АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕМШĔН – КĔТНĔ ХĂНА

28 октября 2009 г.

Ухман тăрăхĕнче Л.Федоровăна пит лайăх пĕлеççĕ. Людмила Гурьевна колхозра уй-хир бригадине, сĕт-çу фермине ертсе пынă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсене, парнесене тивĕç пулнă. Пенсине тухнăранпа килти пахчара тăрмашать. Çак ĕçре ăна ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем пулăшаççĕ. Ытлашши продукцине пасарта сутать. Кунсăр пуçне вăл чечексене питĕ юратать. Çу кунĕсенче унăн пахчине лили, тюльпан, роза илем кÿреççĕ.

Людмила Гурьевна тăтăшах шкул ачисемпе тĕл пулать. Шкулта иртекен мероприятисене хутшăнать. Калаçма ÿркенмест, юрлама-ташлама ухута. Нумаях пулмасть «Асанне арчине уçар-ха» курава хăй тĕрленĕ, çыхнă, çĕленĕ япаласене тăратрĕ. Ачасене чăвашсен ĕлĕкхи çи-пуçĕ çинчен каласа пачĕ. Интересленсе итлерĕç ăна, ыйтусем нумай пачĕç. Пĕр ыйтăвĕ те хуравсăр юлмарĕ. Çавăн пекех ал ăсти пахча çимĕç ÿстерессипе те хаваспах сĕнÿсемпе канашсем парать.

Иртнĕ эрнере Людмила Гурьевна Ухман шкулĕнче вĕренекенсене савăнăç кÿчĕ. Вăл пахча çимĕç сутса пухнă укçа çумне пенси укçи хушса спутник урлă кăтартакан телеантенна туянса пачĕ. Парнешĕн ачасемпе пĕрле учительсем те хĕпĕртерĕç.

В.АЧЧА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика