АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂНЛАНСА, КИЛĔШТЕРСЕ ĔÇЛЕСЕН ĂНĂÇУ ПУЛАТЕХ

30 октября 2009 г.

Юнкун районти шкулсен директорĕсем тата вĕсенчи профсоюз комитечĕсен председателĕсем район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне пухăнчĕç. Кунта вĕсем вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕн ĕçне хутшăнчĕç. Организаци канашĕ отчетлă тапхăрта, пилĕк çулта, мĕнле ĕçсем тунине пĕлме, тивĕçлĕ хак пама вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз комитечĕн председателĕ З.Степанова та килчĕ.

Организацин пилĕк çулхи ĕçĕсене районти профсоюз организацийĕн председателĕн ĕçĕсене иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа туса пыракан С. Васильева пĕтĕм-летрĕ. Пуçламăш профсоюз организацийĕсем 48, вĕсем 730 профсоюз членне пĕрлештереççĕ. Çур çулта, çулталăкра тунă ĕçсене сÿтсе явасси, районти профсоюз организацийĕн бюджечĕ мĕнле тулса пынине, укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăрасси – малти вырăнта. 2006 çулхи авăн уйăхĕнче районăн вĕрентÿ ĕçченĕсене коммуналлă пулăшусем парассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса панă. Шăхасан вăтам шкулĕнчи пуçламăш профсоюз организацийĕн опытне пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ.

Отрасль ĕçченĕсен социаллă пурнăçĕпе экономика прависене тата интересĕсене хÿтĕлес енĕпе сахал мар ĕç тунă. Юпа уйăхĕнче шкулсенче тата ача сачĕсенче ĕçлекенсене район больницинче медтĕрĕслев витĕр тухнăшăн тÿленĕ укçана тавăрса парассине пурнăçа кĕртнĕ. Ку енĕпе район администрацийĕ тата район депутачĕсен Пухăвĕ сисĕм-лĕ пулăшу кÿнĕ. Коллективлă килĕшÿсем тăвас енĕпе ĕçлесси профсоюз членĕсене социаллă пурнăçра хÿтлĕх парасси эффективлă инструмент пулса тăрать. Районти вĕрентÿ управленийĕ профсоюз организацийĕпе виçĕ çуллăх килĕшÿ тунă.

Пуçламăш профсоюз организацийĕсен витĕмлĕхне çирĕплетес тĕллевпе отраслĕн профсоюзпа çыхăну çухатнă членĕсем патне чĕнсе калани йышăннă. Унта вĕренÿ учрежденийĕсенче тимлекен профсоюз членĕсем мĕнле хÿтлĕхсемпе усă курнине тĕплĕн ăнлантарса панă. Профком председателĕсем тата вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем умра тăракан задачăсене пурнăçлас енĕпе килĕштерсе ĕçлеме тăрăшни куç кĕрет. Чылай шкулта профсоюз комитечĕсен ларăвĕсенче аттестаципе, тарификаципе çыхăннă ыйтусене, отпусксен графикне, штат расписанине пăхса тухаççĕ, вĕсене çирĕплетнĕ çĕре хутшăнаççĕ.

Районти профсоюз активне вĕренÿ пулăшăвĕсем парас ĕçе профсоюз рескомĕн ĕçченĕсене хутшăнтараççĕ. Вырăнти организацисем 48 экземпляр «Время» тата «Мой профсоюз» хаçатсене илсе тăраççĕ. Кашни çулах шашка, шахмат, сĕтелçи теннис енĕпе ăмăртусем, илемлĕх пултарулăхĕн смотрĕсем, турслетсем интереслĕ иртеççĕ. Учительсен, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçекенсен кунĕсене паллă тăвассси ырă йăлана кĕнĕ. Профсоюзăн чи хастар активисчĕсене районти профсоюз организацийĕн, республикăри комитечĕн Хисеп хучĕсене парса чыслаççĕ.

Организаци канашĕн 22 пухăвне ирттернĕ. Вĕсенче культурăллă-массăллă тата спорт мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерес, юбилей ячĕпе награда илме тăратас тата укçа-тенкĕпе пулăшас ыйтусене пăхса тухнă. Йывăр чире, инкеке пула профсоюз рескомĕнчен пулăшу ыйтса çырнă хутсене пăхса тухса тивĕçтернĕ. Районти 48 пуçламăш организацинчен 32-шĕнче коллективлă килĕшÿсем тунă. Пĕлтĕр «Волга» санаторинче 8 çын каннă, кăçал – иккĕн.

Ĕç сыхлавĕн саккунĕсене пăхăнасси, вĕрентÿ ĕçченĕсене ĕç хăрушсăрлăхĕн условийĕсемпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсерен ĕç сыхлавĕн уполномоченнăйĕсемпе тата вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе вĕренÿ семинарĕсем ирттереççĕ.

Лайăххипе юнашар начарри те пур-ха. Паянхи кун тĕлне отраслĕн 57 проценчĕ кăна профсоюзра тăрать. Районта профсоюз членĕсен йышĕ чакса пыни сисĕнет. Çакă районти профсоюз организацийĕн президиумĕ ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленинчен те килет пулас. Кунсăр пуçне профкомсене профсоюз ĕçĕсене явăçтарассине кирлĕ пек йĕркелеменни те лайăх кăтартусене çĕнсе илме кансĕрлет.

Ревизи комиссийĕн отчетне Т.Егорова туса пачĕ. Икĕ отчет тăрăх пуçламăш профсоюз организацийĕсен председателĕсем В.Григорьева (Вăтакас Татмăш шкулĕ), С.Николаева (Шăхасанти ача сачĕ), Л.Петрова (Çĕнĕ Ачча пуçламăш шкулĕ-ача сачĕ), Г.Ефимова (Шăхасан шкулĕ) тухса калаçрĕç. Вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз комитечĕн председателĕн З.Степанован сăмахĕ хушма доклад пулчĕ тесен пĕртте йăнăш пулмĕ. Зинаида Николаевна рескомăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, тунă ĕçсене хакларĕ, çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕ. Уйрăмах патшалăх влаçĕн органĕсен хушăвĕсене пурнăçланă чухне тĕплĕн шухăшласа, учрежденисене ертсе пыракансемпе канашласа, сÿтсе явса, чи кирли – саккун картинчен тухмасăр пурнăçа кĕртмешкĕн тивĕçлĕ йышăну тума, пĕлĕве ÿстерсе пыма, саккунсене çине тăрсах «шĕкĕлчеме» ыйтрĕ. Зинаида Николаевна залран панă ыйтусене хуравларĕ. Докладсене сÿтсе явнă çĕре вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев та хутшăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, финанспа экономика кризисне пула сиксе тухнă йывăрлăхсене çĕнтермелли майсене ăнлантарса пачĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлесен çĕнсе илнĕ чикĕсем вырăнтах юлĕç, майĕпен малаллах талпăнăпăр.

Конференци районти профсоюз организацийĕн ĕçне «вăтам» паллăпа хакланă хыççăн суйлавпа çыхăннă ыйтусем çине куçрĕ. Организацин председателĕ пулма С.Васильевăна суйларĕç. Светлана Леонидовна хăйне яваплă ĕç шанса панăшăн конференци делегачĕсене тав турĕ, вĕсен шанăçне тÿрре кăларма сăмах пачĕ. Профсоюз организацийĕн канашĕн составне пуçламăш профсоюз организацисен председателĕсене, вĕрентÿ управленийĕн методистне Е.Ивановăна, Шăхасанти ача сачĕн заведующине С.Степановăна, Катек вăтам шкулĕн директорне В. Германова кĕртрĕç. Ревизи комиссийĕн составне çирĕплетрĕç. Вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз комитечĕн отчетпа суйлав конференцин ĕçне хутшăнма районти профсоюз организацийĕн председателĕ С.Васильева тата Уçырма вăтам шкулĕнчи профсоюз комитечĕн председателĕ С.Константинова тивĕç терĕç. Светлана Леонидовнăна реском составне суйланма ирĕк пачĕç.

Конференци савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ. Профсоюз ĕçĕнче активлă пулнăшăн районти шкулсенчи пуçламăш профсоюз организацийĕсен председателĕсене И.Андреевăна (Вăтапуç), М.Артемьевăна (Кăшнаруй), С.Константиновăна (Уçырма ), Л.Белоусовăна (Сухайкасси) тата В.Григорьевăна (Вăтакас Татмăш) вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз комитечĕн Хисеп грамоти парса хавхалантарчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика