21 октября 2009 г.
Нумаях пулмасть Сухайкасси вăтам шкулĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Чи малтанах вĕренекенсемпе вĕрентекенсем концерт лартса пачĕç. Куракансене 4-мĕш класра вĕренекен кашăкçăсен ансамблĕ уйрăмах килĕшрĕ. Ертсе пыраканĕ – Л.Зотикова.
6-мĕш класс ачисем пухăва пуçтарăннисене шÿтлĕ такмаксемпе савăнтарчĕç. 7-мĕш класс ачисем шăрантарнă «Асанне» юрă пурне те килĕшрĕ. «Пĕрремĕш учитель» юрă вара пушшех те тыткăна илчĕ. Сăмахĕсене те, кĕввине те И.Баранов вĕрентекен çырнă. Çак юрра 10-мĕш класра вĕренекен Лена Яковлева шăрантарчĕ.
Концерта çĕр ĕçченне халалланă юрăпа вĕçлерĕç. Сăмахĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Иванова çырнă, кĕввине – И.Баранов. Çак юрра вĕрентекенсен коллективĕ шăрантарчĕ. Концерта математика учителĕ И.Егорова ертсе пычĕ.
Концерт хыççăн шкул ертÿçин воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ М.Медведева «Ачасем шкулта тата килте» ятпа доклад туса пачĕ. Доклад пурне те килĕшрĕ. Марина Васильевна калаçăва тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕ.
Ун хыççăн шкул ертÿçин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Е.Бахматова сăмах илчĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕсене иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ завуч.
Юлашкинчен шкул директорĕ Е.Кузьмина доклад турĕ. Вăл иртнĕ 2008 – 2009 вĕренÿ çулĕнче шкул хуçалăхĕнче мĕнле улшăнусем пулни çинчен каласа кăтартрĕ, юсав ĕçĕсемпе тата шкул Уставĕпе паллаштарчĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем класс ертÿçисемпе тĕл пулчĕç, 2009 – 2010 вĕренÿ çулĕнче тумалли ĕçсене палăртса хăварчĕç.
Лена АЛЕКСАНДРОВА, 11-мĕш класс.