АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИКÇĔР ТЕНКĔ КИРЛĔ ПУЛНĂ

23 октября 2009 г.

Дмитриев Харитонова (хушамачĕсене улăштарнă) патĕнче хваттерте пурăннă. Пурăннăшăн вăхăтра тÿлемен. Хваттер хуçине унăн 150 тенкĕ памалла пулнă. Дмитриев хăйĕн юлташне Гаврилова (хушаматне улăштарнă) пулăшма ыйтнă. Туссем «ухутана» тухнă. Пушкин урамĕпе пынă чухне çакскерсем Павлова, Семенова тата Боброва (хушамачĕсем хăйсен мар) тĕл пулнă. Вĕсене тытса чарнă та çирĕм минутран 200 тенкĕ тупса пама ыйтнă. Лешсем медицина колледжĕн общежитине кĕнĕ. Çур сехет иртсен каялла тухнă, укçа тупаймарăмр тесе пĕлтернĕ. Гавриловпа Дмитриев каçхине çичĕ сехет валли укçа хатĕрлесе хума хушнă. Хальхинче те укçаллă пулайман пуçтахсем.

Тепĕр икĕ кунтан Дмитриевпа Гаврилов медицина колледжĕн общежитийĕ çывăхĕнче çул çитмен Иванова (хушаматне улăштарнă) курнă. Ăна Павловпа Семенов укçа илсе килме сăмах пани çинчен пĕлтернĕ, çав укçана хăвăртрах илмешкĕн пулăшма ыйтнă. Лешĕ килĕшнĕ. Вĕсем Павловпа Семенова урама чĕнсе кăларнă. Укçа пама хирĕç пулнине пĕлтерсен инкек тÿсекенсене улах вырăна çавăтса кайнă та хĕнеме тытăннă. Иванов асфальт çинче выртакан чул катăккине илсе Павлова питĕнчен темиçе хутчен çапнă. Çакăн хыççăн пуçтахсем Павловпа Семенова ирĕке янă, çĕрле укçа илсе килме хушнă.

Дмитриевпа Иванова виçĕ çула, Гаврилова икĕ çула условно наказани панă.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика