АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛЕМЕСĔРЕХ УКÇАЛЛĂ ПУЛАСШĂН

16 октября 2009 г.

Кăçалхи май уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкар çамрăкĕсем икĕ çăмăл машинăпа хăйсен юлташне Арсение çара ăсатма Канаш хулине килнĕ. Çар комиссариачĕ умне çитсе чарăнсан магазина кайса сăра, шурă эрех туяннă. Çар комиссариатĕнче вĕсене Арсение юлташĕсемпе курнăçма кăлармастпăр тесе пĕлтерсен çамрăксенчен пĕри Чулкăмака ялне кайма сĕннĕ. Кунта унăн ашшĕ-амăшĕ çуралса ÿснĕ, çавăнпа каччă ялта час-часах пулнă. Яла çитсен çамрăксем уйрăм çын тытакан «Незабудка» магазин умне чарăннă. Лавккана кĕрсе çимелли, ĕçмелли туяннă. Суту-илÿ çурчĕ умĕнче килен-каяна канма меллĕ пултăр тесе лартнă сĕтел-пукан хушшине вырнаçнă. Пĕрисем лавккана кĕрсе сăра, эрех, çимелли туяннă, теприсем вĕсене урамра кĕтнĕ. Мĕн туяннине ĕçнĕ, çинĕ çамрăксем, ниçта та васкаман. Лавккана темиçе те кĕрсе тухнă.

Анчах çамрăксен ушкăнĕнчи пĕр каччăн пуçне таçтан укçа вăрлас шухăш пырса кĕнĕ. Хĕвел çаврăнăш туянма укçа тÿленĕ каччăна çак тавара илсе пама çаврăннă вăхăтра лешĕ касса умĕнчи витрина çинче выртакан укçа тĕркине ярса илет. Сутуçă çакна курса ĕлкĕрет, пуçтаха футболкăран ярса тытать. Анчах каччă туртăнса вĕçерĕнет те магазинтан тухса тарать. Хăй çав хушăрах юлташĕсене машинăсем çине ларса хăвăртрах çула тухма хушать. Мĕн пулса иртнине ăнланман çамрăксем чăнах та машинăсем çине ларса Канаш еннелле çул тытаççĕ.

6-7 çухрăм пек кайсан хайхисене çул çинче милици сотрудникĕсем чараççĕ. Районти шалти ĕçсен пайне илсе каяççĕ. Укçа вăрлакан каччă витрина çинчен 3300 тенкĕ вăрланă. Ун хыççăнах магазинтан чупса тухнă сутуçă урамри çынсене çăмăл машинăсен номерне пăхма кăшкăрса каланă. Чăн та райпо магазинĕнчен килекен арçын номерсене лайăх курса юлнă. Сутуçă çийĕнчех милицине шăнкăравланă. Йĕрке хуралçисем вăрах кĕттермен. Çамрăксене çул çинче çийĕнчех тытса чарнă. Вăрланă укçана каялла тавăрса пама тивнĕ.

Район сучĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинчен Чулкăмакана килсе укçа вăрланă çамрăка РФ Уголовнăй Кодексĕн 161 статйин 1-мĕш пункчĕпе айăпласа явап тыттарĕ. Унччен вара каччăн Çĕрпÿри изоляторта ларма тивет.

А.ИВАНОВ, районти милицин следстви уйрăмĕн следователĕ, юстици капитанĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика