене çак ушкăна явăçтарсан аван терĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрпа договор тусан волонтерсене – наркомание хирĕçле ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ, ватăсене пулăшаççĕ тата ытти те – ĕçшĕн укçа тÿлеççĕ. Сиккасси, Сухайкасси ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Н.Вазингепе З.Иванова 10 уйăхра вырăнта пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕç.
И.ВЛАДИМИРОВА.