23 октября 2009 г.
Туберкулез – тĕнчери чи анлă сарăлнă чир. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 15 миллиона яхăн çын туберкулезăн уçă формипе чирлет, кашни çул 4 миллиона яхăн çын çак чирпе чирлет, 3 миллион ытла çын вилет. Туберкулез медицинăшăн татса пама йывăр ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Юлашки çулсенче туберкулезпа чирлесси эпидеми вăйне илчĕ. Раççей паян туберкулез анлă сарăлнă 10 çĕршыв шутне кĕрет, çак йышра пиллĕкмĕш вырăн йышăнать. Пирĕн çĕршывра çак чир пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пынин сăлтавĕ – пурнăç условийĕсем начарланни, япăх апатланни.
Шел пулин те, хальхи вăхăтра туберкулез микробĕсем эмел витĕмне çăмăллăнах хăнăхаççĕ, çĕнĕ йышши эмелсене те. Паян çак чир умĕнче пуяннисем те, чухăннисем те вăйсăр.
Туберкулез чирне 1882 çулта тупса палăртнă. Микобактерисене нимĕç ученăйĕ Р.Кох тĕпчесе тупнă (малтан ăна Кох бацилли тенĕ). Çак бактери 2-5 микрон пысăкăш. Çын организмне ытларах чухне сывлав çулĕсем урлă (сурчăк сирпĕнсе, тусанпа), вар-хырăм органĕсем урлă (сиенленнĕ апатпа), суранланнă ÿт-тир витĕр (патологоанатомсем, лаборантсем, ветеринарсем), чирлĕ амăшĕнчен варти пепкене лекет. Нумай чухне ачасемпе çул çитменнисем, çамрăк çынсем чирлеççĕ, çитĕннĕ çынсемпе ватăсем сайра хутра сиенленеççĕ çак чирпе.
Тĕрмере ларакансем, алкоголиксем, наркомансем, силикозпа, сахăр диабечĕпе, СПИДпа, апат хуранĕн вуник пумăклă пыршипе чирлекенсем, ВИЧ-инфекциллĕ, пирус туртакансем туберкулезпа ытларах чирлеççĕ. Çыннăн иммунитечĕ мĕнле шайра пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак чире çитĕннисем хушшинче тупса палăртас тĕллевпе флюорографи тата рентгенографи тĕпчевĕ тăваççĕ, ачасене Манту диагнозĕ лартаççĕ. Пĕчĕк ачасен туберкулеза хирĕçле иммунитет аталантăр тесе вĕсене çуралсанах БЦЖ вакцинипе прививка тăваççĕ.
Туберкулез микобактерийĕсем сивĕре те хăйсене лайăх туяççĕ. Анчах вĕретнĕ чухне, хĕвел питтинче хăвăрт вилеççĕ. Йĕпе тата типнĕ сурчăкра темиçе уйăх хăйсен тытăмне ылмаштармасăр упранаççĕ. Туберкулезпа чирлĕ çынсене эмелсемпе вăрах вăхăт сипленĕ хыççăн микобактерисем çак чире хирĕçле терапине туйми пулаççĕ, вĕсене ахаль тĕпчевсемпе палăртма çук.
Кох патакĕ этемлĕхĕн ĕмĕрхи çулташĕ пекех. Туберкулезпа çынсен пысăк пайĕ инфекциленнĕ, анчах тĕнчери халăхсен 10 проценчĕ унпа сиенленет. Çакă çыннăн иммунитет уйрăмлăхĕсемпе çыхăннă. Ĕлĕк-авал сиплевçĕсем эмелсемпе усă курма пĕлмен пулсан та туберкулезран сыватмалли меслетсем тупнă. Тĕслĕхрен, Авиценна качака тата сурăх сĕчĕсемпе сипленме сĕннĕ. Унăн сĕнĕвĕпе паян та анлă усă кураççĕ. Паянхи тĕпчевçĕсем организма кальци çитменнипе те туберкулез аталанма пултарать теççĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерме йогурт, кефир, сĕт, кăмăс (кĕсре сĕтĕнчен тунă уйран) кунне 6-8 стаканран кая мар ĕçме сĕнеççĕ.
Туберкулезăн хăш-пĕр тĕсне эмелпе кăна сыватма çуккине шута илсе халăх медицинипе усă курни пысăк витĕм кÿрет.
БЦЖ, Манту прививкисене, флюорографи тĕрĕслевне вăхăтра тутарни, витаминлă апат-çимĕçпе çите-лĕклĕ таран апатланни, физкультурăпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни çыннăн иммунитетне ÿстереççĕ, чир лекес хăрушлăха сиреççĕ.
Асра тытăр: вăхăтра тупса палăртнă туберкулеза сиплеме пулать.
Л.АЛЕКСЕЕВА, районти тĕп больницăн врач-фтизиатрĕ.