АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЛАС ĂРУСЕМШĔН ТУНĂ ĔÇ

28 октября 2009 г.

Виталий Егорович Степанов Пĕршенер ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах пурăнать. Пенсире. 33 çул учительте ĕçленĕ, шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

– Виталий Егорович, эсир анлă тавра курăмлă çын. Темĕнле ĕçпе те интересленетĕр. Эсир тунă чи пысăк та парахтарлă ĕç вăл – Пĕршенер тата Вăрăмпуç ялĕсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, унта пуç хунă, хыпарсăр çухалнă фронтовиксен ячĕсене хальхи ăрури çамрăксем патне илсе çитерни. Мĕнрен пуçланчĕ-ха çак ĕç; Ăна эсир 1970 çултах пуçăннă тесе каланăччĕ мана...

– Чăнах та çак шухăш 1970 çулта вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн тăван шкула ĕçлеме килсен çуралчĕ. Эпир шкулта учительсемпе пухăнса канашланă хыççăн «хĕрлĕ следопытсен» юхăмне пуçарса ярас терĕмĕр. Унăн ĕçне ертсе пыма эпĕ килĕшрĕм. Следопытсен юхăмĕн ĕçне аслă классенче вĕренекенсене явăçтартăмăр. Кил тăрăх çÿресе вăрçăра пуç хунă, хыпарсăр çухалнă фронтовиксен сăн ÿкерчĕкĕсене шыраса тупма, вăрçăран таврăннă ветерансене сăн ÿкерсе çÿреме шухăш тытрăм. Чăнах та, çав шухăша пурнăçа кĕртрĕм. Вăрçăран таврăнайман салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсене пуçтартăмăр. Пуринне те тупса пĕтерме май килмерĕ паллах, тата 80 çыннăн сăн ÿкерчĕкĕ çук. Стенд çине вĕсен хушаматне, ятне, ашшĕ ятне кăна çырса хума тиврĕ.

– Эсир хатĕрленĕ стенд Вăрăмпуçĕнчи культура çуртĕнче курăмлă вырăнта çакăнса тăрать.

– Эпĕ малтан ăна шкулта кăна тăвас тесе шутланăччĕ. Ачасене ырă тĕслĕх пама. Кайран шкулта кăна мар, клубра та тăвас терĕмĕр асăну стендне. 1972 çулта вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăка уçнă тĕле шăп çав стенда туса пĕтертĕмĕр.

– Виталий Егорович, сирĕн аçăр та вăрçăран таврăнайман. Сăн ÿкерчĕ-кĕ упранса юлнă пулнă-и;

– Ман атте вăрçăран таврăнайман. 1943 çулта вăрçă хирĕнче вилнĕ. Унăн пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕк çеç пулнă, ĕлĕк пит ÿкерттермен вĕт, ăна эпĕ пысăклаттартăм. Хамăр пуçтарнă кашни çыннăн сăн ÿкерчĕкне 9х12 см виçепе пĕр пек пысăклаттарса, рамăсем туса, вĕсене материал карса алфавит йĕркипе вырнаçтартăмăр.

– Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитнĕ май ял çыннисемшĕн çак стендăн пĕлтерĕшĕ питех те пысăк.

– 1972 çулта палăк уçнă чухне курма пуçтарăннă çынсем – ваттисем те, çамрăксем те – тĕлĕнсе кайрĕç. Стенд çинче хăйсен тăванĕсене, куккăшĕсене, пиччĕшĕсене курса йĕчĕç. Паллах, çак япала историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕлĕкхине манмалла мар, Çĕнтерÿшĕн вăрçăра юн юхтарнă ентешсене пушшех те. Тек нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ тетĕп.

– Виталий Егорович, сирĕн тепĕр интереслĕ ĕç вăрçăран таврăнман çынсен шăпипе кăсăкланнинчен пуçланса кайман-и; Эсир хăвăрăн йăх-несĕл йывăçне тума пикеннĕ. Хăвăр несĕлсен ячĕсене шыраса тупса хăйне евĕрлĕ таблица тăватăр. Мĕнрен пуçланса кайрĕ ĕлĕк-авалхи тăвансене шырасси;

– Çак шухăша мĕн пĕчĕкрен асра тытатăп. Мĕншĕн; Эпир аттесĕр тăваттăн ÿснĕ. Эпĕ кĕçĕнни пулнă май аттене астумастăп. Вăл вăрçа кайнă чухне эпĕ анне варĕнчи 7 уйăхри пепке анчах пулнă. Çавăнпа аттене курман. Икĕ пичче тата аппа курнă ăна. Çынсен ачисем ашшĕсемпе ÿснĕрен манăн питĕ «атте» тесе калас килетчĕ. Хамăрăн йăха тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлес килетчĕ. Вăрçăра вилнĕ салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсене пуçтарнă хыççăн, пенсие тухсан, хамăр несĕлсене тĕпчеме пуçларăм, пирĕн хыççăн пурăнакан çынсемшĕн усăллă пултăр терĕм.

– Ку ĕçе тума ялти ватă çынсенчен ыйтса пĕлни кăна çителĕксĕр, Шупашкарти архивсене темиçе те çитме тивнĕ тĕр...

– Архивсем тăрăх, чăнах та, нумай çÿрерĕм. 20 çул каялла чăнласах тытăнтăм çак хăйне евĕрлĕ тĕпчеве. Халĕ пухса çитертĕм темелле. Йăх-несĕл тăхăмне 10-мĕш ăру таран шыраса тупрăм ку таранччен.

– Архивра документсене шыраса тупма çăмăл мар пуль; Мĕн енчен йывăр;

– Архивсенче чакаланса ларма, пĕрремĕшĕнчен, вăхăт сахал. Иккĕмĕшĕнчен, пĕтĕм документа ĕлĕк алă вĕççĕн çырнă. Ĕлĕкхи çынсем ача çуралсан, венчете тăрсан, вилсен хут çыртарма чиркĕве кайнă. Вĕсене унта документ туса панă. Мĕнпур даннăйсене чиркÿре метрика кĕнекине çырса хунă. Çавăнпа архивра пĕтĕм документ пур, чăтăмлăх кăна кирлĕ шыраса ларма.

– Виталий Егорович, хăвăрăн чи малтанхи несĕлсенчен кама пĕлетĕр;

– Пирĕн йăх Василий ятлă çынран пуçланнă. Василий камăн ывăлĕ – паллă мар. Эпĕ ун çинчен архивра та документсем тупаймарăм. Вăл 1785 çулсенче çуралнă. Манăн несĕл йывăççинче 900-е яхăн çын, арăмĕсемпе упăшкисене пĕрле шутласа. Ку пĕтĕмпех – Василий йăхĕ. Малараххисене те пĕлсен тата та пысăкрах пулмалла.

– Эсир кăсăкланакан тепĕр ĕç – хурт-хăмăр ĕçĕ. Эсир пыл хурчĕ тытатăр...

– Çапла, тытатăп. Тĕрĕссипе, университет вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çак ĕçе мана аслă пичче Саша явăçтарчĕ. Хурт ĕçне эпĕ ниçта та вĕренмен, пичче ĕçленине курса хам тĕллĕн вĕрентĕм. 1970 çултан вара çак ĕçе пĕрре те пăрахман.

Хурт-хăмăр ĕçĕ йывăрлăхсăр мар. Хуртсем ытларах чирлеме пуçларĕç. Хими препарачĕсемпе чирсенчен сывататпăр. Асанкасси вăрманĕнче тепĕр çынпа 40 яхăн пуç хурт тытатпăр. Тухăç аван илетпĕр. Кăçал пĕлтĕрхи евĕрлех, пĕр çемьерен 30 килограмм ытла пыл илтĕмĕр. Çут çанталăк условийĕсенчен те нумай килет.

Хуртсем ытларах вăрманти тĕрлĕ чечек-курăкран пыл пухаççĕ. Кăçал çăка чечеке ларнă вăхăтра çанталăк сивĕрех пулчĕ, çумăр та çукаласа тăчĕ. Çăка çулĕ-çулĕпе пыл парать. Ку çул çăкаран пыл сахал илтĕмĕр.

– Виталий Егорович, эсир тата столяр та. Йывăçран касса япаласем ăсталама юрататăр. Кур-ха, мĕнле илемлĕ кравать тунă.

– Каскаласси, ăсталасси хурт-хăмăра юратнăранах пуçланса кайрĕ-и, тен. Рамăсене, вĕллесене хамах тăватăп. Йывăç шăршине юрататăп. Инструментсем пур, кравать, чÿрече рамисемпе хашакĕсем, алăксем ăсталатăп. Çурта тунă чухне пĕтĕмпех хам турăм.

– Эсир ĕçленĕ вăхăтра темле шар курманччĕ-и-ха; Аçа çапнă пек астăватăп.

– Пулнă ун пекки. 1978 çулта пÿрте туса пĕтертĕмĕр. Эпĕ çумăр вăхăтĕнче веранда тăррине тем тума улăхрăм, мана аçа çапрĕ, чылай вăхăт тăнсăр пулса выртнă. Çавăн чухне кĕлете те аçа çапнă, пушар тухнă. Тăна кĕрсен унта чупса пытăм. Электричествăна тĕрĕс мар сÿнтернипе, çутта сÿнтерес вырăнне армана сÿнтернĕ, шыв сапнă чухне мана 380 вольтлă ток çапрĕ. Татах тăнсăр пулса выртнă. Тăватă сехет çуннă кĕлет. Вырăнти пушар машинĕсем сÿнтереймерĕç. Канашран килсен тин тĕпĕ-йĕрĕпех сÿнтерчĕç. Аçа, ток çапсан та больницăра выртса сипленмен. Çакă сывлăха самай хавшатрĕ.

– Виталий Егорович, эсир йывăç лартма та юрататăр вĕт-ха...

– Йывăçсене ачаранах юратнă. Посадка лартма та пĕчĕкренех çÿренĕ. Эпир çамрăк чухне лартнă йывăçсем пĕрене тума юрăхлă халĕ. Хамăр хыçра пушă çĕрсем пулнă та унта нумай йывăç лартрăм: пĕр рет кедр, тепĕр рет çăка, виççĕмĕш ретĕнче ирга. 7 кедр йывăçĕ ÿсет, çимĕç параççĕ. Йывăçсем вăрман пекех ÿссе кайрĕç. Питĕ илемлĕ анкарти вĕçĕнче.

– Стена çинче питĕ илемлĕ картинăсем çакăнса тăраççĕ. Кусене хăвăр ÿкермен пулĕ те;

– Мăнуксем ÿкереççĕ. Илемлĕ, чăнах та. Аслă мăнук Мария Шупашкарта ирттерекен республика конкурсĕсенче пĕрремĕш вырăна темиçе те тухнă. Хĕрача 15 çул тултарать. Питĕ ăста. Элли Юрьева халалласа ирттернĕ конкурсра унăн картини пĕрремĕш вырăн йышăннă, çавăншăн ăна нумай пулмасть Мускава йыхравларĕç. Унта та мăнукăн ĕçне çÿллĕ шайра хакланă, Грамота панă. Аслине кура кĕçĕннисем те туртăнаççĕ. Тăрăшса ÿкереççĕ. Марийăн ĕçĕсем Францире те, Чăваш патшалăх ÿнер галерейинче те пур.

– Ĕçсĕр лармастăр пĕрре те. Калаçушăн пысăк тав сире, Виталий Егорович. Сывлăхпа çÿрĕр.

В.ЛАПИН калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика