АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ГОРЬКИЙ ХУЛИНЧЕ

30 октября 2009 г.

Çул çÿрев. Епле кăмăла каять-çке вăл манăнне. Кашни çулах, юпа уйăхĕ çитсен, таврари йывăçсем тĕрлĕ тĕслĕ тумпа пĕркенсен пирĕн шкул экскурсие каять. Малтанах А.С.Пушкин пурăннă Болдино салинче, тепĕр çул Шереметьев графăн çуртĕнче, пĕлтĕр вара Раиф мăнастирĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Кăçал тавра-курăма анлăлатас тесе Чулхулана çитсе килтĕмĕр.

Чулхула – Атăлпа Ока пĕрлешнĕ çĕрте вырнаçнă хула. Ăна 1221 çулта Юрий Всеволодович никĕсленĕ.

Епле пурăнаççĕ-ха пирĕн кÿршĕсем; Çакăн пирки нумайрах пĕлес тесе юпа уйăхĕнче Чулхулана кайса килтĕмĕр. Анна Германовна экскурсовод пире хула епле пуçланса кайни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Эпир капмар Кремль курса тĕлĕнтĕмĕр, унтан юхан шыв илемĕпе килентĕмĕр, вăрçă вăхăтĕнче тăван çĕр-шывшăн епле тăрăшнине пĕлтĕмĕр. Историпе архитектура музейĕнче пулса иртнĕ ĕмĕрсенчи Чулхула çыннисен пурнăçĕ çинчен, вĕсем тăшмансенчен епле сыхланнине пĕлтĕмĕр. Çак хулапа паллă çынсен шăписем те çыхăннă. Акă, тĕслĕхрен, Максим Горькиех илер. Ахальтен мар хула 1932-1990 çулсенче Горький ятлă пулнă.

Кăнтăрла иртсен Планетарие çитрĕмĕр. Хĕвел системи, Çĕр чăмăрĕ тата ытти планетăсем çинчен çĕннине пĕлме çав тери кăсăклă пулчĕ. Уйрăмах «каçхи тÿпери» çăлтăрсем çине тинкерсе савăнтăмăр.

Хĕвел те майĕпен-майĕпен анса пычĕ, кĕрхи сивĕ çил каç енне вăйланчĕ, пирĕн киле кайма вăхăт çывхарчĕ, çапах кашнинех чунра савăнăç хĕлхемĕ ялкăшма тытăнчĕ.

Асран тухмĕç нихăçан

Чулхула урамĕсем,

Атăлпа Ока йÿппи,

Ĕлĕк-авалхи çуртсем.

Савăнатăп чĕререн.

Ман умра – кĕрхи илем.

Аслă та капмар хула,

Тепĕр хут тĕл пуличчен.

Олеся ИГНАТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика