АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙЫВĂÇ ЛАРТРĂМĂР, ВАТĂСЕНЕ ПУЛĂШРĂМĂР

21 октября 2009 г.

Ырă ĕçсен уйăхлăхне пирĕн шкулта вĕренекен ачасем те хастар хутшăнчĕç. Тимур отрячĕсен юхăмĕ çĕнĕрен вăй илсе пынă май ачасем ялти ватăсене пулăшма хаваспах çÿреççĕ. Акă пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Нумаях пулмасть 9-мĕш класс ачисем пилĕк урок вĕçленнĕ хыççăн Александра Михайловна Михайлова ĕç ветеранне хуçалăхри ĕçсене тума пулăшрĕç. Шкулта ĕçлекен Петр Соломонович Сергеевпа пĕрле пахчара çĕр чаврĕç, хÿмесене юсарĕç.

Александра Михайловна пирĕн шкулта повар пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Пирĕн вĕренекенсем ăна ун патне кашни çулах пулăшма çÿреççĕ. Çуркунне картишне, пÿрт çумĕсене юртан тасатса панăччĕ. Кинемей хăйне çавăн пек хисепленĕшĕн чунтан савăннине палăртать, ачасене тав тăвать. Ĕç пĕтерсен вĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕ.

Ватă çынна нумай та кирлĕ мар-çке, ăш сăмахпа пĕчĕк пулăшу уншăн темрен те паха. Ачасене мĕн çамрăкран ватăсене хисеплеме вĕрентмелле, эпир пурте вăхăт иртнĕçем çав ÿсĕме çитетпĕр.

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче шкулта педагогсен канашĕ пулчĕ. Унта «Йывăç кунĕ» акци ирттерме йышăнтăмăр. Пĕр шăматкун 4 урок пĕтнĕ хыççăн 2-11-мĕш классем шкул картишне йывăç лартма пуçтарăнчĕç. Вĕсене маларах çулçăллă тата лăсăллă йывăçсен хунавĕсене кашнине 5-шер тĕп (кашни ача 10 хунав) илсе килме каланăччĕ. Шкула кĕнĕ çĕрте сылтăм енче 0, 5 гектар çĕр лаптăкĕ пур, йывăçсем лартма шăпах çак вырăна суйларăмăр та. Йывăç кунне Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкне халалларăмăр.

Çав кун пĕтĕмпе 1550 тĕп йывăç лартса хăвартăмăр. Ачасем те, учительсем те пысăк хавхаланупа питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Малашне пирĕн лартнă йывăçсем лайăх хуначчăр, ÿссе сарăлччăр тесе тăрăшмалла.

О.ВОЛКОВА, аслă вожатăй. Энтрияль шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика