АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ФИЗКУЛЬТУРА УРОКĔСЕНЕ ÇĔНĔЛЛЕ ИРТТЕРМЕЛЛЕ

23 октября 2009 г.

Физкультурăпа е спортпа мĕн ачаран туслă çын сывлăх, вăй-хал тĕлĕшĕнчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни çыншăн пур енчен те усăллă пулни куçкĕретех. Шкулсенче физвоспитанин çĕнĕ формисене аталантарса пырса пурнăçа кĕртесси, физкультурăпа спорт комплексĕсене эффективлă ĕçлеттересси çинчен сăмах пычĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче иртнĕ семинар-канашлура. Унăн ĕçне Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев, унăн çумĕ А.Яковлев, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, республикăри районсемпе хуласен вĕрентÿ управленийĕсен, физкультурăпа спорт секторĕсен, комплексĕсен ертÿçисем, ЧР Прокуратурин, Роспотребнадзорăн, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Канашлăва ЧР физкультурăпа спорт министрĕ А.Николаев уçрĕ, çÿлерех асăннă ыйтупа доклад турĕ.

Физкультурăпа спорта аталантармалли федерацин тата республикăн тĕллевлĕ программисене пурнăçа кĕртнĕ май 2006 çултанпа республикăра спорт сооруженийĕсен хисепĕ 80 единица чухлĕ нумайланнă, вĕсен çынсене йышăнаслăхĕ – 5 пин çын таран. Чăваш Ен «Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта 2006-2015 çулсенче аталантарасси» программăпа килĕшÿл-лĕн спорт объекчĕсем хута ярассипе малта пыракансенчен пĕри. Хальхи вăхăтри спорт сооруженийĕсем тăвассипе паллашма пирĕн республикăна РФ Патшалăх Думин Председателĕ Б. Грызлов, физкультурăпа спортăн федераци агентствин ертÿçи В.Фетисов, Раççей спорт министрĕ В.Мутко та килсе курнă. Кăçалхи çул вĕçленнĕ тĕле республикăра тата икĕ спорт комплексĕ хута каймалла.

«Газпром – ачасене» программăпа 6 спорт площадки тунă, вĕсенчен пĕри – Чакаç ялĕнче. Илемлĕ, хальхи вăхăт ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сооружени. Спорт комплексĕсем хута кайни массăллă спорт аталанăвне пысăк витĕм кÿрет, уйрăмах яллă вырăнсенче. Кăна Шăхасанти ФСК ĕçĕпе те çирĕплетме пулать. Унта районти ялсенчен çÿреме çывăхах мар пулин те, шкул ачисене физкультура урокĕсене «шкул автобусĕпе» турттараççĕ. Кунта шывра ишме вĕренме пулать, опытлă инструкторсем ĕçлеççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа комплекссем 587 пин яхăн çынна йышăннă (нормăпа палăртнă виçен 46 проценчĕ). Пирĕн районта спортпа кашни кун сывлăхне çирĕплетекен çынсен вăтам шайĕ 26 процентпа танлашать. 4474 шкул ачинчен 2724-шĕ (60, 9 проц.) ФСКна тăтăшах çÿрет.

Физкультурăпа спорт комплексĕсен физкультура предметне вĕрентессин, ачасен çуллахи канăвĕн тата уроксем хыççăн ирттерекен спорт мероприятийĕсен шайне ÿстерессине пысăк витĕм кÿмелле. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Шăхасанти ФСК ытти районтисемпе танлаштарсан палăрмаллах активлă ĕçленине (пурĕ 2736 ача çÿренĕ) палăртма кăмăллă.

Организацисемпе предприятисем ФСКпа договор тăваççĕ, унпа килĕшÿллĕн комплексра сотрудниксемпе сывлăха çирĕплетмелли занятисем ирттереççĕ. Районта пурăнакан, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен 5728 çын (15, 6 проц.) кăçал Шăхасанти ФСКна çÿренĕ. Ку енĕпе пысăк кăтарту Вăрнар районĕнче – 9855 çын (27, 5 проц.).

Комплекссен тĕп функцийĕ тата задачи – халăхăн тĕрлĕ ÿсĕмри сийĕсене спортпа туслашма пулăшасси. Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çынсем ытларах шывра ишессине, фитнеса, аэробикăна, спорт вăййисене, кĕрешÿ мелĕсене кăмăллаççĕ. ФСКсенче бассейнсем хута кайнипе ишме пĕлекенсен йышĕ темиçе хут ÿснĕ. Республикăра пурăнакансем спортăн 50 тĕсĕпе интересленеççĕ, ăсталăхне ÿстереççĕ пулсан, çак йышра шывра ишесси 3-мĕш вырăн йышăнать.

«Наша новая школа» программăра физкультура урокĕсене, уроксем хыççăн физкультурăпа спорт занятийĕсене интереслĕ ирттерни – çул çитмен çамрăксемпе ачасен сывлăхне çирĕплетмелли, вĕсене преступлени çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттармалли тĕп мелсенчен пĕрисем. Çак программăпа спорт бази пуян пулни çеç çителĕксĕр, шкулсенче, спорт шкулĕсенче пысăк квалификациллĕ физкультура учителĕсем, тренерсем ĕçлемелле. Шăхасан вăтам шкулĕнче, акă, ăсталăха кашни çулах республика ăмăртăвĕсенче çирĕплетекен футбол команди пур. Вăл республика ертÿçин кубокне те пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче хĕрарăмсен волейбол команди пур. Энтриялĕнче пултаруллă çăмăл атлетсене хатĕрлеççĕ.

Физкультурăпа спорт комплексĕсене кăнтăрла çынсем çÿременнине каларĕç канашлура. Ĕçлекенсем, паллах, ĕç кунĕ вĕçленсен кăна унта кайса сывлăха çирĕплетме пултараççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов хăйĕн докладĕнче малтанхи çулсенче ФСКна кашни кун пĕрер шкул килнĕ пулсан, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче икшер шкултан ачасене илсе килнине каларĕ. Шăхасанти комплекса 2007 çулта 445 пин çын çÿренĕ пулсан, паян 850 пин çын çÿрет (план – 1 миллион). Кунта хамăр районта пурăнакансем çеç мар, Канаш хулинчен, Çĕрпÿ, Красноармейски, Вăрнар, Вăрмар, Комсомольски районĕсенчен те килсе çÿреççĕ (асăннă хăш-пĕр районсенче хăйсен ФСК пур пулин те). Апла пулсан вĕсене Шăхасанта килĕшет, кунта ăста специалистсем ĕçлеççĕ, бассейнри шыв температури ăшă, шывĕ çемçе. Шыва кĕрсе тухсан ÿт куштăркамасть.

Вĕренÿ министрĕн çумĕ С.Петрова физкультура урокĕсене çĕнĕлле йĕркелемеллине палăртсах каларĕ. Ачасен сывлăхне упрасси – вĕрентÿ тытăмĕн тĕп задачисенчен пĕри. Завучсем – шкулти расписани менеджерĕсем. Физкультура урокĕсен 20 процентне шывра ишессине (малалла – ишев) уйăрмалла. Физкультура урокĕсене пĕрлештерме те юрать терĕ. Çак уроксене мĕнле пулсан та ячĕшĕн кăна ирттермелле мар.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн физвоспитанин теори никĕсĕсен кафедрин профессорĕ А.Пьянзин студентсемпе пĕрле районсене тухса хăйне евĕрлĕ тĕпчев ирттернĕ. Ыйтăвĕ – хулари тата ялти çынсем, шкул ачисем, спортпа туслă çамрăксем физкультурăпа спорт комплексĕсен ĕçне мĕнле хаклани. Кунта нумай критерие шута илнĕ. Диаграммăра Шăхасанти спорт комплексĕ чылай кăтартупа малти вырăнта тăрать. Кунта хамăрăнне мухтани мар, тĕпчев кăтартăвĕ çапла.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика