АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СĂМАХ – АЧАСЕН СЫВЛĂХĔ ÇИНЧЕН

30 октября 2009 г.

«Çамрăксем сывă пурнăç йăли-йĕркишĕн» акципе килĕшÿллĕн Чакаç вăтам шкулĕнче социаллă педагогсен тата педагог-психологсен семинарĕ иртнĕ. Шкул администрацийĕ, педагогсен коллективĕ сывă пурнăç йăли-йĕркине пропагандăлас, психоактивлă япаласемпе усă курассинчен хÿтĕлес ĕçсем мĕнле пыни Е.Миронова соцпедагог докладĕнче уçăмлăн курăннă. 11 класра вĕренекенсем хăйсен ертÿçипе Л.Григорьевăпа Олимп вăййисенчен хăйне евĕрлĕ «репортаж» хатĕрленĕ. Çакна палăртма кăмăллă: класри 17 ачаран 11-шĕ – районта тата республикăра ирттернĕ ăмăртусен çĕнтерÿçисем. «Репортаж» пурне те килĕшнĕ.

Вĕренÿре физкультурăпа спорт занятийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çакна Л.Атласкин физрук 6-7 классенче вĕренекен ачасенчен йĕркеленĕ командăсем хушшинче ирттернĕ «хаваслă стартсем» лайăх кăтартса панă. Мероприяти кăçалхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче уçнă нумай функциллĕ спорт площадкинче иртнĕ.

Çĕнĕ Аччари пуçламăш шкулăн-ача сачĕн педагог-психологĕ Е.Васильева шкул çумĕнчи «Ташлакан çулла» лагерĕн профильлĕ программин презентацине кăтартнă. Çак программăн тĕп тĕллевĕ – ачан сывлăхне психика тата физкультура енчен музыкăпа пластика процесĕнче çирĕплетме кирлĕ условисем туса парасси.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика