АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔННИНЕ ИЛЕЙМĔПĔР – МĔН ПУРРИНЕ УПРАСЧĔ

28 октября 2009 г.

Юпа уйăхĕ вĕçленсе пырать. Çĕр ĕçченĕ паянхи куна кĕрхи ĕçсене пуçтарса кĕртме ĕлкернĕ ĕнтĕ. Халĕ умра тепĕр яваплă тапхăр – ял хуçалăх техникине хĕллехи управа вырнаçтарса лартасси. Чылай хуçалăхра çак ĕç патне пысăк яваплăхпа пыраççĕ, хаклă техникăна мехпаркра ятарласа йĕркеленĕ урамсене лартса тухаççĕ, е ангарсене кĕртсе лартаççĕ. Енчен те агрегат хĕлле уçă пĕлĕт айĕнчех ларать пулсан, тутăхма пултаракан пайсене ятарлă шĕвекпе сĕреççĕ, резина кустăрмасене шартлама сивĕсенче çурăлса каясран извеçпе шуратаççĕ.

Нумаях пулмасть çакăн пек ÿкерчĕк Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче куçа савăнтарнăччĕ. Анчах та хăш-пĕр ертÿçĕсем çитĕнтернĕ тухăçсене пуçтарса кĕртнĕ хыççăн ятарлă техника çинчен тепĕр çулччен мансах каяççĕ тейĕн, юлашки хутчен мехпарка кĕрсе ларнă вырăнтах «канлĕх тупаççĕ» вара комбайнсемпе ытти агрегатсем.

Нумаях пулмасть «Цивиль» тулли мар яваплă пĕрлĕхре семинар-канашлу иртрĕ. Унта хуçалăх ертÿçисем, район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалисчĕсем тăхăр уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, техникăна хĕллехи управа вырнаçтарса лартассине тĕп вырăна хучĕç. Семинар-канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров ертсе пычĕ.

«Цивиль» пĕрлĕх ертÿçи В.Ефимов чи малтанах хăнасене вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Вениамин Михайлович тăван хуçалăха 2003 çултанпа ертсе пырать. Ун чухне «Цивиль» колхоз пысăк йывăрлăхсем тÿснĕ, вăл 12 миллион ытла тенкĕ парăма кĕрсе кайнă. Çавна пула хуçалăх счечĕсене арестленĕ. Мĕнле те пулин ура çине çĕкленес тĕллевпе пуçаруллă ертÿçĕ «Цивиль» пĕрлĕхе йĕркелесе янă. Тупăш илме тытăнсан хуçалăх парăмĕсене татса пĕтернĕ, мехпарка çĕнетме пуçланă. Халĕ техникăсенчен 95 проценчĕ – çĕннисем.

Çĕнĕ техника та кирлĕ пек пăхмасан тата шанчăклă упрамасан кĕске вăхăтра юрăхсăра тухма пултарать. «Цивиль» пĕрлĕхре тăрăшакансем техникăна питĕ типтерлĕ тытни куçкĕрет, уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăнах вĕсене гаража кĕртсе лартнă. Акă, çĕнĕ «Джондир» хăйĕн ятарлă вырăнĕнче тăрать, унăн двигательне уйăхсерен механизаторсем кăштах та пулин тапратса ĕçлеттереççĕ. Хупă гаражра çавăн пекех комбайнсемпе тракторсем тата сеялкăсемпе ытти агрегатсем те «хÿтлĕх тупнă». Уçă пĕлĕт айĕнче урам-урам лартса тухнă культиваторсемпе дискаторсене ятарлă шĕвексемпе сĕрнĕ, сăрăпа сăрланă. Кустăрмаллă агрегатсен резина пайĕсене шуратса тухнă.

Мехпаркпа курса паллашнă май Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ А.Петров та техника еплерех упраннипе кăмăллă юлнине палăртрĕ. «Техника управлăхне район шайĕнче хак парас тĕллевпе чылай хуçалăха çитсе килтĕм. «Цивиль», «Агат», «Хучель», «Победит», «Родник» тата Киров ячĕллĕ хуçалăхсене лайăх енчен палăртса хăварас килет. Сăмах май, Киров ячĕллĕ ЯХПК техникăна упрас енĕпе 2005 çулта республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Хĕллехи управа лайăх хатĕрленнĕ хуçалăхсене кăçал та республикăри конкурса тăратăпăр. Анчах та «Вперед» тата «Урюм» хуçалăхсенче ку енĕпе ĕçсем юлхавлă пулса пыраççĕ. Юр çăвиччен вĕсем те техникăна управлăха хатĕрлесе çитерессе шанас килет», – шухăшне пĕтĕмлетрĕ Анатолий Дмитриевич.

Семинар-канашлăва килнĕ хăнасем çавăн пекех хуçалăх фермине те çитсе килчĕç. Практика пайĕ хыççăн хуçалăх ертÿçисемпе специалистсем канашлăва пуçтарăнчĕç, 9 уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех малаллахи ĕçсене те палăртса хăварчĕç.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика