АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫН ШĂПИ ТĔЛĔКРЕН ТЕ КИЛЕТ

16 октября 2009 г.

Тĕлĕк – иртнĕ пурнăçпа хальхине пĕрлештерсе тăракан кĕпер. Вăл çынна астăвăмăн кăткăс çул-йĕрĕпе илсе çÿрет, харпăр хăй шăпине тата çывăх çынсен кун-çулне улăштарма пултарать.

Америка нейрофизиологи академийĕнче иртнĕ ларура Серена Гондек доктор ĕçтешĕсене хăйĕн тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарнă. Çывăрнă вăхăтра пуç мимин хăш-пĕр пайĕ нихçанхинчен те вăйлăрах ĕçлет-мĕн – тĕрлĕ сасса уйăрать. Çакна пуç мимине электродсем ярса ирттернĕ тĕрĕслевсем кăтартса панă. Çывăракан çынна тĕрлĕ сас-чĕвве – магнитофонпа çырса илнĕ калаçăва, сиренăпа шыв шавне, йывăç çулçисемпе курăксен «пăшăлтатăвне» итлеттернĕ. Сассене уйăрса илес енĕпе уйрăмах куçсемпе хăлхасем çывăхĕнче вырнаçнă лаптăксем хастар «ĕçленĕ». Вĕсем сассене тĕплĕн суйланă, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултараканнисене «илтсенех» çывăракана вăранма паллăсем янă.

Пуç мимин тĕлĕнмелле пахалăхĕсене тĕпчевсем çеç мар, çынсен тĕлĕкĕсем те туллин кăтартса параççĕ.

Инçет Хĕвел тухăçĕнче пурăнакан А.Сидоренко лесничий йывăр чирлесе ÿкнĕ, темиçе эрне тăнне çухатса вырăнпа выртнă. Шăпах çавăн чухне хăйĕн пурнăçне – иртнине те, пулассине те кино курнă пек тĕлленнĕ вăл. Малтан институтра вĕреннĕ çулсене курнă: палланă студентсемпе ларса сăра ĕçнĕ, калаçнă, килĕштернĕ хĕрсене чуп тунă... Унтан – Уссури тайгине лекнĕ... Чи кăсăкли – тĕлĕкре тĕлленнĕ япаласенчен çурри унăн пурнăçĕнче чăннипех те пулни, çав вăхăтрах фантастика та. Тĕлĕкре арçын тигрсене тĕл пулать, тайгана çунтаракан браконьерсемпе кĕрешет, пăшалран перет, аманать, Джеки Чанран пĕрре те кая мар каратэ ăсталăхне кăтартать... Тĕлĕк мар, чăн-чăн боевик. Усал вăйсене çав-çавах çĕнтерет вăл, хушма отпуск илме тивĕçет. Çавăн чухне диссертаци çырма пуçлать. «Диссертаци ятне те («Регионти çут çанталăка сыхлас ĕçĕн хăй евĕрлĕхĕпе уйрăмлăхĕсем») паянхи пек астăватăп, йăлтах куç умĕнче», – тет Сидоренко.

Чирлĕ çыннăн аташăвĕ ку, теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Анчах ку çеç те мар-ха. Сывалса ура çине тăрсан Сидоренко чăннипех те наука ĕçне пуçăнать, тĕлĕкре мĕн курнине аса илсе диссертаци çырать.Тĕлĕнмелле вĕт!

Пуласлăха кăтартакан, асăрхаттаракан тĕлĕксене ĕненмен çын çук та пулĕ паян. Акă, тĕслĕхрен, А.Панеев электричкăра тĕлĕрсе кайнă та хăй патне çара кайма повестка килнине курнă. Чăн та, шăп та лăп 3 кунран çар комиссариатĕнчен повестка çитнĕ.

Мускавра пурăнакан Т.Щапова чунне вара асăрхаттаракан тĕлĕк ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. «1986 çулхи çулла хăрушă тĕлĕк куртăм эпĕ: мăшăр пулла кайсан путса вилнĕ пек. Мĕн тĕлленнине мăшăра каларăм, пулла ярас мар тесе ÿкĕтлерĕм. Кăлăхах пулчĕ, ман сăмахсене кулса та шÿтлесе çеç йышăнчĕ. Мĕн тетĕр? Чăн та, пулла кайса путса вилчĕ», – каласа парать хĕрарăм.

Т.Скобелева журналист-психолог çапла çырать: «Çамрăк офицера туй хыççăн Маньчжурие, вăрçă хирне чĕнсе илеççĕ. Пĕр вĕçĕм мăшăрĕ пирки шутласа кулянакан арăмĕ тĕлĕк курать: тĕкĕр витĕр пăхса ларать пек. Унччен те пулмасть – мăшăрĕпе унăн денщикĕ каçхине разведкăна кайнине курать. Вĕсене хыçран тăшман разведчикĕсем йĕрлеççĕ-мĕн. Лешсем çакна сисмеççĕ те. Нимĕн тума аптранипе хĕрарăм кăшкăрса ярать, тĕкĕре çапса çĕмĕрет. Хăй мĕн тĕлленнине ирпе килтисене каласа парать вăл, тĕлĕкне çырса хурать. Упăшки вăрçăран таврăнсан хăйĕнпе тĕлĕнмелле япала пулнине асăнать. Каçхине денщикĕпе разведкăна кайсан вĕсене тăшман шпионĕсем йĕрленĕ иккен. Сасартăк хĕрарăм кăшкăрса яни илтĕннĕ, тĕкĕр çĕмĕрĕлнĕ сасă пулнă. Хайхисем çаврăнса пăхнă та хăйсене йĕрленĕ тăшмансен виллисене курнă».

Ăсчахсен шучĕпе, çыннăн шăпи малтанах паллă. Тĕлĕк вăл çак пуласлăха асамлă «тĕкĕр» евĕр кăтартать. Уйрăмах çынсем хуйхă, пĕр-пĕр пăтăрмах сиксе тухас умĕн асăрхаттаракан тĕлĕксем кураççĕ. Эппин, тĕлĕк урлă малашлăха ылмаштарма май пур-и; Май пур иккен. Кăна медицина наукисен кандидачĕ И.Вагин психотерапевт ирттернĕ наука семинарне хутшăнакансем те çирĕплетеççĕ. Вĕсем ятарлă хусканусем туса хăйсен тĕлĕкĕсене йĕркелеме те, хăйсем мĕн курас килнине курма та вĕренеççĕ-мĕн...

Апла пулсан шăпа хамăрăн алăра, тĕлĕк мĕн систернине çеç ăнланма вĕренмелле.

А.РЫЛЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика