АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУШКИН ПУРĂННĂ ЯЛТА

21 октября 2009 г.

Нумаях пулмасть эпир, Сухайкасси вăтам шкулĕнче 6-11-мĕш классенче вĕренекенсем (пурĕ 31 ача), тата 4 вĕрентекен Болдино ялне (Чул хула облаçĕ) çитсе килтĕмĕр. Çулĕ вăрăм пулчĕ, 4 сехет ытла каймалла. Çапах та кичем пулмарĕ: кантăкран вĕлтлетсе юлакан илемлĕ ÿкерчĕксем тыткăна илчĕç пире.

Аслă Болдино ялне çитнĕ тĕле çанталăк ăшăтса кайрĕ, тÿпе тăп-тăрă, хĕвел пăхать. Йывăçсем сап-сарă, ура айĕнче те сарă кавир. Автобус парк тĕлне çитсен чарăнчĕ. Чи малтанах эпир йывăçран тунă илемлĕ пÿрте кĕтĕмĕр. Çакăнта 1830 çулхи кĕркунне вырăс халăхĕн аслă поэчĕ Александр Сергеевич Пушкин виçĕ уйăх пурăннă. Чылай хайлав çырнă вăл çак тапхăрта, «Евгений Онегин» романне вĕçленĕ, тĕрлĕ повеçсемпе сăвăсем хайланă.

Алăкран кĕнĕ-кĕмен пысăк пÿлĕме лекетĕн. Чÿречисем çÿллĕ. Икĕ кăмака, вĕсен хушшинче – сарлака диван, ун çумĕнче – çаврака сĕтел. Сĕтел çинче поэтăн алçырăвĕсем выртаççĕ. Стена çумĕнче портретсем çакăнса тăраççĕ.

Экскурсовод пире сăвăçăн çак тапхăрти пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Эпир лаша витине те, мунчана та кĕрсе куртăмăр. Усадьбăра чиркÿ те пур. Пĕве урлă каçмалли кĕпер пире уйрăмах килĕшрĕ.

Тепĕр пÿрте кĕтĕмĕр те, чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнса кайрĕ. Кунта А.С.Пушкин çырнă юмахсене курма пулать. Эпир сăвăç пурăннă вăхăтри кĕпе-тумсене те тăхăнса пăхрăмăр, сăн ÿкерчĕксем ÿкерттертĕмĕр, сувенирсем туянтăмăр.

Икĕ сехет сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Экскурси пурне те килĕшрĕ. Аслă поэт çинчен тата нумайрах пĕлес килчĕ, унăн пĕтĕм хайлавĕсемпе паллашма шут тытрĕç ачасем.

Маша ПАНФИЛОВА, 11-мĕш класс, Сухайкасси шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика