АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРЛАНĂ ТА ТАРНĂ

21 октября 2009 г.

Иннăпа Виктор Михайловсем ывăл çуратса ÿстернĕ, анчах та пурнăç пăрнăçĕнчи йывăрлăхсене пула çемье саланса кайнă. Апла пулин те арçын ача ашшĕпе те, амăшĕпе те туслă çыхăну тытнă. Çакă лайăх та пулĕ. Кăшт вăхăт иртсен Виктор тепĕр хут авланнă. Унăн иккĕмĕш арăмĕн Верăн та пĕр ывăл пулнă. Арçынсем хăвăртах пĕр чĕлхе тупнă. Çул çитсен хăйсем те укçа ĕçлесе илме пуçланă, Мускава кайса çÿренĕ.

Мускав çулĕ вара такампа та паллаштарать, мĕнле çынпа çыхланнине тÿрех ăнланса илме те çук. Пĕрре пăхма йĕркеллех туйăнакан çын та вăхăт иртнĕçемĕн япăх енĕсене кăтартать.

Кăçалхи апрель уйăхĕнче каçхине 8 сехетсенче Михайловсем патне çамрăксем килнĕ. Çĕрлене хирĕç кил хапхине питĕрсе кĕнĕ. Пÿрт умне çитсе тăнă çамрăксенчен пĕри хапхана тĕксе пăхнă та уçăлман пирки хÿме урлă каçса ыттисене хапха уçса кĕртнĕ. Унтан çамрăксен ушкăнĕ пÿрте кĕрсе тăнă. Ноутбукпа вăйă выляса ларакан çамрăксем Петьăпа Гена кĕтмен хăнасем шавласа кĕнине илтсе вĕсене хирĕç прихожăйне тухнă. Каччăсенчен пĕрне курсан Гена пăлханса ÿкнĕ. Канаш хулинчен Хунаври Михайловсем патне килнĕ 4 çамрăк кашниех хăйне валли ĕç тупнă: пĕри кил хуçипе хирĕçсе кайнă, тепри Генăна сÿтсе явмалли ыйту пур тесе верандăна илсе тухнă, виççĕмĕшĕ кĕсье телефо-нĕпе ноутбука вăрласа никам курман чух пÿртрен тухса тарнă. Петя çулĕпе Генăран çамрăкрах, çавăнпа вăл хăранипе пÿртрен тухса тарнă. Вăйпитти çамрăксем Викторпа Генăна хытах хĕнесе хăварнă.

Канаш çамрăкĕсем кĕтмен çĕртен кĕмсĕртетнин сăлтавĕ акă еплерех. Çав çамрăксен ушкăнĕнчен пĕри Генăпа пĕрле Мускавра ĕçленĕ пулнă. Анчах тĕп хуларан маларах таврăннă пирки хăйĕн япалисене Генăна илсе килме хушса хăварнă. Паллах, хула ачи тесе кăштах курнăçланасси килнĕ пуль. Гена ун япалисене илсе килменнине кура кашни курмассерен унран укçа ыйтма тытăннă. Унтан пĕр кунхине эрех ĕçсе самаях хĕрнĕскерсем яла çитсе килме шутланă. Мĕн шутланине пурнăçланă, анчах та милици аллине çакланнă.

Телефонпа ноутбук вăрланă тутар каччин вара РФ Уголовнăй кодексĕн 158 статйин 2-мĕш пайĕн «в» пункчĕпе явап тытма тивет.

Т.НАРБУТАЕВА, районти милицин следстви уйрăмĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика