АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ЧĂВАШ АЧИ, САССУНА ПАР!"

30 октября 2009 г.

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитет. Çавна май Матьшÿ ял библиотекинче юратнă поэтăмăра халласа литература каçĕ ирттертĕмĕр. Уява тăван чĕлхене, халăха, культурăна, çырулăха юратакан вулавçăсем хутшăнчĕç, вĕсем кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн сăввисене пĕрин хыççăн теприне вуларĕç. Унăн сăввисене вуласан куç умне чăваш çыннин ĕлĕкхи пурнăçĕ, йывăр шăпи тухса тăрать.

Мĕншĕн хаклă-ха пирĕншĕн Çеçпĕл; Чи малтанах, вăл пирĕн тăрăхра çуралнăран, халăхăмăр ялавçи пулнăран, чăваш халăхĕшĕн ырми-канми ĕçлеме вăй-хăват парса тăнăран.

«Хурçă шанчăк» сăвва вулар-ха. Сăвăç кунта чăваш халăхĕ хăçан та пулсан ыйхăран вăранса кăвар кайăкла тапранасса, çĕнĕ пурнăç кунĕ килессе чунпа туйса шантарать. Пурте пĕрле кар тăрса харăс утсан çĕн кун патне çитессе ĕнентерет.

Мал ĕмĕтлĕ, таса чунлă та хĕрÿ чĕреллĕ поэт мĕн ачаранах нуша-асап, инкек тÿссе ÿснĕскер, тăван халăх пуласлăхĕшĕн вăй-хала шеллемесĕр кĕрешнĕ, пурнăçри тумхахсене çĕнсе, çул çинчи чăрмавсене сирсе малашлăха çирĕп утăмпа хăюллăн утнă.

Акă мĕн калать Алевтина Петровна вулавçă: «Хăрушă вилĕм поэта çамрăклах çут тĕнчерен уйăрса кайнă пулин те вăл яланах пирĕнпе юнашар. Мана уйрăмах «Чăваш арăмне» сăвви кăмăла каять. Сăвăра поэт иртнĕ саманари чăваш хĕрарăмĕн телейсĕр кун-çулне сăнласа кăтартать. Пусмăр айĕнчен тухса хĕрарăма телейлĕ пурнăçпа пурăнма чĕнет. Чăваш арăмĕшĕн те хурлăх хыçа юласса, унăн малашлăхĕ савăнăçлă пуласса шанать».

«Поэт-кĕрешÿçĕн ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, пархатарлă, – тет Нина Михайловна вулавçă. «Чăваш ачине» сăвăра поэт чăваш çамрăкне тĕрĕс çул суйласа илме, атте-аннене сума сума, Тăван çĕршыва юратма, чăваш ятне çÿле çĕклеме чĕнсе калать.

Паян кунчченех аслати сассин янăраççĕ çĕнĕ кун юрăçин хайлавĕсем. Çакна тепĕр хут туйса илчĕç уява пухăннă вулавçăсем. Çеçпĕл шанăçĕ тÿрре тухнине чăваш ячĕ тĕнче уçлăхне çити çĕкленни, чăваш халăхне тĕнчипех пĕлни яр уççăн çирĕплетеççĕ.

«Çеçпĕл Мишши пирĕншĕн çÿл тÿпери çап-çутă çăлтăр, ан сÿнтĕр вăл, тăван халăхăн телейлĕ малашлăхĕшĕн тимлекенсен çулне çутатсах тăтăр», – терĕç вулакансем.

Ф.ИВАНОВА, Матьшÿ ял библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика