23 октября 2009 г.
Кăçал Чăваш Республикинчи пассажирсене турттаракан тĕп предприяти «Чăвашавтотранс» 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Унăн филиалĕ – Канашри ПАТП та черетлĕ юбилейне йĕркелесе ирттерме хатĕрленет. Çак икĕ юбилейрен пуçланчĕ те пирĕн калаçу ПАТП директорĕпе Родион Мясниковпа, унта предприятин тĕп экономисчĕ Надежда Чернова та хутшăнчĕ.
– Родион Алексеевич, сирĕн предприяти йĕркеленнĕренпе миçе çул çитрĕ?
– Пирĕн предприяти 1939 çулта Чăвашавтогужтрестăн Канашри уйрăмĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ тесе калама пулать. Çакна хула архивĕнче упранакан документсем те çирĕплетеççĕ.
– Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштараймăр-ши?
– Чăвашавтогужтрестăн Канашри уйрăмĕнче лашасен паркĕ тата икĕ автомашина пулнă. Тепĕр икĕ çултан çак предприяти автотранспорт контори пулса тăнă, вĕсем пилĕк автомашина ĕçе кĕртнĕ. 1960 çулта автотранспорт конторин никĕсĕ çинче ПАТП йĕркеленсе кайнă. Паянхи кун çак предприяти республикăн пĕтĕм кăнтăр кустне тивĕçтерсе тăрать, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсене те автобуссем çÿретет.
– Паянхи кун ПАТПра миçе автобус пур?
– Халĕ вĕсем пирĕн 100 яхăн, кăçал кăна 30 автобуспа тивĕçтерчĕç. Кун пекки нихăçан та пулман! Мускаври олимпиадăна тивĕçтернĕ тапхăрта та 15 автобус çеç панăччĕ...
– Хула урамĕсене çĕнĕ автобуссем тух-рĕç, улттăмĕш маршрут тепĕр хут уçăлчĕ...
– Республика Президенчĕ Канаш хулине килсен 18 автобуспа тивĕçтерме шантарнăччĕ, хăвăрах куратăр, шантарнине ытлашшипех пурнăçларĕ.
– Çĕнĕ автобуссем туянма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ...
– Куншăн Чăваш Республикин Правительствине тав сăмахĕ каламалла. Кăçал Раççейре хамăрăн автопрома пулăшса пыма федераллă программа йышăннă пулнă, унта пирĕн республика та хутшăннă. Программăпа килĕшÿллĕн автобуссен хакĕн 70 процентне федераци, 30 процентне республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Эпир çавăн пекех хула хушшинче çÿретме тата тепĕр 20 автобус, туристсене турттарма икĕ хăтлă автобус туянасшăн.
– Надежда Валерьевна, предприятин ĕç-хĕлне конкретлă цифрăсемпе çирĕплетсе хăварăр-ха тархасшăн.
– Хальхи вăхăтра Канашри ПАТП хулари – 9, хуласем хушшинчи – 26, хуласем çумĕнчи 64 (Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски, Тăвай, Йĕпреç, Вăрнар, Канаш районĕсем) маршрута тивĕçтерсе тăрать. Пĕтĕмпе вара 99 маршрут пулать.
– Сирĕн автобуссем ытти облаçсене те тухса çÿреççĕ-вĕт...
– Çапла, кун пекки пирĕн пилĕк маршрут пур: Канаш – Чĕмпĕр, Шупашкар – Сызрань, Канаш – Тольятти, Шупашкар – Тольятти, Шупашкар – Чĕмпĕр. Маршрутсен пĕтĕмĕшле сечĕ 6300 километр тăршшĕ тăсăлать, вĕсенчен яллă тăрăхсенче – 1868 км. Пирĕн предприятин автобусĕсем кунсерен 15 пин ытла пассажира турттараççĕ, вĕсенчен 1, 5 пинĕшĕ – студентсем. ПАТПра пĕтĕмпе 280 çын ĕçлет, вĕсенчен 145-шĕ водительсем, кондукторсем – 25.
– Пассажирсене та-та вĕсен багажĕсене турттарасси сирĕн тĕп ĕç пулни паллă-ха, экскурсисем çинчен пĕр-ик сăмах каласа хăвараймăр-ши?
– Ку енĕпе пирĕнпе хула тата район шкулĕсем тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсене Санкт-Петербурга, Чулхулана, Хусана, Мускава... илсе кайса килетпĕр.
– Иртнĕ çулта обществăлла автотранспорт çинче электрон карттисемпе усă курас çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртрĕç, ку эксперимент Чăваш Енре ПАТП никĕсĕ çинче иртет...
– Çапла, ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн эпир малтанах çак системăна икĕ маршрут çинче йĕркелесе пăхрăмăр, халĕ электрон системи кашни автобус çинчех пур. Билетсене кондуктор терминал урлă кăларса парать. Автотранспорт çинче çăмăллăхсемпе усă куракан пассажирсене вăхăтлăх транспорт карттипе тивĕçтеретпĕр.
– Родион Алексеевич, сирĕн кĕçех професси уявĕ çывхарать, хăвăр ĕç коллективĕнчен кама палăртса хăварма пултаратăр?
– Пирĕн йышлă коллективра хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракансем сахал мар. Чи малтанах Александр Иванов тимĕрçе палăртса хăварас килет, вăл пирĕн патăмăрта 1981 çултанпа тăрăшать, ĕçтешĕсен умĕнче пысăк хисепре.
Автобус водителĕ Станислав Степанов пирĕн коллективра 1974 çултанпа, техникăна вăл типтерлĕ тытать, палăртнă плана та уйăхсерен тултарса пырать.
Автомобиль ĕçченĕсен кунĕ тĕлне Александр Михайловичпа Станислав Васильевича «Раççей Федерацийĕн Хисеплĕ автотранспортникĕ» кăкăр умне çакмалли паллăна илме тăратрăмăр. Çак наградăсене вĕсене савăнăçлă лару-тăрура парăпăр.
Елена Павлова тĕп бухгалтерпа Юрий Тимофеев водитель РФ Транспорт министрĕн Тав сăмахне тивĕçнĕ. Пирĕн ĕçченсенчен чылайăшне хула тата район администрацийĕсен, «Чăвашавтотранс» предприятин Хисеп грамотисемпе чыслĕç.
В. ЛАПИН.
ŸКЕРЧĔКРЕ: ЧР Президенчĕ Н. Федоров ПАТП директорне Р. Мясникова çĕнĕ автобус уççисене парать.
С.МАКАРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.