АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «АВТОБУС» ОПЕРАЦИЕ ПĔТĔМЛЕТСЕ

21 октября 2009 г.

Кăрлач-авăн уйăхĕсенче районта автобуссем 4 тĕслĕхре çул-йĕр инкекне лекнине шута илнĕ. Çакă пĕтĕмĕшле аварисен 7, 1 проценчĕпе танлашнă. Автоинкекре пĕр çын пурнăçĕ татăлнă, 11-шĕ сусăрланнă. Иртнĕ çулта, асăннă вăхăтпа илсен, пассажирсене турттаракан автотранспортпа 4 инкек пулса иртнĕ, 1 çын вилнĕ, 3-шĕ аманнă. Автобус водителĕсен айăпне пула 3 ДТП пулнине палăртнă (2008 çулта – 1 ДТП).

Автобуссемпе çулсем çинче пулса иртекен инкексене вăхăтра сирсе ярас тĕллевпе авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен районта «Автобус» профилактика операцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Çак 10 кун хушшинче автобуссемпе инкек пулса иртмен, çакă – лайăх кăтарту. Анчах та пассажирсене турттаракан автотранспорт водителĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене пăснă 31 тĕслĕхе шута илнĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем çивĕчех пулманран вĕсене вăхăтлăх водитель удостоверенисĕр хăвармашкăн суда пĕр материал та тăратман. Операци вăхăтĕнче 87 автобуса чарса тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 4-шĕ рейса юсавсăр тухнине тупса палăртнă, пĕр автобусĕн регистраци номерне кăларса илнĕ. Тăватă водителе хăвăртлăх режимне пăхăнманшăн штрафланă.

Профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче пассажирсене турттарас енĕпе ĕçлекен индивидуаллă предпринимательсене те тĕрĕсленĕ, çула тухакан автобуссене те «куçран вĕçертмен». Çитменлĕхсем тупса палăртнă автобуссен хуçисене предписанисем парса хăварнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пассажирсене турттарма ирĕк паракан лицензисем пуррипе çукки çине те пысăк тимлĕх уйăрнă.

В.ВАСИЛЬЕВ, районти ГИБДД пайĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика