28 октября 2009 г.
Эрнекун депутатсем черетлĕ ларăва пухăнчĕç. Кун йĕркинче 11 ыйту пулчĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков калаçрĕ. Вăл район депутачĕсен Пухăвĕ районăн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен йышăннин проек-чĕпе халăх итлевне райадминистрацин ларусем ирттермелли залĕнче кăçалхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче ирттерме сĕнчĕ. Депутатсем унпа килĕшсе йышăну турĕç. Итлеве палăртнă кунта 17 сехетре пуçлас терĕç.
Пухăвăн кăçалхи февралĕн 25-мĕшĕнчи ларăвĕнче муниципалитет пурлăхне арендăна памалли йĕркене çирĕплетнĕччĕ. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче унта улшăнусем те кĕртнĕччĕ. Хальхинче те пурлăха арендăна памалли йĕркене улшăнусем кĕртме йышăнчĕç.
Чăваш Республикин 2007 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинчи муниципаллă служби çинчен» Саккунĕн 4-мĕш статйине тĕпе хурса Канаш районĕнчи муниципалитет службин должноçĕсен реестрĕн «Должноçсен тĕп ушкăнĕ» пайĕнче «Район администрацийĕн управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ» должноçа кĕртрĕç тата унăн шалăвне палăртрĕç, çакна çирĕплетекен йышăну кăларчĕç. Районти вĕрентÿ управленийĕн Положенине те улшăнусем кĕртсе çирĕплетрĕç.
«Горизонт» муниципаллă унитари пĕрлĕхĕ районта кадастр ĕçĕсене тумалли тарифсем хатĕрленĕ. Вĕсене çирĕплетме депутатсен ларăвне тăратнă. Çакăн пирки пĕрлĕх директорĕ А.Атласкин тухса калаçрĕ. Тарифсем пирки хĕрÿ калаçу пычĕ. Кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерме тăрăшрĕ. Çавăнпа та пулас пĕр шухăш патне пырса тухаймарĕç. Йăнăшас мар, кайран каллех улшăнусемпе тÿрлетÿсем кĕртсе вăхăта сая ярас мар тесе хатĕрленĕ тарифсемпе малтан прокуратурăра ĕçлекенсене паллаштарма сĕнчĕç. Енчен те вĕсем тĕплĕ тишкерсе тухса тивĕçлĕ хак парсан тарифсене çитес ларусенчен пĕринче пăхса тухма пĕр кăмăллă пулчĕç.
Шăхасанти физкультурăпа спорт комлексне сывлăха çирĕплетме çÿрекенсен йышĕ ÿссех пырать. Виçĕм çул 36 пин, пĕлтĕр 43 пин çын ÿт-пĕвне тĕреклетнĕ. Тÿлевлĕ пулăшусем те пур унта. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 850 пин тенкĕ пуçтарăннă. Тата çакна палăртма та кăмăллă. ФСКна автобус уйăрса панă. Шкулсемпе калаçса татăлса çав автобуспа ачасене пырса илме тата леçсе яма пултараççĕ. Питĕ меллĕ те усăллă, ансат. Комплекс директорĕ Ф.Спиридонов депутатсене тÿлев прейскуранчĕпе паллаштарчĕ. Вĕçĕмех çÿрекенсене, çемйипе пыракансене, уйрăмах бассейнра ишсе савăнма кăмăл тăвакансене, çакăн хыççăн сауна ырлăхĕпе киленекенсене пĕчĕклетсе тÿлеттереççĕ. Депутатсем прейскурантпа килĕшнине пĕлтерсе алă çĕклесе сасăларĕç.
Районăн мунципаллă пурлăхне кĕрекен хытă сийлĕ çулсемпе транспорт хатĕрĕсене çÿретнĕшĕн тÿлемелли ставкăсем пирки кăçалхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче тунă йышăнăва пăрахăçларĕç.
Район депутачĕсен Пухăвĕ «Канаш районĕн 2010-2020 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе аталанăвĕн Программи çинчен» кăларнă йышăнăвăн проекчĕпе халăх итлевĕ ирттерме палăртрĕ. Çак Программăпа çыхăннă сĕнÿсене район администрацийĕн 11-мĕш пÿлĕмне çак адреспа ярса памалла: Канаш хули, «Çĕнтерĕве 30 çул» урам, 87-мĕш çурт. Халăх итлевĕ чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 17 сехетре район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пуçланать. Йышăнăва мĕнле пурнăçланине район депутачĕсен Пухăвĕн экономика, финанс, налук тата укçа-тенкĕ пухас ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яланхи комиссине тĕрĕслесе тăма хушрĕç.
Энтрияль тăрăхĕнче, унта çеç мар, районта та, Аркадий Гурьевичпа Нина Васильевна Гурьевсене аван пĕлеççĕ. Çемье пуçĕ вырăнти шкулти педагогсен коллективне нумай çул ăнăçлă ертсе пырать, унăн мăшăрĕ мĕн пенсине кайичченех район больницин терапи уйрăмĕнче медсестрара тăрăшнă. Туслă çемьере тăватă хĕр çитĕннĕ: Марина, Наталия, Олимпиада тата Екатерина. Пурте вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ, тăван ялта, Канашра вăй хураççĕ. Ачисене гуманизм, патриотизм тата йĕрке-тирпей тĕлĕ-шĕнчен воспитани парассинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Аркадий Гурьевичпа Нина Васильевна Гурьевсен çемйине пĕр кăмăллă пулса «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден илме тăратрĕç. Канашри пассажирсен автотранспорт предприятийĕн – «Чăвашавтотранс» патшалăх унитари предприятийĕн филиалĕн директорне Родион Алексеевич Мясникова нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата «Чăвашавтотранс» предприяти 80 çул тултарнă ятпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине илме тивĕç тесе сасăларĕç.
В.АЧЧА.