28 октября 2009 г.
Педагог тивĕçĕ пархатарлă, çав вăхăтрах кăткăс та яваплă: унăн саманапа тан пымалла, нумай пĕлмелле, тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулмалла. Хăй мĕн пĕлнине учитель ачасене парать.
Хушма вĕренÿ ачасем урокра илекен пĕлÿ никĕсне ĕçре çирĕплетме пулăшать. Тĕрлĕ кружока çÿресе ача тавра курăмне аталантарать, мĕнле те пулин ĕçе вĕренсе ăсталăхне ÿстерет, чылай ачан талантне шăпах кружоксене ертсе пыракан вĕрентекенсем палăртмаççĕ-и-ха; Юлташĕсем умĕнче питех те сăпайлă ача е сăвă çырма маттур, е кĕпе-тум çĕлеме ухута, тепри тĕрлĕ техника моделĕсене ăсталама юратать. Хула ачисем ку енĕпе телейлĕрех тесен те юрать. Унта ача-пăча пултарулăх çурчĕсем пур.
Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районта ача-пăча пултарулăх центрĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна Е.Михайлова педагог ертсе пырать. Центр шкулсенчи пултарулăх кружокĕсене пĕрлештерсе тăрать. Хальхи вăхăт ыйтăвĕсемпе кирек мĕнле учрежденин те ĕçе пуçăнма лицензи илмелле, аккредитаци тухмалла. Центрăн та çак процедура витĕр тухмалла. Паян районти «Ача-пăча пултарулăх центрĕ» ачасене хушма пĕлÿ паракан муниципаллă вĕренÿ учрежденийĕнче 25 кружок ĕçлет. Унта 510 ача çÿрет.
Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ О.Тарасенко тата Шупашкарти Мускав районĕн Ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕ И.Подъельникова кружоксен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасем хăйсем те педагогсем, нумай çул ачасемпе ĕçлесе пуян опыт пухнă, Раççейри тĕрлĕ региона тăтăш тухса çÿреççĕ, семинар-конференцисенче хăйсен ĕç меслечĕпе ыттисене паллаштараççĕ. Ольга Николаевнăпа Ирина Васильевна кружоксене ертсе пырас тата вĕсенче ачасене хушма пĕлÿ парас ĕçри çитменлĕхсемпе йăнăшсене асăрхаса тÿрех вĕсене тÿрлетмелли сĕнÿ-канаш парса пычĕç. Техника кружокĕнче, сăмахран, кашни станок е çĕвĕ машини умĕнче ĕç хăрушсăрлăхĕн техникин инструкцийĕ пулмалла; аптечкăсен курăмлă вырăнта, шкапра мар, çакăнса тăмалла, çăраççин вĕрентекенре пулмалла; технологи кабинечĕн паспорчĕ, вĕренÿ кĕнекисем пулмалла. Кружоксен ĕç тата тематика планĕсенче сехетсен шутне тĕрĕс пайламалла. Çак тата ытти нумай критерие палăртса çитменлĕхсене мĕнле пĕтермеллине каларĕç çÿлерех асăннă специалистсем. Çакăншăн вĕсене тав тумалла çеç. Педагогсен çав асăрхаттарусене шута илсе çитменлĕхсене пĕтерсен ревизорсен умĕнче пăлханмалла пулмĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.