АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ŸКЕРМЕ ПĔЧĔКРЕН ЮРАТНĂ

30 октября 2009 г.

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕр çуртра пурăнакан П.Семеновпа тĕл пултăм. Петр Семенович Канашри педагогика колледжĕн студенчĕсене сăнарлă искусство тата дизайн вĕрентет. Вăл – Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче хĕрĕх çул ытла, педколледжра 36-мĕш çул тăрăшать. Юлашки çулсенче унăн воспитанникĕсем тăтăшах республикăри, Раççейри çамрăксен пултарулăх конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Çитĕнÿсем те тăваççĕ. Лена Рязанова, Ира Тихонова, Дима Жирнов лауреатсем пулса тăнă.

– Манăн маттурсем çумне тата иккĕн хутшăнчĕç. Леша Ивановпа Настя Адрианова. Вĕсем çинчен хаçатра çырса кăларсан аван пулмалла та... – терĕ Петр Семенович.

Унăн кăмăлне хаваспах тивĕçтерме килĕшрĕм. Çамрăксен çулталăкĕнче çак студентсем çинчен çырни пит вырăнлă пулĕ. Тĕл пулу кунне палăртрăмăр. Иртнĕ эрне пуçламăшĕнче педагогика колледжĕн «Дизайн» уйрăмне тухса утрăм. Пушă класра икĕ çамрăк. Паллашрăмăр. Леша Иванов – Атнаш каччи, Настя Адрианова – Тăвай районĕнчи Тăрмăш пики. Иккĕшĕ те тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн пĕлĕвĕсене колледжра ÿстерме тата дизайнер пулас ĕмĕтне пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен çăмăл мар, çав хушăрах интереслĕ те хаваслă пурнăçĕн ытамне кĕрсе ÿкнĕ.

– Ÿкерме питĕ юрататăп. Çак ытарлă йăпану асаттерен куçрĕ пуль. Владимир Николаевич теççĕ ăна. Нумай çул вăл шкулта ачасене ÿкерме вĕрентнĕ. Пушă вăхăтне ытларах манпа ирттеретчĕ. Çакăнта вĕреннишĕн эпĕ ăна тав тăватăп, – терĕ Настя.

Леша та пĕчĕклех шурă хута тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе илемлетме кăмăлланă. Иккĕшĕ те педколледж дипломне алла илнĕ хыççăн малалла вĕренес ĕмĕтлĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалист пуласшăн.

Çамрăксемпе калаçнă хушăра класа Петр Семенович кĕчĕ. Малалла калаçу тухăçлăрах пулчĕ. Вăл Лешăпа Настьăн çитĕнĕвĕсем пирки каласа пачĕ, вĕсен ĕçĕсене, çывăх вăхăтрах колледжра иртекен пысăк мероприятире пама палăртнă награда хучĕсене кăтартрĕ.

Леша Пĕтĕм тĕнчери «Шыв айĕнчи тĕнче» фестивале гуашьпе сăрласа тунă икĕ ÿкерчĕк тăратнă. Унăн ĕçĕсене шыв айĕнчи сăнарăн ачасен Пĕтĕм тĕнчери IV фестивалĕн президенчĕ Даниэль Мерсье, Кусто командин видеооператорĕ Андре Лабаи художник тата писатель, ачасен Пĕтĕм тĕнчери «Шыв айĕнчи тĕнче» фестивалĕн президенчĕ Игорь Потапов асăрхамасăр хăварман. Уйрăмах вĕсене А.Беляев писатель-фантаст çырнă «Человек-амфибия» романне тĕпе хурса хайланă иллюстраци кăмăла кайнă. Çак паллă çынсем Атнаш йĕкĕчĕ «Шыв айĕнчи тĕнче ачасен куçĕпе» сăнарлă пултарулăх конкурсĕн лаурачĕ пулса тăни çинчен пĕлтерекен диплом çине алă пуснă.

Пĕтĕм Раççейри X «Çăлтăр ушкăн» олимпиадăна А. Ивановпа пĕрле А. Адрианова та хутшăннă. Ăна йĕркелекенĕсем – космонавтсем хатĕрлекен центр (вăл Ю.А.Гагарин ячĕпе хисепленсе тăрать), Раççей художникĕсен пултарулăх союзĕ тата ытти организацисем. Настя «Инопланетянка», Леша «Уçă космосра» тата «Тĕнче уçлăхĕнче» ÿкерчĕкĕсене ярса панă. Вĕсен ĕçĕсем «Пултарулăх ĕçĕсен конкурсĕ» номинацин «Сăнарлă искусство» пайĕнче çĕнтерÿçĕсен йышĕнче тăма тивĕç пулнă. Паллах, Настьăпа Лешăна çак ÿкерчĕксене тунă чухне ырă канашсемпе, паха сĕнÿсемпе пулăшса, хавхалантарса пынă П.С.Семенов преподавателе те наградăсăр хăварман.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика