23 октября 2009 г.
Нумаях пулмасть Мускав хулине çитсе килтĕмĕр, пире унта «Путь к Олимпу» проект йыхравларĕ. Ăна Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕ, Д.И.Менделеев ячĕллĕ химипе технологи университечĕ тата «Менделеевăн наследийĕ ыр кăмăллăх фончĕ» организаци йĕркеленĕ пулнă. Проекта вĕсем килес çул Пĕтĕм Раççейри шкул ачисем хушшинче хими предмечĕпе ирттерекен олимпиадăна халлаланă.
Пирĕн районтан Мускава Катек шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Николай Осипов кайма тивĕçлĕ пулнă. Коля кăçал Архангельск хулинче ирттернĕ олимпиадăра лайăх кăтарту кăтартнă, унтан кĕмĕл медальпе таврăннă. Тĕп хуламăра шăпах хими предмечĕпе вăйлă аталаннă çамрăксене тата вĕсен преподавателĕсене пуçтарнă та. Чăваш Енрен проект йĕркелÿçисем тата тепĕр «химике», Шупашкар хулинчи 11-мĕш класра вĕренекен Антон Щетинина йыхравланă.
Пĕтĕмпе вара Мускава 160 ытла ача пуçтарăнчĕ. Ку проект ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те питĕ усăллă пулчĕ. Унта химипе çыхăннă тĕрлĕрен задачăсене шутлама вĕрентрĕç, унсăр пуçне вĕренекенсемпе экспериментлă занятисем те ирттерчĕç.
Занятисене çÿренипе пĕрлех экскурсисене те хутшăнтăмăр, Мускаври паллă вырăнсене çитсе килтĕмĕр. Çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие кайса килме пулăшнăшăн районти вĕрентÿ управленине тата хамăрăн шкул директорне В.Германова тав сăмахĕ калатпăр.
О.ИВАНОВА, хими вĕрентекенĕ. Катек шкулĕ.