21 октября 2009 г.
«Россельхозбанк» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш регионĕнчи филиалĕ тăххăрмĕш çул ĕçлет. Вăл – хамăр республикăри предприятисемпе агропромышленность организацийĕсене кредитсемпе тата шутлавпа касса пулăшăвĕсемпе тивĕçтерсе тăракан тĕп банксенчен пĕри. Иртнĕ шăматкун çак банкăн хушма офисĕ Комсомольски салинче уçăлнă. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре «Россельхозбанк» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕ Ю.Трушин, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров тата ытти официаллă çынсем хутшăннă. Хисеплĕ хăнасем аслă та çутă çуртра клиентсене тата унта ĕçлекенсене кирлĕ условисене пурне те туса панине кăмăллăн палăртнă.
Банк пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те нумай енлĕ. Ял çынни пурнăç, культура шайне çĕклет, çурт-йĕр çавăрать, ачисене вĕрентсе çын тăвассишĕн тапаланать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, хуралтисене çĕнетет – ĕçлес текеншĕн ĕçĕ мăй таран. Кашнийех пурнăç ырлăхĕпе киленесшĕн. Шутласа хунине пурнăçа кĕртме вара банк пулăшать.
– Ял хуçалăх производствине аталантарас тесе пĕрремĕш утăм турăмăр та ĕнтĕ. Паян эпир социаллă сферăна та пулăшма хатĕр – пурăнмалли çуртсем тăвассине, вĕрентĕве. Ял пурнăçне хăтлăлатас тесе пирĕн малаллах талпăнмалла, – тенĕ Юрий Владимирович.
Вĕсем офисăн хăтлă пÿлĕмĕсемпе, ĕç вырăнĕсемпе паллашнă вăхăтра Канашри ял хуçалăх пасарĕ чаплă хăнасене кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Ентешсем» ансамбль тавар туянма килнисене илемлĕ юрăсемпе кăмăлĕсене çĕкленĕ. Чăваш Ен Президентне Н.Федорова, «Россельхозбанк» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн правленийĕн председательне Ю.Трушина, унăн пĕр-ремĕш çумне Б.Листова, банкăн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорне И. Письменскаяна, Патшалăх Канашĕн председателĕн çумне Г.Васильева, ял хуçалăх министрне М.Игнатьева район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Софроновпа В.Полукарова, ял хуçалăх пасарĕн директорĕн ĕçĕсене туса пыракан В.Никоноров кĕтсе илнĕ.
Хăнасем суту-илÿ павильонĕнче агропромышленность предприятийĕсен, хресченсен (фермерсен) хуçалăхĕсен представителĕсемпе, хăйсем çитĕнтернĕ пахча çимĕçе, аш-какая сутакансемпе калаçнă.
– Предпринимательсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕсене аталантармалли условисем çителĕклĕ. «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне тата патшалăхăн ял хуçалăха 2006-2009 çулсенче аталантармалли Программăна пурнăçа кĕртес енĕпе тимлени харпăр хушма хуçалăхра туса илнĕ ытлашши продукцине çак пасарта сутма майсем туса парать, – палăртнă райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов.
Выльăх-чĕрлĕх сутмалли лаптăкра та пулнă Н.Федоровпа Ю.Трушин. Кунта та ĕçлĕ калаçу татăлма пĕлмен. Юрий Владимирович район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене В.Софроновпа В.Полукаровăна банкпа туслă çыхăну тытнăшăн тав тунă, диплом тата парне парса чысланă.
Республикăра ял хуçалăх продукцийĕсем çеç сутакан пасарсем питех те кирлĕ. Вĕсенчен пĕри пирĕн районта уçăлнă. Автовокзал юнашарах пулнăран унта çитме питĕ меллĕ, Çĕрпÿ–Ульяновск трассăран тÿрех кĕме хытă сийлĕ çул та хывнă. Çавăнпа та кунта кÿршĕсем те – Комсомольски, Тăвай, Йĕпреç, Йĕпреç районĕсенчен пахча çимĕç, тĕш тырă, сĕт-çу, кăлпасси таврашĕ, аш-какай, выльăх-чĕрлĕх сутма килеççĕ. Пысăк çĕрте ĕçлекенсем килнĕ кун та нумаййăнччĕ вĕсем.
Николай Васильевичпа Юрий Владимировича пасарăн кирек хăш вырăнĕнче те çынсем пыл хурчĕсем пекех сăрса илнĕ: вĕсемпе калаçас, хăйсене канăçсăрлантаракан ыйту çине хурав илтес текенсем нумаййăн пулнă. Пултарнă таран кашнин кăмăлне тивĕçтерме тăрăшнă ĕçлĕ çул çÿреве тухнисем. Малалли çул Шупашкар районне выртнă. Кунта вĕсем «Агропуть» ял хуçалăх кооперативĕн «Заимка» туризмпа сывлăх комплексĕ мĕнле çĕкленсе пынипе паллашнă. Паянхи кун тĕлне кунта çуллахи кафе, мунча комплексĕсем тата лаша манежĕсем хута кайнă. Пĕрремĕш линине кăçалхи чÿк уйăхĕнче ĕçе кĕртме палăртнă. Комплекс хăй вара 2010 çулта ĕçе пуçăнĕ. Малашлăхра – туристсем валли лаша çине утланса уçăлса çÿремелли, пулă тытмалли вырăнсем, ача-пăча спорт площадкисем, фольклор коллективĕсене хăйсен пултарулăхне кăтартмалли сценăсем. Хăнана килнисене çамрăксем юланутпа пынă вăхăтра тĕрлĕ ăслай элеменчĕсене кăтартнă. Утланса çÿремелли ăсталăха кăтартни пурне те çав тери килĕшнĕ, вĕсем хыттăн алă çупса тав тунă, лаша спорчĕн воспитанникĕсене ăнăçу суннă, вĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ. Тата çакна палăртма кăмăллă: кунти юланутçăсем джигитовка тата çарпа прикладнăй искусстви енĕпе Раççейре ирттернĕ ăмăртусенче Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ, пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă.
Ĕçлĕ çул çÿрев Шупашкарта «Акконд» акционерсен уçă пĕрлĕхĕнче вĕçленнĕ. Кунта хăнасем канфетсем тумалли технологин çĕнĕ линине хута янă çĕре хутшăннă.
Предприятире пысăк инвестици проекчĕсене реализацилекен ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Ю.Трушин Пăрачкаври ача çуртне тата Кÿкеç поселокĕнчи Турă амăшĕн чиркĕвне 500 пиншер тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерекен документсем панă.
Проектсене презентациленĕ хыççăн Н.Федоровпа Ю.Трушин журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă.
– Чăваш Енĕн аграри секторĕнче кризис пулăмĕсене асăрхамарăмăр. Объектсем хута каяççĕ, проектсене презентаци тăваççĕ, вĕсене эпир пурне те пулăшу паратпăр. Кризис условийĕсенче вара, ялан тенĕ пекех, çĕннине пуçăнмаççĕ, – тенĕ Раççей ял хуçалăхĕн банкĕн ертÿçи.
Ял хуçалăх продукцийĕсем хатĕрлекенсене пулăшас пирки сăмах пуçарсан Н.Федоров Президент çапла каланă:
– Чăваш Ен ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен тата элита вăрлăх хатĕрлекен хуçалăхсене бюджетран субсиди парассин калăпăшне пĕчĕклетме шутламасть. Республика бюджетĕнче çакăн валли укçа-тенкĕ планласа хунă.
Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе ирттернĕ калаçăва пĕтĕмлетсе республика пуçлăхĕ çакна палăртса хăварнă:
– Этемĕн хăй çĕрпе çыхăннине манмалла мар. Çак çыхăну татăлсанах политикăра та, обществăлла ăнланулăхра та деформаци пулать. Çавăнпа та çĕршĕн тăрăшмалла. Çак енĕпе ĕçлетпĕр те ĕнтĕ эпир хамăр республикăра.
В.АЧЧА.