АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ

23 октября 2009 г.

УКРАИНĂРА ÇЕÇПĔЛЕ МАНМАÇÇĔ

Украинăри Остер хулинче чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çывхарнине халалласа уяв ирттернĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов, чăваш халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ фонд председателĕ В.Туркай, Çеçпĕл вăтам шкулĕн директорĕ А.Петров хутшăннă. Чăваш Енрен килнĕ хăнасем украин тусĕсемпе поэт вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечексем хунă, Çеçпĕл Мишшипе çыхăннă паллă вырăнсене çитсе курнă.

Остер хулинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ гимназире вĕренекенсемпе ирттернĕ тĕл пулăва Остер хулин рада пуçлăхĕ В.Западня, гимнази директорĕ А.Бондарь, Украина писателĕсен наци союзĕн Черниговори уйрăмĕн яваплă секретарĕ С.Репьях хутшăннă. Кунта пирĕн Çеçпĕл юбилейне халалласа литературăпа музыкăн пысăк каçĕ пулнă. Вăл чăвашсемпе украинсен чаплă уявне куçнă. В.Туркай уява йĕркелекенсене Çеçпĕл Мишшин ятне ялан асра тытнăшăн çĕре çити пуç тайса тав тунă.

ÇĔНĔ ШКУЛА – ÇĔНĔ АВТОБУС

Республикăна шкул автобусĕсем тата 16 илсе килнĕ. Вĕр çĕнĕ автобуссен уççийĕсене Шупашкарти оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра вĕренÿ учрежденийĕсен директорĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова савăнăçлă лару-тăрура панă. Вĕсем хушшинче Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкул директорĕ В.Федоров та пулнă.

Халĕ шкулăн икĕ автобус пулчĕ. Вĕсем Ушанар, Сител тата Атнаш ачисене ăс пухма Шăхасана турттараççĕ.

КАНАШСЕН КĂТАРТĂВĔ ЧИ ПЫСĂККИ

Канашри «Локомотив» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Чăвашавтотранс» патшалăх унитари предприятийĕнче ĕçлекенсен спартакиадине ирттернĕ. Ăна автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсен уявне тата «Чăвашавто-трансăн» 80 çулхи юбилейне халалланă. Ăмăртусене тĕрлĕ автотранспорт предприятийĕсен 10 команди, çавăн пекех «Чăвашавтотранс» патшалăх унитарлă предприятийĕн управленийĕн тата «Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн автобази» республика патшалăх учрежденийĕн командисем хутшăннă.

Спартакиада программинче – спортăн 8 тĕсĕ: эстафета, шывра ишесси, мини-футбол, вырăнтан тăршшĕне сикесси, дартс, кире пуканĕ йăтасси тата вĕрен туртасси. Канашри ПАТП команди командăсем хушшинче чи нумай очко пухса тĕп парнене çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна «Чăвашавтотранс» управленийĕнче ĕçлекенсем йышăннă. Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ ПАТПăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ – виççĕмĕш.

А. ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика