28 октября 2009 г.
«Родник» тулли мар яваплă обществăн механизаторĕсемшĕн уй-хир пушаннă пулин те, кашни кунах – хĕрÿ ĕç шавĕ. Ылтăн кĕрĕн кашни сехечĕпе туллин усă курасшăн: тăрăшсах тислĕк кăлараççĕ. Купасене тĕлли-паллисĕр мар, ретĕн-ретĕн тăкаççĕ. Хуçине кура ĕçĕ теççĕ те – кунта тирпейлĕх хуçаланни сисĕнет.
«Родник» ертÿçипе Сергей Трофимовпа çул çинче тĕл пултăмăр. «Хĕле кĕриччен ферма таврашне йăлтах тасатасшăн, йĕркене кĕртесшĕн», – сăмах хушрĕ трактористсене тимлесех сăнанине асăрхасан. Сергей Николаевич тĕплĕн шухăшласа, васкамасăр калаçать.
Вăл Шупашкарти строительство техникумĕнчен, 1998 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, экономист ĕçне кÿлĕннĕ. Унччен производство кооперативĕ шутланнă хуçалăхăн, çăл куç ятне панă пулин те, иксĕлми «тапса тăрас» хăвачĕ чакма тытăннă. Çамрăк арçынсем çемьене тăрантарасчĕ тесе, пысăкрах шалуллă вырăнсене куçланă. Пĕр ушкăн Мускава çул тытнă. Юлташĕсем Сергее те пĕрле пыма сĕннĕ. «Строительсене ун чухне аван тÿлетчĕç», – аса илет вăл. Тĕпкĕч пулнăран яла пăрахса кайман, тупăшпа кил-çурта çирĕплетнĕ, хушма хуçалăха аталантарнă. Çичĕ çул каялла ял çыннисем ăна куç умĕнчех саланакан хуçалăха ертсе пыма сĕннĕ. Хуçалăха çăлса хăварас тĕллевпе Сергей Трофимов 2004 çулта «Родник» ООО йĕркеленĕ. Çак хушăра 6 миллион тенкĕ парăма тÿлесе татнă.
– Çут çанталăк газĕ, асфальт çул, килсерен – çăл. Ялта мĕншĕн пурăнас мар; – хăйĕнчен ыйтнăн калаçать Сергей Николаевич. Мăшăрĕ Ачча вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет. Икĕ ача çитĕнет. Асли ашшĕ çулне суйласа илнĕ: кăçал ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ, экономист пуласшăн. Кĕçĕнни 8-мĕш класра вĕренет.
Обществăн усă куракан 640 гектар çĕр. Кăçал 300 гектар тырă çитĕнтернĕ, тухăçĕ вăтамран – 24 центнер. Çуркунне вăхăтра апатлантарни пулăшнă. «Унччен 10-12 центнер тухăç илни те пулнă. Органика, минерал удобренийĕ хывмасăр çĕр пулăхĕ ÿсеймĕ. Элита вăрлăх акни те пĕлтерĕшлĕ, – опытпа паллаштарчĕ ООО ертÿçи. – Кĕрхи тулă шанчăклă. Ăна пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах акса хăвартăмăр. Шел, укçа çитменрен лаптăка удобрени хываймарăмăр. Анчах çуркунне апатлантаратпăрах. Вăй илетех калча. Перекетлĕ пурăнас тесен технологири хăш-пĕр ĕçе сиктерме тивет. Сахалрах тăкакпа тупăшлă ĕçлеме вĕренесшĕн.
Çуркунне Мускав облаçĕнчи çĕр ĕçченĕсемпе çурмалла килĕшсе çĕр улми лаптăкне арендăна панă. Вĕсем паха вăрлăх, удобрени илсе килнĕ. Çав вăхăтрах ООО укçа енчен «сывласа илнĕ». Ял халăхĕ вара нухратлă пулнă. «Çитес çул лартма лайăх вăрлăх пур, çĕр те пуянланчĕ», – мускавсемпе вăхăтлăха çывăхланни хăйсене те усă кÿнĕшĕн савăнать Сергей Николаевич.
Нушаран хăпса пĕтей-мĕн теççĕ. Сергей Трофимовăн «пуçа хыçтаракан» ыйту тупăнсах тăрать. Клейковина сахал тесе тиркенĕ тырăпа халĕ сысна самăртать. Уйрăм ушкăна çăвăрлаттарать, çурисене уйăха çитсен сутать. Ачча пасарне халăх йышлă килет.
Сĕт çу кунĕсенче питĕ йÿнĕччĕ. Кĕр енне Йĕпреçри сĕт-çу завочĕ вырăна килсех литрне 7, 5 тенкĕпе туянма тытăнчĕ. «Малтан ĕнесем çулталăкра 2500-3000 килограмшар çеç сĕт антаратчĕç, – тет С.Н.Трофимов. – Халĕ хăшĕсем 4 пинрен те ирттереççĕ. Фермăра 40 ĕне. Кĕтĕве 60 пуçа çитересшĕн, субсиди илесшĕн. Кашни литр сĕтшĕн 2 тенкĕ хушса тÿлени мĕнрен япăх; Пăрусен йышĕ хушăнатех.
Йывăрлăхĕ кашни утăмрах тупăнсан та пуç усмасть Сергей Николаевич. Перекетлĕхпе тирпейлĕхе çул парса малаллах талпăнать.
В.ГРИГОРЬЕВ.